01 февраля 2019 г.
Мана унпа “Шупашкарти промышленность тракторĕсен завочĕ” акционерсен уçă пĕрлешĕвĕнче паллашма тỹр килчĕ. Çар хĕсметĕнчен темиçе çул каяллах таврăннă пулин те, çỹллĕ те тĕреклĕ, сарлака хул-çурăмлă, йăрăс пỹ-силлĕскер çар çыннине аса илтеретчĕ. Трансмиссисен цех начальникĕ ун пирки çапла калатчĕ: “Дисциплинăна пăхăнакан, хушнине яланах вăхăтра пурнăçлакан, сисĕм-туйăмлă, кунти йĕркене пур çĕрте те салтакри пек пурнăçа кĕртекен çамрăк”. ...Владислав Ильин Трак тăрăхĕнчи Сурăмхĕрри Карай ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ачалăхĕ çак ялти ытти ача евĕр, тус-юлташĕсем хушшинче иртнĕ. Карайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн çарта пулнă, салтак тивĕçне туллă-сăртлă Афганистан çĕршывĕнче пурнăçланă. Пирĕн контингента асăннă республикăна кĕртнĕ чухне вĕсен çар подразделенийĕ чи малтанхисенчен пĕри пулнă. Владислав 1979-1981 çулсенче салтак шинельне тăхăннă, разведчик пулнă. Вăл тăшман вăйне вăрттăн тĕпчес çĕре хутшăннă. ...1981 çул. Газни провинцийĕнче тăшманăн хĕç-пăшаллă пысăк караванне тĕп тунăшăн паттăрлăхпа хăюлăхшăн гвардин аслă сержантне В. Ильина Хĕрлĕ Çăлтăр орден парса чыс тунă. Вăл асăннă задание салтакран киле таврăнасси пĕр эрне юлсан пурнăçланă. Паян 17-18 çулсенчи яш-кĕрĕме ăнланма йывăр пулас. Анчах та Владислав Владимирович хăраса тăман, каялла та чакман, çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе паттăррăн пурнăçланă. Мотострелоксен 180-мĕш полкĕнчи салтаксемшĕн ку евĕр заданисем ют пулман, вĕсем яланах малтисен ретĕнче тăнă. Тата халь çеç присяга тытнă, йĕркеллĕ пăшал сасси илтсе те курман яшсене сыхласа-упраса хăвармалла-çке. Салтак шинельне хывсан В. Ильин Шупашкарти “Промтрактор” ОАОра ĕçлеме пуçланă. Çемьеллĕ, ача-пăчаллă, хваттерлĕ пулнă. “Эпĕ хамăн ĕçе юрататăп. Коллектив туслă пирĕн, шанчăклă. Пĕрле вăй хуракансемшĕн нихăçан та пите хĕретмен. Çакăн пек çынсемпе тепĕр хут та разведкăна кайнă пулăттăм”, — тенĕ яланах ĕнерхи паттăр салтак. Анчах... Кун-çулĕ кĕске килчĕ ĕнерхи салтак-интернационалистăн Владислав Ильинăн. Йывăр чире пула вăл пирĕнтен 2016 çулта ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Шел... Унăн çутă сăнарĕ пирĕн чĕресенче вара яланах упранĕ.
Л. Максимов
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)