05 февраля 2019 г.
“Карай ен” ушкăн хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ çĕрте кăтартать. Хальхинче ушкăн членĕсем Именкассинчи Культура çуртĕнче пулчĕç. Пысăках мар йыш хамăр районти ялсенче çеç мар, кỹршĕ районсене те çитсе курать. Акă, пĕр-ик эрне каялла çеç Элĕк районĕнче пултăмăр. Куракансем кашни номерех тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Ку тĕл пулура чăваш тата вырăс юрри-ташши, сăвви-кĕвви янăрарĕ. Шỹтлĕ сценкăсем те чылай пулчĕç. Пирĕн артистсем кашни номере кăтартма куракан умне тĕрлĕрен çи-пуçсемпе тухаççĕ. Çакна куракансем асăрхамасăр юлмарĕç. Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Петров ыр суннă май çапла каларĕ: “Эпир пурте вĕсен пултарулăхĕпе, илемĕпе, йăлтăр кулăллă сăнĕ-пичĕпе, вĕр çĕнĕ те хитре чăваш тумĕ тăхăннă чиперккесен кĕлеткисемпе килентĕмĕр. Куракансем сирĕн концерта татах та курса савăнччăр”.
Г. Егорова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)