31 октября 2018 г.
Пирĕн тăрăхра хастар та пултаруллă халăх ĕçлет, малашлăха шанса пурăнать. Анчах ял çыннине пачах та çăмăл мар. Кашни пурнăçне хăйне май майлаштарма тăрăшать. Тата пурăнакан кашни çын ачисенчен, тăванĕсенчен, кỹршисенчен, ял-йышран ăшă сăмахсем илтме тивĕç. Пурнăçа ăна “паян кун иртрĕ, ыран та иртет” тесе кунлакансем те нумайăн-ха. Хальхи пурнăçпа иртнĕ вун-вун çул каяллахине танлаштарма йывăр, паллах. Ман шутпа, ялта кахал пулма майĕ те çук. Акă илер-ха пĕр урамра пурăнакан Семеновсене. Çак маттур çемьене питĕ лайăх пĕлетĕп. Сăмах май, çитес кунсенче кил хуçи Виталий Семенов черетлĕ юбилейне кĕтсе илет. Виталий Илларионович Çырмапуç ялĕнчи Крылов урамĕнче 1958 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă, кунта çитĕннĕ. Тăван ялăн таса та сĕткенлĕ сывлăшĕпе вăй илсе пĕрремĕш утăмсем тунă. Пĕчĕклех ĕç тĕлне çыпăçнă, шкула чупнă, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хăват пухнă. Çемьере пĕр хĕрпе тăватă ывăл ỹснĕ: Фаина, Витя, Веня, Коля тата Миша. Çак урамра, пилĕк пĕр тăван хушшинче ачалăхĕ, çамрăклăхĕ иртнĕ. Ытти ачасем пекех çунат сарса тăван ял ытамĕнчен, тăван кил ăшшинчен — кам вĕренме, кам ĕçлеме — тухса кайнă. Вăхăт иртсен, тĕрлĕ сăлтавсене пула, хăшĕ-пĕри тăван кил ăшшине — аш-шĕ-амăшĕ патне таврăннă. Вăл шутра — Витя та. 1991 çулта Çирĕклĕ хĕрĕпе — Светлана Александровнăпа иккĕшĕ çемье çавăраççĕ. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтереççĕ, пурне те тивĕçлĕ пĕлỹ парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ. Хĕрĕсем — Лианăпа Аня, ывăлĕ — Сергей — аслă пĕлỹллĕ, пурте ĕçе юратса ỹсрĕç. Хĕрĕсем Шупашкарта банк тытăмĕнче вăй хураççĕ. Сергей кунти пĕр фирмăра тимлет. Кашни çемьере ачасемшĕн атте-анне пурри чăн телей. Тивĕçлĕ пĕлỹ панăшăн çывăх çыннисене чĕререн тав тăваççĕ вĕсем. Ялта кашни çын пĕр-пĕрне лайăх пĕлет. Тата çынна ĕлĕкренех вашават пулнине, ĕçченнине хисеплеççĕ, ырăпа асăнаççĕ. Виталий Илларионович та çак сăмахсене тивĕç. Чăрмавсене, кирек епле йывăрлăха, килĕшменлĕхе аякка сирме тăрăшаççĕ мăшăрĕпе пĕрле. Кашни кун ĕçе кайиччен кил-терĕшри ĕçсене тума пулăшать. Вăл хамăр районти “Чесла” предприятире тимлет. Яш чух тăван “Россия” колхозра водительте ĕçлерĕ. Питĕ тăрăшуллă ĕçчен. Фермăри пухăннă сĕте ир-ирех тĕп хулана машинăпа ăсататчĕ. Ку ĕçре канмалли кунсем те пулман унăн, ялан рейсра пулнă вăл. Юр-варне вăхăтра вырăна çитереймесен тăкакне те тỹсме тивнĕ пулĕччĕ. Тăрăшулăхне кура пĕрре мар тав сăмахне те тивĕçнĕ. Ял-йышпа та, кỹршĕсемпе те, тăванĕсемпе те пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Хуларинчен пĕртте кая мар пурăнаççĕ вĕсем. Пỹртре шывĕ те кранран юхать, хуралтисем те шăн-шăн, карта тулли выльăх-чĕрлĕх сас парать.Çаксем пачах та тăрăшмасăр пулман, нумай вăй хумалла уншăн. Ỹркенмесен, пĕр-пĕрне ăнланса пулăшса пырсан ялта та аван пурăнма май пуррине тахçанах ăнланса илнĕ вĕсем. Пурнăçра мал ĕмĕтпе утаççĕ. Виталий Семенов килте халĕ мăшăрĕпе пурăнать. Кил хуçине ачисем, мăнукĕсем кашни эрнере килсе çỹрени савăнтарать. Ара, ĕç-пуçа пĕрле тăваççĕ-çке. Çитменнине куллен кĕсье телефонĕпе шăнкăравласах тăраççĕ, хаклă çыннисен сывлăхĕпе интересленеççĕ. Нумай кирлĕ-и савăнма. Çитес кунсенче акă кил хуçи Виталий Илларионович уяв кĕрекине ларма хатĕрленет. Çавна май юратнă ашшĕне, кукашшĕне çывăх çыннисем ăшшăн, пур кăмăлтан саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх, пархатарпа телей, ăнăçусем сунаççĕ. Ку сăмахсем çумне эпĕ те хутшăнатăп. Мĕн ĕмĕт-ленни пурнăçланса пытăр, ял-йыш та хисеплетĕр. Ачусемпе, мăнукусемпе савăнса пурăнмалла пултăр. Телей курки тăкăнса тăтăр. М. СИЛЬВЕСТРОВА.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)