Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пĕр Орлова 10 механизаторпа улăштармастăп”

29 октября 2018 г.

"Пĕр Орлова 10 механизаторпа улăштармастăп”

Хăй вăхăтĕнче çак сăмахсене "Россия" колхозăн машинăпа трактор паркĕнче инженерта вăй хунă Константин Семенов ырă та ĕçчен çын — Иван Прокопьевич Орлов тракторист çинчен каланă. Ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ йывăр чире пула чылай çул каялла пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ пулин те, вăл каланă пилĕк сăмах паянхи кунчченех хăшĕ-пĕрисен асăнче. Орлов пек çынсем пирĕн хушăмăрта сахал мар, паллах. Çавăнпа та эпир çакăн пек çынсемпе мухтанма тивĕç. Вăл пĕтĕм пурнăçне ял хуçалăхне аталантарнă çĕре панă — тăван колхозра мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен трактористра тимленĕ: сухаланă, акнă, пухса кĕртнĕ. Иван Орлов (ăна ялта Сар Йăван тесе чĕннĕ) 1941 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăрçă тухнă çул çут тĕнчене килнĕ май, пурте чухларăр пулĕ, пурнăçĕ çăмăл килмен. Виçĕ пĕр тăван ỹснĕ вĕсем: Валькка (1930), Юлькка (1935), Йăван (1941). Вăл Карай шкулĕнче 7 класс пĕтернĕ. Ирех ĕçе хăнăхнăскер, тỹрех аякка кайман. Вăхăт çитсен çара ăсаннă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Служба хыççăн Вăрнар районĕнчи Нурăсри училищĕрен тракториста вĕренсе тухать. 1963 çулта направленипе Иван Прокопьевича Тюмень облаçĕнчи Ярковски районне шурлăх типĕтме яраççĕ. Унта вăл тракторпа вăй хурать.1966 çулта тăван яла таврăнать, колхоз ĕçне кỹлĕнет, каллех “хурçă ут” çине ларать. Ăна ДТ_75М маркăллă трактор шанса параççĕ. Вăхăт иртнĕ çемĕн Кỹлхĕрри хĕрĕпе — Юльккăпа çемье çавăрать. Мăшăрĕ те тăван хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче ĕçлеме тытăнать. Шел те, мăшăрĕ 1993 çулта сарăмсăр пурнăçран уйрăлать. Иван Орлов мĕн пенсие тухичченех трактор рульне пăрахмасть. Хăйĕн вăрăм ĕç стажĕнче çур аки тăвать, акать, кĕрхи çĕртме планне те тултарать. Колхозри сухаçăсен ăмăртăвĕсенче яланах малтисен ретĕнче пулать. Районта ирттернĕ ăмăртусенче пĕрре çеç мар мала тухать. Хаклă парнесемпе Хисеп грамотисем илет. 1970 çулта В.И. Ленин 100 çул тултарнă ятпа ирттернĕ социализмла ăмăртура пысăк ỹсĕмсем тунăшăн "За доблестный труд" медале илме тивĕç пулать. 1973 çулта районта ирттернĕ ăмăртура та унăн кăкăрне "Социализмла ĕç ударникĕ" паллă илем кỹрет. Сумлă çитĕнỹсемшĕн колхоз пуç- лăхĕсем чысланă Грамотăсем те чылай. Пилĕк Карай тăрăхĕнчи çĕрсене çитмен вырăн юлман унăн. Кашни анана пĕлнĕ. "Çур акинче хăйех агрономччĕ вăл. Виçесене пĕлсе лартатчĕ. Тыр-пула акнă чух ялан хĕреслĕ майпа акма тăрăшатчĕ. Çакă шăйрăксем пуласран лайăхчĕ", — ырăпа аса илет ун пирки 80-мĕш çулсенче пĕрле ĕçленĕ мăшăрăм. Вăл тав сăмахне илтме тивĕç, тет. Эпĕ те килĕшетĕп çакăнпа. Вĕсем мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ỹстернĕ: Çемен, Алеша. Çарта службăра пулнă. Иккĕшĕ те ашшĕ пек пултаруллă, ĕçчен. Асли хулара мăшăрĕ-пе пурăнать. Канмалли кунсенче ашшĕне пулăшма яла килеççĕ. Икĕ мăнукĕ те аслашшĕне курма хавас. Кĕçĕн ывăлĕ районти “КЕТРА” кирпĕч заводĕнче водительте тимлет. Ял-йыш, кỹршĕсем вĕсенчен пулăшу ыйтсан яланах пулăшма хатĕр. Иван Орлов — ĕç ветеранĕ те. Тăван килĕнче аппăшĕ, Юлькка та, кил-терĕшре пулăшу кỹрет. Картишĕнче чăх-чĕп чылай. 4-5 çул каялла кăна ĕне-выльăх усрама пăрахрĕç. Пахчара тĕрлĕрен улма-çырла йывăççисем нумай, пахча çимĕç те ытлăн-çитлĕн туса илеççĕ. Кил хуçи çуллахи кунсенче çывăхри пĕвене пулла кайма юратать. Иван Орлов çине пăхатăп та — тĕлĕнетĕп. Ашшĕсĕр ỹснĕ, хуйхă-суйхине, асапне, тертлĕ пурнăçне чылай тỹссе ирттернĕ пулин те, — унра вăй-хал тапса тăрать. Кăмăллă, сăпайлă, çынсемпе тарават, ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнмасть, ялта хисеплĕ ватă. Тата пирĕн "Ял пурнăçĕ" хаçата юратса вулать. "Çын ĕçпе илемлĕ" тени шăпах Иван Прокопьевич çинчен каланăнах туйăнать. М. Романова.

 

 
 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика