Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Cурăмхĕррисем — ял уявĕнче

06 августа 2018 г.

Cурăмхĕррисем — ял уявĕнче

Мĕншĕн-ха тăван ял пурне те илĕртет? Мĕншĕн тесен ачалăха, çамрăклăха çакăнта ирттеретпĕр. Юратнă атте-анне, аппасемпе йăмăксем, пиччесемпе шăллăмсем, çывăх тăвансем юнашар. Хăшĕ-пĕри çуралнă ялта е кỹршĕре, е тата та аякри çĕрте телейне тупать. Çапах та тăван кĕтес пуриншĕн те чи пахи, чи илемли. Вăл вара хăйĕн патнех туртать, пĕр çĕре пĕрлештерет. Уява хатĕрленсе Сурăмхĕррисем чылай ĕç тунă: праçник вырăнне тасатнă, урамсене тирпей-илем кĕртнĕ, юрă-ташă ăстисем валли сцена, спорт вăййисем тата ача-пăча валли ятарлă лапамсем хатĕрленĕ, тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе, хитре хăюсемпе, яла пырса кĕнĕ çĕре ялавсемпе илемлетнĕ. Апат-çимĕç хатĕрлессине те шута илнĕ. Паллах, çак ял пулăшăвĕсĕр пулмасть. Уяв сĕтелĕ те пуян Сурăмхĕррисен. Кам вĕтĕ кукăль, хуплу, ватрушка, пицца, тĕрлĕ салатсем тата тем те пĕр илсе килнĕ. Ялта вара 117 кил шутланать, вĕсен шутĕнче дачниксем — 48-ăн, 201 çын пурăнать. Вĕсенчен 96 — хĕрарăмсем, арçынсем — 105. Уяв, чăн та, калаçнипех пулмасть. Хатĕрленỹ ĕçĕсем кирлĕ. Чылай ĕç тунă вĕсем. Ял-йыш самай вăй хунă. Культура ĕçченĕ Л. Алексеева йĕркеленипе, активистсем пулăшнипе “Эпир вĕсемпе мухтанатпăр” — орденсемпе медальсене тивĕçнисем — В.К. Кириллова (Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденĕ), И.И. Иванов, М.С. Сергеев (Ленин орденĕ), В.В. Ильин (Хĕрлĕ çăлтăр орденĕ), Ю.П. Кириллов (“Хастарлăхшăн” медаль), Г.М. Николаев (“Воину-интернационалисту от благородного Афганского народа” медаль), С.И. Николаев тата Г.И. Николаев (“Участники боевых действий Чеченской Республике” медаль), “Ачалăхăм, ачалăх”, “Эпир пур-ши кунта”, “Ĕçре те канура та яланах пĕрле”, “Пирĕн урам ачисем”, Михаилпа Нина Сергеевсен йăх-несĕл йывăççи, Николаевсен, Сергеевсен, Петровсен, Гордеевсен, Кирилловсен, Абрамовсен, Алексеевсен çемйин йăх-несĕлне уçса паракан ятарлă стендсем йĕркеленĕ. Кунтах — ал ăстисен выставки. И. Кириллова, Н. Алексеева, Л. Алексеева вĕтĕ шăрçасенчен ăсталанă ĕçĕсем. Ача-пăча тата суту-илỹ лапамĕ ĕçлерĕ. 11 сехет иртсен, ял лавк-кине хирĕç лапама ял-йыш, çавăн пекех нумай хăна пуçтарăнчĕç. Унтан ял пуçăнче хăнасене чăвашсен ырă йăлипе — çăкăр-тăварпа, хаваслă юрăпа кĕтсе илчĕç. Пурте пĕрле уяв лапамне çул тытрĕç. Хальхинче те савăнăçлă мероприяти “Асран кайми аки-суки” юрăпа пуçланчĕ. Уява Л. Алексеева культура ĕçченĕ йĕркелесе пычĕ. Чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов сăмах илчĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, пултаруллисене Тав хучĕпе чысларĕ. Малашне те пысăк çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ. Ольга Денисовна Тимофеевăна “Карай ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” паллăпа тата Тав хучĕпе хисеп турĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов та уява пушă алăпа килмен. Малтанах пурне те ăшшăн саламларĕ. Хастарсене — О. Петровăпа И. Кирилловăна ĕçре палăрнăшăн Тав çырăвĕсем пачĕ. Кунта пуçтарăннисене “Караево” ООО ертỹçи Ю. Капитонов та саламларĕ, ĕçре палăрнисене — Е. Егоровăна, Н. Ильинана, Раисăпа Николай Федотовсене Тав хучĕпе чысларĕ. 40 тата 45 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан çемьесене те хисеп турĕç уявра. Вĕсем — Иван Даниловичпа Ольга Денисовна Тимофеевсем, Владимир Даниловичпа Валентина Ивановна Даниловсем, Михаил Пименовичпа (шел, вăл пирĕн хушăра çук) Надежда Андреевна Пименовсем. Вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç Сурăмхĕр-рисем. Юбилярсем — Н. Ильина (45 çул), Ольгăпа Петр Сергеевсем (60), Н. Пименова (65), В. Данилов (70), А. Кирилловăпа М. Колбасова (85), А. Чернова (90) тата ялти чи ватти — Евдокия Петрова тата 4 уйăхри Даша парнесĕр юлмарĕç. Г. Платонова ХФХ ятĕнчен В. Степановăпа В. Абрамова сĕт паракансене — пурĕ 21 çын — Тав хучĕсемпе парнесем пачĕç. Пурин валли те юрă саламĕ янăрарĕ. Уяв чылая пычĕ. Сцена çинчен унăн илемне “Карай ен”, “Надежда” ташă ушкăнĕ, пĕчĕккисем хăйсен ташшипе, Л. Сергеева (хĕр чухнехи хушамачĕ), В. Кириллов, А. Алексеев, Пикшикри Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрсен ушкăнĕ пуянлатрĕç. Сурăмхĕррисем пурне те шỹрпепе тата компотпа, кваспа тĕрлĕ салатсемпе хăналарĕç. Апат ăстисем — О. Николаева, М. Антонова, С. Трофимова шỹрпене пурне те кăмăла каймалла тутлă пĕçернĕ. Спортпа та туслă Сурăмхĕррисем. Волейболла тата ытти вăйăсене вылярĕç. Уявра эпĕ те чылай ентешпе курса чун килениччен калаçрăм. Çапла, ял уявĕнче пурте пĕрле пур кăмăлтан савăнчĕç Сурăмхĕррисем.

М. Романова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика