21 мая 2018 г.
Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче райадминистрацин ЗАГС пайĕнче Платонов мăшăрсене — Дмитрий Федоровичпа Любовь Юрьевнăна — кĕмĕл туй ячĕпе саламланă. Д. Платонов — Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Ю. Платонова — вырăнти кану çурчĕн культорганизаторĕ. Чĕрĕк ĕмĕр каялла Платоновсем пĕр-пĕрне ахаль икĕ сăмах каланă: “Яланлăхах юрататăп”. Шăпах паян кунчченех пĕр-пĕрне пулăшса, ки-лĕштерсе, шанса, ĕненсе, йывăрлăхсене пайламасăр пурăнаççĕ вĕсем. Хăтлă çурт çĕклесе лартнă. Платоновсем иртнине аса илчĕç. 25 çул каялла, юратупа тулнă икĕ чĕре, Карайри Культура çуртне пынă. Савăнăçлă лару-тăрура регистрациленĕ çамрăксене. Савăк туй кĕрленĕ.Çак тапхăрта темĕн те пулнă, анчах ырри, лайăххи нумайрах, ачасем пурри вара чăн телей. Вĕсем Платоновсен виççĕ: Алиса, Светлана тата Федор. Çав кун йăлана кĕнĕ йĕркепе Платоновсен кĕмĕл туйне регистрацилерĕç, мăшăр кĕмĕл çĕрĕсемпе ылмашăнчĕ. Платоновсене уяв ячĕ-пе райадминистраци пуçлăхĕ А. Кузнецов саламларĕ, асăнмалăх парне пачĕ. Саламсем çумне Дмитрий Федоровичăн ĕçтешĕсем — ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ачисемпе тăванĕсем пĕр-лешрĕç. Кĕмĕл уяв ячĕпе “Карай ен” фольклор ушкăн савăк юрăсем парнелерĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)