Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультура учителĕ — спорт мастерĕ

21 мая 2018 г.

Физкультура учителĕ — спорт мастерĕ

Пĕр енче çуралса ỹснĕ çынпа çын тĕл пулсан-курнăçсан сăмахламасăр иртсе каймасть, иртнине аса илет-тишкерет, пĕр-пĕринчен хальхи ĕç-пуç пирки ыйтса пĕлет. Курнăçу пĕр-пĕрне тахçанах пĕлнĕ çынпа пулсан пушшех те. Иртнĕ кунсенче Красноармейскинче Супар шкулĕнче манран пĕр çул маларах вĕреннĕ Вера Юрьевнăна тĕл пултăм. Супар шкулĕнчен тухса кайнă хыççăн иксĕмĕрĕн çулсем тĕрлĕ еннелле кайрĕç. Унтанпа вара вăхăчĕ самаях иртрĕ. Çуркуннехи савăк çанталăкпа киленсе чылайччен сăмахларăмăр. Тĕл пулу В.Ю. Петрова-Иванова Вăрманкас Алманч ялĕнче 1963 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Кунти Майская урамри 2-мĕш çурт, хăй вăхăтĕнче кирпĕчрен купаланăскер, паян кун та шăн! шăн! ларать. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче хĕр-тусăм ватă çынсен ретне тăнă, патшалăх пенсийĕ илсе тăма пуçланă. Калаçура Вера Юрьевна ашшĕпе-амăшне ăш пиллĕн аса илчĕ. Ашшĕ, Юрий Петрович, 1935 çулта çуралнăскер, ĕмĕрне "Гигант" хуçалăх бригадирĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Хуçалăх саланса кайнă хыççăн кил хуçи арçынĕ районти хатĕрлев кантурĕн агентĕнче тăрăшнă. Амăшĕ, Ирина Григорьевна, 1937 çулта çĕр çине килнĕ. Сăмах амăшĕ çине çитсен Вера Юрьевнăн куçĕсем шывланчĕç. Ку ахальтен мар. Юрий Петровичпа Ирина Григорьевна 1960 çулта çемье чăмăртаççĕ. Мăшăрне икĕ ывăлпа пĕр хĕр парнелет кил хуçи хĕрарăмĕ. Ирина Григорьевна чукун çул çинче стрелочницăра ĕçленĕ. Анчах хăйĕн кун-çулĕ питех те кĕске килет унăн: йывăр чире пула 33 çултах çĕре кĕрет вăл. Ун чухне кĕçĕнни, Саша, ултă çулта çеç пулнă-çке. Виçĕ ачине пĕчченех ура çине тăратнă Юрий Петрович. Каярах, аслă ывăлĕ килтен тухса кайсан, 1980 çулта, Надежда Федотовăпа пĕрлешнĕ вăл. Çапах та паян кунчченех ама çури амăшне "анне" тесе чĕнеççĕ Петровсен ачисем. Шел, Ю. Петров 75 çула çитсен çĕре кĕнĕ. Ачалăх Ачалăхĕ çăмăлах килмен пулин те, çав тапхăра çемçен аса илет Вера Юрьевна. Шкул çулне çитсен Супар шкулĕн сукмакне такăрлама пуçланă вăл. Вăрманкас Алманч хĕрĕ уйрăмах физкультура урокĕсене килĕштернĕ. И. Павлов физрук ирттернĕ занятисене тулли кăмăлпа çỹренĕ вăл. Уйрăмах ăна йĕлтĕр спорчĕ кăмăла кайнă. Шкулта йĕркелекен ăмăртусенче тантăшĕсене чылай кая хăварнă вăл. Ахальтен мар Верăна шкул чысне хỹтĕлеме район шайĕнчи ăмăртусене явăçтарнă. Вĕсенче япăх мар кăтартусемпе палăрнă. Çав тапхăрта кирек епле çанталăкра та ăмăртусене тухса çỹренисене, вăл тапхăрти шкулти спортсменсем пирки чылай хушă каласа пама пултарать. Килте пĕртен-пĕр хĕр пулнă май хĕрарăм ĕçне те пурнăçлама тивнĕ. Апла пулин те шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Çу кунĕсенче ял ачисемпе пĕрле бригада ĕçне хутшăннă. Касăллă культурăсен лаптăкĕсем çинче çум çумланă, кĕр енне йĕтем çинче ĕçленĕ, хăйсен çемйине çирĕплетсе панă хăмлана татма тухнă. Шкул çулĕсем Çапла вăхăт малалла шунă. Кĕçех В. Петрова Супар шкулне вĕренсе пĕтерни çинчен калакан свидетельство алла илет. Хăйсен ялĕнчи Лилия Васильева, Ира Александрова сĕннипе тата хистенипе вăл Красноармейски вăтам шкулне çỹреме пуçлать. Ку вăхăтра Вăрманкас Алманчран райцентрти тĕп шкулăн аслă класĕсенче темиçе хĕрпе каччă пĕлỹ пухнă та ĕнтĕ. Хĕрĕн çамрăк пурнăçĕнчи кун-çулĕн тепĕр пайĕ пуçланать. Унтанпа вăхăчĕ самаях иртрĕ пулин те, Вера Юрьевна шкул директорне, биологипе вĕрентнĕ Е. Лемма, вырăс чĕлхипе пĕлỹ панă М. Григорьевăна, В. Спасова физика, М. Прохоров историке, ыттисене манаймасть. Паллах, асăннă шкулта та Вăрманкас Алманч хĕрĕ физкультура урокĕсене тулли кăмăлпа çỹрет. В. Гордеев, Борис Ефимович физруксен кăтартăвĕсене тĕплĕн пурнăçлать. Райцентрта общежитире пурăннă, вĕренме те, кружоксене çỹреме те условисем çителĕклĕ пулнă. Акă, алăра аттестат. Ăçта каймалла? Хĕрĕн И. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ют çĕршыв чĕлхисен факультетне кайма кăмăлĕ пулнă. Супарта та, Красноармейскинче те çак предметпа питех те аван вĕреннĕ вăл. Анчах кайран шухăшĕсем улшăннă. Вăл Шупашкарти агрегат завочĕпе юнашар 8 №-лĕ профтехучилищĕне "савăт-сапан эмалировщикĕ" профессие вĕренме кĕрет. Тỹрех спорт секцине çырăнать. "Теннис мана валли мар, пĕр вырăнта тăмалла, йĕлтĕрпе чупса ывăннă, велосипед секцине çырăнтăм",_ тет паян Вера Юрьевна. Çакăн хыççăн пур енлĕн тренировкăсене çỹреме пуçлать. Ю. Амелин тренер патĕнче хăйĕн мĕн пур ăсталăхне кăтартать Вăрманкас Алманч хĕрĕ. Шел, кăçалхи августра 80 çул тултармаллаччĕ паллă тренерăн. Сарăмсăр вилĕм ăна пирĕнтен вăхăтсăр уйăрса кайрĕ. Пĕр хутчен çеç мар тĕрлĕ сборсенче пулать В. Петрова. Узбекистанра, Кисловодскинче, ытти вырăнсенче ирттернĕ вăхăтсене манаймасть вăл. 1983 çулта Узбекистанри Курган-Тюбе хулинчи велосипед спорчĕпе иртнĕ пĕр пысăк ăмăртура командăпа ăмăртса (4 çын) "СССР спорт мастерĕ" ята тивĕçет ентешĕм. Училищĕрен алла тивĕçлĕ документ илсе тухсан Вера Юрьевна "Чувашкабель" завода ĕçе вырнаçать. Çав-çавах тренировкăсене çỹреме пăрахмасть. Юрий Матвеевич патĕнче 1980-1983 çулсенче ăсталăхне туптать вăл. И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн физвоспитани кафедрин заведующийĕ В. Краснов тренер В. Петровăна хăйсем патне пыма темиçе хут та чĕннĕ. Студент тапхăрĕ 1983 çулта В. Петрова И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн хатĕрленỹ курсне вĕренме кĕрет. Тепĕр çулталăкран вара асăннă аслă шкулăн физвоспитани факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. Тата икĕ çул хушши хăй кăмăлланă велосипед спорчĕпе тренировкăсене çỹрет. Аслă шкулти Искра Ильиничнăн (ишессипе), Юрий Ивановичăн (гимнастикăпа), Юрий Трофимовичăн (йĕлтĕрпе), Валерий Ефимовичăн (биатлон) занятийĕсене ăшшăн аса илет вăл. Тăватă çул хушшинче кунта ирттернĕ хавас вăхăтсем пачах та асран тухмаççĕ. Иккĕмĕш курс хыççăн хĕрсемпе пĕрле Аçтăрхан облаçне помидор пухма кайнă, студентсен "Волгарь" строительство отрячĕпе Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс, Çавалкасси ялĕсенче çĕнĕ фермăсем çĕклеме пулăшнă. Тупнă телей Алла физкультура учителĕн дипломне илсен 1988 çулта Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин направленийĕпе В. Петрова Трак тăрăхне таврăнать. Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн специалисчĕсем ăна Упи шкулне кайма сĕнеççĕ, анчах кунта тивĕçлĕ вырăн пулмасть. Вара ентешĕм Карай шкулне çул тытать. Хаваспах йышăнаççĕ ăна кунта. Вăл тапхăрта коллектива П. Васильев ертсе пынă. Петр Васильевичăн ырă та паха енĕсене паян кун та манаймасть Вера Юрьевна. Кĕске вăхăтрах педагогсен, вĕренекенсен коллективĕсемпе пĕр чĕлхе тупать вăл. Кăçал вара шăпах вăтăр çул çитет Карай шкулне пырса кĕни Вăрманкас Алманч хĕрĕн. Çак хушăра аса илмелли вара сахал мар. Район, республика шайĕнче йĕркеленĕ вун-вун спорт мероприятийĕсене, ăмăртусене хутшăннă, çамрăк армеецсен "Зарницăпа" "Орленок" вăййисенче тупăшнă, туристсен слечĕсенче тар тăкнă. Халĕ шкул коллективне ертсе пыракан Р. Малинина пирки те ăшă сăмахсем тупăнаççĕ унăн. Хăйĕн вĕренекенĕсем пирки те чылай чарăнса тăчĕ пĕлĕшĕм. Акă, Кристина Федорова, Алексей Григорьев, Света Григорьева, Валерий Григорьев республикăри олимп резервĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Артур Пименов вара хăвăрт утассипе Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Çакăнта А. Григорьев тренерăн тивĕçĕ пуррине те палăртать Вера Юрьевна. — Шкулта вĕренекенсен хисепĕ чакни çеç канăçсăрлантарать мана, — тет вăл. — Эпĕ кунта ĕçлеме пуçланă вăхăтра Карай шкулĕ вăтам статуслăччĕ, 100 ытла ача вĕренетчĕ. Паян вара 41 ача пĕлỹ илет, ача сачĕн ушкăнне тата 20 пепке çỹрет. Вĕсене 12 педагог пĕлỹ парать. Çемьеллĕ пурнăç 1989 çулта Çырмапуç Карай каччипе Вениамин Ивановпа çемье çавăрнă вăл. Кирек епле ĕç патне те алли ларать мăшăрĕн. Паянхи кун Вениамин Геннадьевич хресченпе фермер хуçалăхĕнче тăрăшать, халăхран пухнă сĕте турттарать. Ывăлпа икĕ хĕр Ивановсен. Шкул сакки çинче ларнă чухнех амăшĕ евĕр йĕлтĕр спортне кăмăлланă вĕсем. Асли _ Гена. Çар службине Хабаровск крайĕнче ирттернĕ. Токаре вĕренсе тухнă. Халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать. Ирина — аслă пĕлỹллĕ. Çемьеллĕ. Мăшăрĕ, Сергей, "Мостоотряд" организацире прорабра тăрăшать. Вĕсен икĕ ача: Соньăпа Полина. Кĕçĕнни, Кэтлин, Шупашкарти апатланупа технологи колледжĕнче вĕренет. Хăйсен вăйĕпе çĕклесе лартнă хăтлă кирпĕч çуртра пурăнаççĕ Ивановсем. Çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Кунтах Вера Юрьевнăн хунямăшĕ — 84 çулти Зоя Федоровна хăтлăх тупнă. Мăшăрне çамрăклах çухатнă вăл. Икĕ ывăл ỹстернĕ. Кĕçĕнни, Юрий, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Кун-çулне тăван хуçалăха панă ĕç ветеранĕ. Фермăра тар тăкнă, лашасем пăхнă. Шел, ватлăхра чир-чĕрĕ самаях пăркăчлать ăна. Ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем яланах алă тăсса параççĕ ватăна. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ Ивановсем. Сăвакан виçĕ ĕне пур, ытлашши сĕте патшалăха параççĕ. Чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ. Çавăнпа ашĕ-пăшĕ, сĕчĕ-çăвĕ сĕтел çинчен татăлмасть. Манпа сăмахланă май Вера Юрьевнăн пиччĕшĕпе шăллĕ пирки те ăшă сăмахсем тупăнчĕç. Владислав кун-çулĕн пысăк пайне Мурманскра пулă тытакан карап çинче ирттернĕ. "Ĕлĕкрех киле посылки-посылкипе хаклă та тутлă пулă ярса паратчĕ пиччем", — тет вăл. Çав тытăмра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă В. Петров. Халĕ Архангельск хулинче пурăнать. Хăйĕн ĕçне пуçарса янă, холодильниксем юсассипе тăрăшать. Мăшăрĕ, Оля, бухгалтер, банк тытăмĕнче тăрăшнă, тивĕçлĕ канура. Катя хĕрĕ пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă. Саша шăллĕ, мăшăрĕпе Зойăпа, вăл сиплев ĕçĕнче вăй хунă, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Кил хуçи арçынĕ ăста столяр-строитель. ...Паян Вăрманкасри Петровсен килĕнче ама çури амăшĕ Надежда Федотова пĕчченех пурăнать. Ачисем — аякри Владислав, Верăпа Саша Çимĕкре, пушă вăхăт пулсан тăван яла килсе каяççĕ, хаклă çыннисен вил тăприйĕсем çинче пулма тăрăшаççĕ. Çавăн пек çын вăл Вера Юрьевна Иванова, СССР спорт мастерĕ, Карай шкулĕн физкультура учителĕ.

Т. Борисова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика