Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçченĕн кунĕ

23 марта 2018 г.

Культура ĕçченĕн кунĕ

Çулленех пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Культура ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Ăна Раççей Президенчĕн В. Путинăн 2007 çулхи августăн 27-мĕшĕнчи 1111 №-лĕ Указĕпе çирĕплетнĕ. Уявăн пуçаруçи — Раççейĕн ун чухнехи культура министрĕ А. Соколов. Кăçал эпир ăна вун пĕрмĕш хут паллă тăватпăр. Унăн тĕллевĕ — пĕтĕм наци пуянлăхне чĕртсе тăратма, çĕршывăн культура пуянлăхне сыхласа хăварма тата ỹстерме тỹпе хывакан культура ĕçченĕсен калама çук пысăк ĕçне палăртасси. Праçникре музейсен, вулавăшсен, зоопарксен, театрсен, цирксен, концерт, музыкăпа ташă коллективĕсен, культурăпа кану, кинематографи организацийĕсен, халăх пултарулăх çурчĕсен, культурăпа кану паркĕсен ĕçченĕсем çавра сĕтел хушшине лараççĕ. Трак енри культура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне еплерех кĕтсе илеççĕ-ха? Праçник умĕн райхаçат журналисчĕ Ю. Борисов район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн ертỹçипе Р. Осиповăпа тĕл пулнă. Акă мĕн каласа панă Рена Михайловна: — Ман шутпа, культура ĕçченĕн кунĕ ку тытăмра вăй хуракансен çеç мар, юрра-ташша кăмăллакан мĕн пур хастарăн уявĕ тесе каланă пулăттăм эпĕ, — тенĕ Рена Михайловна. — Паянхи вăхăт вара клубпа кану учрежденийĕн специалистĕнчен пысăк профессионализм, кăткăс ыйтусене витĕр курма тата вăхăтра татса пама, хăй тавра пĕр шухăшлисене, пĕр актива пухма пĕлнине ыйтать. Экономикăри хальхи йывăрлăхсем пирĕн тытăм çине те витĕмлĕ йĕр хăвараççĕ, анчах эпир çакна пăхмасăр, темĕнле йывăр пулсан та, малаллах утма тăрăшатпăр — юрлатпăр, ташлатпăр, тĕрлĕрен ăмăртусем йĕркелетпĕр, календарьте палăртнă уявсене пĕрле паллă тăватпăр, пултарулăх коллективĕсемпе аякка тухса çỹретпĕр. Паян Трак енре культурăн виçĕ учрежденийĕ пур: централизациленĕ библиотека тытăмĕ 15 вулавăшпа 3 музее (кунсăр пуçне шкулсенче 10 музейпе этнографин 9 пỹлĕмĕ пур), централизациленĕ клуб тытăмĕ вара 21 клубпа кану объектне тата тулли мар яваплă “Чулхула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн пуçламăш профсоюз организацийĕн Заволжски клубне пĕрлештерет. Иртсе кайнă çул культура тытăмĕнче, штатлă расписанипе килĕшỹллĕн, 50,75 штатлă единица (вулавăш тытăмĕнче — 18,5, клубпа кану тытăмĕнче 29,25, райадминистрацин социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕнче 3-ĕн) ĕçчен вăй хунă. Ку, малтанхи çулхипе танлаштарсан, 12,95 штатлă единица пĕчĕкрех. Пирĕн ĕçченсенчен 22-шĕн (34,6%) профессиллĕ аслă пĕлỹ (вулавăш тытăмĕнче — 11 (38%), культурăра — 11 (34,4%), ятарлă вăтам пĕлỹ 27-ĕн (42,4%) (вулавăш тытăмĕнче — 12 (41%), культурăра — 15 (46,9%) пур, ятарлă професси çук ĕçченсем 32,8 процент. Паян фестиваль-конкурссем йĕркелени творчество процесне аталантарнă çĕрте хавхалантарăвăн тĕп сăлтавĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсем театрпа музыка искусствине халăх хушшинче сарма, творчество вăйĕсене пĕрлештерме май параççĕ. Иртнĕ çул эпир 3 пин ытла культурăллă-массăллă мероприяти ирттернĕ, вĕсенчен 791-шĕ — тỹлевлĕ никĕс çинче (2016 çулта — 759). Вĕсене 25928 çын хутшăннă. Ирттернĕ мĕн пур мероприятисенчен 30 процентне çамрăксем валли йĕркеленĕ. Пĕлтĕр календарьте палăртнă вăл е ку уява савăнăçлăн ирттерме тăрăшнă. Çăварни, Аслă Çĕнтерỹ, Акатуй, Ял ĕçченĕсен уявĕсене вун-вун çын пырса курнă. Ял уявĕсене çеç 65 çĕрте йĕркеленĕ. Трак енре çуралса ỹснĕ паллă çынсен, предприятисемпе организацисен юбилейлă датисене халалласа савăк каçсем ирттернĕ. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, тăлăх салтак арăмĕсене, ĕç ветеранĕсене, инвалидсене килĕсене кайса саламланă. Раççей Федерацийĕнче Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа 187 мероприяти ирттернĕ. Асăннă çулталăкăн пĕтĕмлетỹллĕ мероприятийĕнче районти “Кăтартуллă культурăпа кану учрежденийĕ” конкурсра 1-мĕш степеньлĕ Диплома — Кĕçĕн Шетмĕри, 2-мĕшлине — Чатукассинчи, 3-мĕшлине Карайри кану центрĕсем тивĕçнĕ. Кунпа пĕрлех Кĕçĕн Шетмĕсем “Лучшее новогоднее представление для молодежи” ятлă республикăри конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Халĕ Трак енри клубсем çумĕнчи 148 пĕрлешỹре 1737 çын хăйсен ăсталăхне туптать. Ку вăл хамăр тăрăхра пурăнакансен 1,3 проценчĕ пулать. Шел те, иртнĕ çулхипе танлаштарсан тата 12 клуб пĕрлешĕвĕ (156 çын чакнă) пĕчĕкленнĕ. Пĕтĕм пĕрлешỹсенчен 92-че (2016 — 98) юрра-ташша, артист вăрттăнлăхĕсене вĕренеççĕ, вĕсене 1097 çын çỹрет. Пултарулăх коллективĕсенчен 9-шĕ “халăх” ята тивĕçнĕ, вĕсене 568 çын (32,7 проц.) çỹрет. Халăх коллективĕсем культура пурнăçĕнче вăхăт таппинчен юлмаççĕ, тăтăшах Раççей тата республика шайĕнчи мероприятисене хутшăнаççĕ. Кашни коллективах Трак енре çеç мар, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Иртнĕ çул творчество коллективĕсем Пĕтĕм Раççейри тата регионсем хушшинчи 15, республикăри 23 конкурссемпе фестивальсене хутшăннă, призлă 45 вырăн йышăннă. Çак тапхăрта халăх пултарулăхĕн район шайĕнчи тĕрлĕ жанрлă 14 смотр-конкурс йĕркеленĕ. Юлашки çулсенче кружоксемпе пĕрлешỹсене çỹрекенсен сцена çине тухма костюмсене çĕнетеççĕ. Акă, вĕсем хăйсен шучĕпе çĕнĕ 45 костюм çĕлетме пултарнă. Çăварни уявĕнче Кĕçĕн Шетмĕри, Чатукассинчи, Карайри, Пикшикри, Мăн Шетмĕри кану центрĕсен артисчĕсем çине пăхма епле кăмăллă пулчĕ. Трак тăрăхĕнче пурăнакансем вулавăшсене те çỹреме кăмăллаççĕ. Пĕлтĕр, авă, библиотека çăмăллăхĕсемпе 8806 çын, вĕсенчен 14 çула çитичченхи ачасем — 3046, 15-30 çулсенчи яш-кĕрĕм — 2464, усă курнă. Библиотека специалисчĕсем инфомаципе пĕлỹ енлĕ вун-вун мероприяти йĕркеленĕ. Районти тĕп вулавăш çумĕнчи “Тимлĕх” клуб пирки лайăххине нумай калама пулать. Пирĕн районта 3 музей (вĕсенче 2,5 штатлă единица) хăйсен ĕçне туллин туса пырать. Районти историпе краеведени халăх музейĕ Именкассинчи шкула куçса кайрĕ. Паянхи куна тĕп фондăн япалисен хисепĕ 4207-пе танлашать, вăл шутра живопись — 251, графика — 140, скульптура — 6, документсемпе сайра тĕл пулакан кĕнекесем — 358 экземпляр. Музей ĕçченĕсем çулталăк хушшинче хăйсен фондĕнчи экспонатсенчен 4, Чăваш наци музейĕн фончĕн япалисене усă курса куçса çỹрекен выставкăсем 6, стационарлă мар выставкăсем 7, çавăн пекех культурăллă-массăллă мероприятисем ирттернĕ чухне 6 курав йĕркеленĕ. Район территорийĕнче пĕтĕмпе культура пуянлăхĕн 10 объекчĕ, вĕсенчен 9-шĕ — археологи пĕлтерĕшлĕ, тепри — 1921 çулхи январьте чаппан вăрçи вăхăтĕнче вĕлернĕ Г. Степанов коммунистăн палăкĕ. Кунпа пĕрлех пирĕн территорире 1990 çул хыççăн туса хунă православин 5 чиркỹ прихучĕ. Халĕ тата икĕ чиркỹ çĕкленет: Красноармейски тата Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕсенче. “Ладушки”, “Шетмĕпе Çавал кĕввисем”, районти Акатуя, Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне пĕтĕмлетнĕ чухне мониторинг ирттернĕ. Унта 1340 çын хутшăннă. Ыйтăм çакна кăтартса панă: районта йĕркелекен мероприятисен пахалăхĕпе куракансен 84 проценчĕ кăмăллă, 13 процентне кăмăла каять, 3 проценчĕ мероприятисене (Акатуй) çĕнĕ формăсем кĕртме сĕнет. Иртнĕ çул культура сферине аталантарма 18988,7 пин тенкĕ (культурăна — 14249,3 пин, библиотека тытăмне — 4739,4 пин), вăл шутра федераци бюджетĕнчен 1775,4 пин, республикăринчен — 522,1 пин, район бюджетĕнчен 13632,4 пин тенкĕ, тĕрлĕ çăл куçсенчен 430,5 пин тенкĕ уйăрнă. Культура çурчĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес тĕлĕшпе малалла ĕçлетпĕр. Иртнĕ çул Шывпуçĕнчи кану центрне юсама 1517,05 пин тенкĕ тăкакланă, районти культура çурчĕ валли 516,6 пин тенкĕлĕх çутăпа сасă оборудованийĕ туяннă. Клубсемпе кану центрĕсем тỹлевлĕ мероприятисем ирттерсе хăйсем 430,5 пин тенкĕ ĕçлесе илме пултарнă. Кăçал, Ырă тăвакансен çулталăкĕнче, пирĕн умра татах та пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Наци культурине сыхласа хăварас тата малалла аталантарас, ĕç çыннисен пур енлĕ канăвне йĕркелес тĕлĕшпе туллин ĕçлемелле. “Культурăпа туризма аталантарас”, “Физкультурăпа спорта аталантарас” муниципаллă программăсене пурнăçа кĕртессишĕн çине тăмалла. 2018 çулта чăваш халăхне çутта кăларакан И. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Иван Яковлевич тăван халăхăмăршăн тунă пархатарлă ĕçсем иксĕлми. Эппин, вырăнсенче чăваш Улăпне халалланă мероприятисем иртмеллех. Кăçал Республика кунне Трак ен те йышăнĕ. Эпир çав тери пысăк мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттересшĕн, çапла пултăр тесе тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме палăртатпăр.

 

 
 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика