20 марта 2018 г.
(Кỹлхĕрри Карай ялĕнче пурăннă Виталий Николаевич Платонов çĕре кĕнĕренпе 40 кун çитнĕ май)
Пурнăç кустăрми кăлтăртатса малалла çаврăнать. Пурăннă чухне кашниех ыранхи ĕмĕтпе çунатланса, çут çанталăк илемĕпе киленсе, тунă çитĕнỹсемпе савăнса утăмлать. Шел, хăрушă вилĕм хĕçĕ çывăх тус-юлташăмăра — Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Карай ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинне, В.Н. Платонов ячĕллĕ ХФХ тата “Караевский” ПЯХК ертỹçине, ĕç ветеранне Виталий Николаевич Платонова ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйăрса илсе кайрĕ. Унăн пурнăç урапи кĕтмен çĕртен çаврăнма чарăнчĕ. ...В.Н. Платонов 1955 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Кỹлхĕрри ялĕнче кун çути курнă. Карайри вăтам шкула питĕ лайăх паллăсемпе пĕтерет, икĕ çул Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа хĕсметре пулать. Унăн ĕç биографийĕ груз турттармалли кустăрмаллă ГАЗ-53 автомашина водителĕнчен пуçăнать. Ку хушăрах кỹртĕм майпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренет, алла автомеханик дипломне илет. Ĕçчен те тимлĕ çамрăка çак тăрăхра пурăнакансем те асăрхаççĕ — 1991 çулта “Россия” хуçалăха ертсе пыма шанаççĕ. Ертỹçĕ тилхепине 19 çул çирĕп те ăнăçлă тытса пычĕ: хуçалăх районта çеç мар, республикăра та лайăххисен йышĕнче пулнă. Сĕт сăвас, аш-какай туса илес енĕпе уйрăмах лайăх кăтартусемпе палăрнă. “Караево” ЯХПК миллионер-хуçалăхсен йышĕнче те пулнă. Пысăк тухăçлă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсемпе “иккĕмĕш çăкăр” туса илсе, Карайсем хавхалантару мелĕпе тỹлевсĕр трактор та илме тивĕçнĕ. Виталий Николаевич — çивĕч ăс-тăнлă, пуян тавракурăмлă, ырă кăмăллă çынччĕ. Акă епле аса илет 14 çул тĕп бухгалтерта ĕçленĕ Г.Ф. Петрова: “Эпĕ хама çавнашкал пултаруллă та пуçаруллă, ăслă ертỹçĕпе ĕçлеме тỹр килнишĕн телейлĕ тесе шутлатăп. Эрех-сăра ĕçмен çынпа ялан пĕр-пĕрне ăнланса, килĕшỹре вăй хураттăмăр. Хуçалăх аван ĕçлесе пынăранах районта малтисен йышĕнче ялсене газ пăрăхĕсем туртма пултартăмăр, кашни ялах асфальт çулпа çыхăнтартăмăр, тĕп усадьбăран район центрне те яп-яка та тикĕс çул уçăлчĕ. Сĕт-çу комплексне те çĕнетсе йĕркеллĕ ĕçлеттерсе ятăмăр. Пур ĕçре те Виталий Николаевичăн тăрăшулăхĕпе тỹпи пысăкчĕ. Ĕçлекен халăх лайăх пурăнтăр тесе тимлетчĕ. Çамрăксене питĕ пулăшатчĕ: çурт-йĕр тума та, хăшĕсене — тỹрĕ çул çине тăма та. Нумай каччăшăн вăл ашшĕ вырăнĕнчех пулнă”. Вăл пĕр тапхăр район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăх пайĕн начальникĕ те пулчĕ. Ĕçне кура — хисепĕ, теççĕ. В.Н. Платонова тăрăшуллă ĕçшĕн “Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Юлашки 10 çула яхăн хресчен фермер хуçалăхне ăнăçлă ертсе пычĕ, халăхран сĕт пухрĕ. Çынсене ял хуçалăхĕнче усă курмалли таварпа, апат-çимĕçпе, çемçе те кăпăшка çăкăрпа тивĕçтерессишĕн ырми-канми тăрăшатчĕ. Çавăн пекех Карайри тĕп пĕлỹ паракан шкул столовăйне, ваттисен çуртĕнче пурăнакансем валли вăхăтра апат-çимĕç кỹрсе килетчĕ. Ыйтсан, яланах пулăшма хатĕр пулнă Виталий Николаевич. Тăван шкула вара уйрăмах. Нумай хутчен спонсор пулăшăвĕ те кỹнĕ, шкул алăкĕсем ан хупăнччăр тесе тимлекенсенчен пĕриччĕ вăл. Виталий Николаевич сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пурăнакан , спортпа çав тери туслă чăваш арĕччĕ. Нумай çул хушши шкул ачисемпе ирĕклĕ майпа кĕрешессипе самбо секцийĕсене ертсе пычĕ. Районтан кăна мар, республикăран та çитĕнỹсемпе таврăнатчĕç. Ачасене хăйĕн автомашинипе турттаратчĕ. Шкулăн шанчăклă тусĕ пулнă вăл. Виталий Николаевич мăшăрĕпе — Галина Геннадьевнăпа пĕчĕк йĕкĕреш хĕр пĕрчисене усрава илсе, тĕрĕс воспитани парса, пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Вĕсем халĕ Шупашкарти аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухаççĕ. Кăçал хĕрĕсем алла диплом илнине те кĕтсе илеймерĕ Виталий Николаевич. Вĕсемпе савăнса пурăнмаллаччĕ. Ирина хĕрĕ мăнук та парнеленĕччĕ, ăна утьăкка сиктермеллеччĕ. Çут çанталăкпа киленме, пурнăçа юрататчĕ. Шел, Виталий Николаевич пирки иртнĕ вăхăтра çырма питĕ йывăр. Çук, вăхăчĕ, пурнăç йĕрки пит шелсĕр-çке. 40 кун пирĕн хушăра çук ĕнтĕ вăл, тек пулаймĕ те. Унăн савăк кулли никама та ăшăтаймĕ. Упраймарăмăр. Питех те шел... Ыр çын вилет — ят юлать. Виталий Николаевичăн ырă ĕçĕсем те тăван тăрăх çыннисенче ĕмĕрлĕхех асра юлĕç, унăн çутă сăнарĕ пирĕн чун-чĕресенче яланлăхах упранĕ. Нумай ĕçлерĕн, халь, ак, эс лăпкă çывăр, Йывăр тăпру сан çăмăл пултăр. Пире ан асăн, ан йыхăр нихăçан, Çут сăнару, ыр кăмăлу тухаймĕ асăмран.
Юлташĕсен ушкăнĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)