30 декабря 2016 г.
Ĕнер Çĕньял Карайри Первомайски урамĕнчи çĕнĕ çула савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков, Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов, “Воддорстрой-Красноармейское” ООО представителĕсем О. Елисеевпа Ю. Егоров, ялта пурăнакансем хутшăнчĕç. Çула “Воддорстрой-Красноармейское” подрядлă организаци тунă. Ун тăршшĕ — 905 метр. “Ялта çĕнĕ çул туни — пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял çыннисемшĕн пысăк савăнăç ку”, — терĕ хăйĕн сăмахĕнче Сергей Львович. Вăл подрядчике район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Ял çыннисем çĕнĕ çулшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Правительствине тав сăмахĕсем каларĕç. Уява Карайри кану центрĕнче ĕçлекенсем илем кĕртрĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)