Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кỹлхĕррисем — ял уявĕнче

17 июня 2016 г.

Кỹлхĕрри Карайсем канмалли кунсенчен пĕринче райпо лавкки çывăхĕнчи лапамра ял уявне йĕркелерĕç. Ăна хатĕрленсе ирттерме ял старости Ю. Федоров, В. Куприянов, Г. Егорова, Н. Димитриева, И. Степанова, ыттисем чылай вăй хучĕç: праçник вырăнне тасатрĕç, ача-пăча лапамне йĕркене кĕртрĕç, юрă-ташă ăстисем валли сцена, волейбол выляма ятарлă вырăн хатĕрлерĕç, хитре хăюсемпе шарсем, яла кĕнĕ çĕрте ялавсем çакрĕç. Апат-çимĕç хатĕрлессине те шута илчĕç. Паллах, ку ял халăхĕн пулăшăвĕсĕр пулмастех: Л. Куприянова, А. Ермеева, Л. Петрова, М. Кузьмина, К. Скворцова, Т. Иванова, С. Тимофеев, çавăн пекех Н. Владимиров, Т. Димитриева, Р. Куприянов, М. Алексеев шкул ачисем тăрăшуллă ĕçлерĕç. Кỹлхĕрри ялĕ 316 çул тултарчĕ, ял çыннисем вара праçнике пĕрремĕш хут ирттерчĕç. Çанталăкĕ те ăшă килчĕ, хăнасем те нумайăн пуçтарăнчĕç. “Витязь” лавкка сутуçисем тĕрлĕ апат-çимĕç, шашлăк сĕнчĕç. Уяв “Асран кайми аки-сухи” юрăпа пуçланчĕ. Программăна Л. Алексеева культура ĕçченĕ йĕркелесе пычĕ. Чи малтанах Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов сăмах илчĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, пултаруллисене Тав хучĕпе чысларĕ, малашне пысăк çитĕнỹсемпе палăрма ырлăх-сывлăхпа ăнăçусем сунчĕ. Кỹлхĕррисене çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ О. Суховетрюк тата ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Г. Ефимов пур кăмăлтан саламларĕç, ĕç ветеранĕсене Тав хучĕпе чысларĕç. Сцена çинчен вырăнти “Карай ен” пултарулăх ушкăнĕ хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Унсăр пуçне концерта Çĕрпỹ районĕнчи Первомайскинчи “Шурвар” халăх фольклор ушкăнĕ (ертỹçи — Н. Григорьева-Ильина, вăл Кỹлхĕрринче çуралса ỹснĕ) хутшăнчĕ. Ку ушкăнри Н. Филимонова (Николаева) та — Кỹлхĕрринченех (Тусая качча тухнă). Вĕсене те куракансем питĕ кăмăллăн йышăнчĕç. Çак ялтанах Тăвай районне качча тухнă С. Иванова та хăнара пулчĕ, вăл та пушă алăпа килмен, хăйĕн сăввисене вуласа пачĕ. Карайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта вĕрентекен Кỹлхĕрри кинĕ Л. Степанова ертсе пыракан ачасен ушкăнĕ те илемлĕ те илĕртỹллĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Шкул директорĕн çумĕ, историпе географи учителĕ И. Кириллова В. Алексеева Тав хучĕпе чысларĕ. “Крина” ООО ертỹçи В. Платонов та продукци туса илес ĕçре малта пыракансене Тав хучĕсемпе парнесем пачĕ. Ал ăстисем чылайăн ку ялта. Вĕсен çыхнă-тĕрленĕ-çĕленĕ ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ. Чи маттуррисем вара Г. Николаева, Л. Петрова, Г. Михайлова, К. Скворцова пулчĕç. Фотостенда вара Н. Димитриева хатĕрленĕ. Спортпа та туслă Кỹлхĕррисем. Волейболла вылярĕç, çемьесем кросс чупрĕç, кунта Петровсен, Димитриевсен, Куприяновсен, Ивановсен тата Степановсен çемйисем палăрчĕç. Кире пуканĕ йăтассипе В. Платонов мала тухрĕ. Савăнăçлă уяв каçхине юрă-ташăпа вĕçленчĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика