Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешлĕх пурне те пĕр çĕре пухрĕ

01 апреля 2016 г.

Ентешлĕх пурне те пĕр çĕре пухрĕ

Иртнĕ шăматкун Трак енри чылай çын Шурă Шупашкарăмăрта пулчĕ. Кунти патшалăх оперăпа балет театрĕнче “Трак ен” ентешлĕх йĕркеленнĕренпе — 25, пирĕн ентешсем — Чăваш халăх ỹнерçи Э. М. Юрьев (Кĕçĕн Шетмĕ) çуралнăранпа — 80, Чăваш халăх поэчĕ Ю. С. Сементер (Танăш) 75 çул çитнĕ-тултарнă ятпа пысăк уяв иртрĕ. Хамăр тăрăхра çуралнă, халĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта тата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан çĕршер ентешпе ытти хăнасем те хутшăнчĕç унта. Юбилейсен праçникĕнче пулнисене районти пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа, ял тăрăхĕсенче вăй хуракансем апат-çимĕçпе ал ĕçĕсенчен пуян та тулли сĕтелсемпе кĕтсе илчĕç. Пĕр-пĕринпе тĕл пулса сăмахлани, иртнине аса илни мĕне тăрать тата? 11 сехет хыççăн вĕсем капăр залра “Трак ен” ентешлĕх чĕрĕк ĕмĕр тултарнине халалланă видеофильм пăхрĕç. Унтан Шупашкар юрăçисен музыка саламĕ питех те шеп пулчĕ. Уява ертсе пыракан Л. Афанасьевапа (Ванюшкасси) И. Архипов (Пайсупин) юрăçсем сумлă хăнасене ентешлĕх историйĕпе (кун пирки эпир район хаçачĕн пĕлтĕрхи декабрĕн 25-мĕшĕнчи номерĕнче тĕплĕнреххĕн каласа панăччĕ) паллаштарчĕç. Сцена çине ентешлĕх ертỹçи А. Львов, район пуçлăхĕ О. Димитриев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков тухрĕç. “Ентешлĕх Шетмĕпе Çавал хутлăхĕнчен тухнă çынсен патриотизм туйăмне ỹстерме пулăшать. Кирек епле пысăк должноç йышăнсан та, вĕсем ентешлĕхпе çыхăнма, пулăшу кỹме вăхăт тупаççех”, — терĕ Алексей Николаевич (Яманакăн маттур арĕ, сăмах май, ентешлĕхе 2003 çултанпа ертсе пырать. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта çеç Красноармейски районĕнче çуралнă 7500 ытла çын пурăнать тата ĕçлет). Вăл та, Олег Васильевич та, Сергей Львович та пухăннисене юбилейлă уявсем ячĕпе пур кăмăлтан саламласа ыр сунчĕç. Чăваш Республикин тата Красноармейски районĕн Гимнĕсем мăнаçлăн янăранă хыççăн РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членне В. Николаева (Ванюшкасси) сăмах пачĕç. Тăван тăрăха, аслă ăру çыннисене манма юраманни пирки аса илтернĕ май, Вадим Иванович çапла каларĕ: “Чăваш бройлерĕ” ОАО-на ертсе пынă чухне, 2004 çулта, Мускаври телевиденирен пĕр ушкăн килнĕччĕ. Эпĕ ăна Ванюшкасси ялне илсе килсе кăтартрăм. Çурхи шыв-шур тăнăран атăсем тăхăнтартма та манмарăм, “ку манăн тăван çĕршыв”, — терĕм. “Çакăнта пурăнма шутлатăр-и?” — теççĕ хайхискерсем ман килте пулнă хыççăн. “Ан васкăр, çул та, çутçанталăк газĕ те пулать кунта”, тетĕп вĕсене. Пулчĕç вĕт, шыв та пур. Яла сыхласа хăвармалла. Мухтанатăп тăван районăн ĕçчен çыннисемпе. Ентешлĕх пурри те çав тери лайăх. Шупашкарта е Мускавра ентешсене курсан, чун хĕпĕртет. Эпĕ нихăçан та сенатор пулатăп тесе шутламан. Мана тăван çĕр çитĕнтернĕ, М. Прохоров директор, ытти учительсем вĕрентнĕ, çĕршывшăн усăллă çын пулма пил панă”. В. Николаев сенатор “Ах, аннеçĕм, анне” юрăн икĕ куплетне те юрласа пачĕ (Вадим Иванович ăна 4 çул каялла РФ Федераци Канашĕнче ĕçлекенсене те парнеленĕ-мĕн). Залра пулнисене çавăн пекех юбилейсем ячĕпе Шупашкар хула пуçлăхĕн Л. И. Черкесовăн канашçи, “Раççей Почти” пĕрлешỹн республикăри филиалĕн пуçлăхĕ В. Тимофеев (Красноармейски), ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Кудряшов, ЧНК президенчĕ Н. Угаслов, Чĕмпĕрти чăвашсен, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Çĕрпỹ, Йĕпреç, Элĕк тата Вăрнар районĕсен ентешлĕхĕсен ертỹçисем, В. Архипов полковник (Çĕнĕ Йĕкĕт), Ижевск хулинчи Кирилловсем (Янкас), Саранскри В. Антонов, Чулхулари В. Андреев полковник, Мари Эл Республикинчи чылайранпа хамăрпа ăмăртса ĕçлекен Морки район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Григорьев, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Н. Егоров (Çырмапуç), Э. Юрьев мăшăрĕ — Галина Алексеевна, Ю. Сементер салам сăмахĕсем каларĕç, асаилĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Çав кун сцена çинче вун-вун хастар тĕрлĕ наградăсене тивĕçрĕç. Çав йышра пирĕн ĕçтешсем — Ю. Борисов(Упи), Ю. Степанов-Листопад (Çирĕклĕ), В. Константинов (Анатри Типçырма) журналистсем, И. Степановпа (Кушкă) А. Сидоров (Васнар) общество корреспонденчĕсем пулни савăнтарчĕ. Епле уяв-ха вăл юрă-ташăсăр? Çур сехетлĕх тăхтавпа 5 сехет ытла пынă мероприяти вăхăтĕнче сцена çинче чылай пултарулăх коллективĕпе уйрăм юрăç пулчĕç. Вĕсем хушшинче — “Трак ен” халăх фольклор ансамблĕ (юрăçи — Ю. Данилов, ертỹçисем — А. Никоноровапа ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров), Заволжски ЛПУМГри “Юность” (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Федорова), “Раштав” (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Тюмеров) ансамбльсем, К. Сергеева студентка (Янкас), О. Кириллова, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Егоров (Çырмапуç), Мари Эл Республикин Морки районĕнчи пултарулăх ушкăнĕ (ертỹçи — А. Якушев), Л. Афанасьева (Ванюшкасси), В. Леонтьев (Карай), Раççей халăх артисчĕ П. Заломнов, А. Игнатьев, Ю. Маслова (Шупашкар), Е. Сергеева, Н. Степановапа (Вăрманкас Чуракасси) А. Ильин (Çĕньял Карай), И. Архипов (Пайсупин) юрăçсем, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ (ертỹçи — Раççей искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ю. Васильев). Пурте хăйсене сцена çинче маттур тытрĕç, куракансен ячĕпе тавах вĕсене. Мероприяти режиссерĕсем — А. Федоровпа (Хĕлеç) А. Ильин (Çĕньял Карай). Уявра вара вун-вун çынпа курса сăмахларăм. Тăван ялти кỹршĕри маттур мăшăрпа та алă тытсах калаçрăм. Юлашкинчен хамран çапла каласшăн. “Трак ен” ентешлĕхĕн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр. Вăл район арĕсемпе хĕрĕсене малашне те пĕтĕçтерсе-пĕрлештерсех тăтăр, А. Львов ертỹçĕ калашле, “иккĕмĕш кил пултăр”. Пирĕн комментари. “Уяв çав тери килĕшрĕ. Тăван ен çыннисене курса савăнтăм. Чăннипех те хĕ-пĕртерĕм. Ентешлĕхпе район ертỹçисене тав. Малашне те пĕрлех пуласчĕ. Çак евĕр праçниксем кирлех тесе шутлатăп”. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика