10 августа 2015 г.
Г. Васильева "Караево" пĕрлешỹре вăй хурать. Вăл — Кỹлхĕрринчи сĕт-çу комплексĕн заведующийĕ. Хура çỹçлĕ, вăтам пỹ-силлĕ, вăр-вар хĕрарăм куллен ир-ирех ура çинче. Ĕçе кайиччен килти выльăх-чĕрлĕхе те пăхса-тăрантарса хăвармалла-çке-ха. Кунсăр пуçне ватă хуньашшĕпе хуньамăш валли апат-çимĕç пĕçермелле. Вăтăр çула яхăн пурăнать вăл Кỹлхĕрри ялĕнче. Ырă ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе (шел, вăл тăватă çул каялла ăнсăртран пурнăçран уйрăлса кайрĕ) хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, аслă пĕлỹ панă. Урисем çине çирĕппĕн тăнă вĕсем. Хĕрĕ — Светлана — Мускаври пĕр фирмăра вăй хурать. Ывăлĕ — Коля — кăçал алла диплом илчĕ, ĕçе кỹлĕнчĕ. Канмалли кунсенче амăшне пулăшма яла васкать. Вĕсем пулăшу кỹмесен, Галина Николаевнана çăмăл тивмĕччĕ. Мăшăрĕ çумра çук пулин те, çавна май пуçне усасшăнах мар-ха вăл. Хăтлă çурта та тирпейлемелле. Хушма хуçалăх çĕрĕпе те ĕçлемелле. Выльăх-чĕрлĕх валли апат нумай кирлĕ. Йывăрлăхсене çĕнсе малаллах пăхать ĕçчен хĕрарăм. Фермăра дояркăсемпе пĕрле те ĕçлет, сĕт пахалăхĕшĕн тăрăшать. Ĕне сăвакан чирлес-тăвас пулсан, “икĕ алла пĕр ĕç” тесе, ун вырăнне тăрать. Коллективра пĕр çемьери евĕр пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ вĕсем. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна темиçе хутчен те Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысланă. Паллах, чыс-хисеп тỹперен ỹкмест. Ентешĕм ăна ĕçпе çĕнсе илнĕ. Районăн Мăн Шетмĕре иртнĕ кунĕнче вара ăна ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысларĕç. Наградăна Галина Николаевнана А. Самаркин пачĕ.