Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем — çĕршыв пуласлăхĕ

30 июня 2015 г.

Вĕсем — çĕршыв пуласлăхĕ

(Выпускниксен районти балĕнче хатĕрленĕ фоторепортаж) Районти вăтам шкулсенчен кăçал 90 яшпа хĕр вĕренсе тухрĕ. Выпускниксене аттестат панă май, ытти çулхи евĕрех, бал иртрĕ. Вĕсем ырă йăлапа малтанах Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене сума суса Красноармейскинче çĕкленĕ Мухтав Монуменчĕ çывăхне пуçтарăнчĕç. Çутă сăнлă та капăр тумлă яш-хĕре ĕçпе вăрçă ветеранĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ М. Прохоров тата район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ-вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А. Васильев саламласа ыр сунчĕç. Унтан выпускниксем Ленин урамĕпе утса Çĕнтерỹ Паркне хăпарчĕç. Трак вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнисем вальс ташланă хыççăн бала вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А. Васильев уçрĕ, халĕ чыслакан яш-кĕрĕм çĕршыв пуласлăхĕ иккенне палăртрĕ. Раççей Гимнĕ мăнаçлăн янăрарĕ. Сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков тухрĕ. — Акă сирĕн аттестат илме те вăхăт çитрĕ. Бал Республика кунĕ умĕн иртнипе те пĕлтерĕшĕ пысăк. Чăваш Ен малалла çирĕппĕн аталанать. Эсир вĕренỹре çеç мар, общество ĕçĕнче те палăртăр. Уншăн тав. Сире малашлăхра чи лайăххине çеç сунатпăр, — терĕ Андрей Владимирович. Вăл “Вĕренỹре уйрăмах палăрнăшăн” медале тивĕçнисен — Наталия Васильеван, Сергей Ивановăн, Марина Михайлован, Мария Козлован, Елена Николаеван (Трак шкулĕ), Анна Васильевапа Алина Петрован (Упи), Анна Ефимован, Станислав Григорьевăн тата Кирилл Арсентьевăн (Красноармейски вăтам шкулĕ) ашшĕ-амăшĕсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Л. Михайлова тав сăмахĕ каларĕ. Малалла “Лидер” номинацире çĕнтернисене — А. Васильевапа Е. Яковлевана (Упи), А. Долгована (Алманч), А. Яковлевана (Красноармейски), М. Козловапа С. Иванова тата В. Степанова (Трак шкулĕ) — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ В. Андреев профессор чысларĕ, салам сăмахĕсем каласа ыр суннă май, яш-кĕрĕме хăйсем патне вĕренме пымашкăн йыхравларĕ. “Олимп шанчăкĕсем” номинаци çĕнтерỹçисем уйрăмах йышлăн — 18-ăн пулчĕç: Д. Якимов (Упи), В. Михайлов (Пикшик), Ю. Павловпа Д. Кириллов (Алманч), Д. Антонова, А. Смирнова, А. Андрейцева, К. Иванова, В. Андреев, Д. Анисимов (Трак шкулĕ), В. Григорьев, М. Степанов, А. Никифоров, Н. Иванов, К. Арсентьев, Д. Миронов, А. Тарасова тата И. Васильев (Красноармейски шкулĕ). Вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А. Васильев тата вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ М. Прохоров Дипломсемпе чысларĕç. Вĕсене вĕренỹре ĕçлекенсен профсоюзĕн районти организацийĕн председателĕн С. Суховетрюк аллинчен пултарулăхпа палăрнăшăн А. Петровапа И. Якимов (Упи), С. Тихонова (Пикшик), Д. Ивановапа Е. Николаева (Трак шкулĕ), К. Сергеева, В. Васильев, А. Ефимова тата А. Иванова (Красноармейски шкулĕ) тивĕçрĕç. Сцена çинчех шкул çулĕнчи ачасене воспитани парас тĕлĕшпе ăнăçлă тата кăтартуллă вăй хунăшăн, вĕсен уйрăм пултарулăхне аталантарнăшăн, воспитани формисене çĕнетсе пыма ялан çине тăнăшăн класс ертỹçисене — С. Дмитриевана (Трак шкулĕ), С. Монаревана (Еншик Чуллă), Г. Димитриевана (Алманч), В. Васильевана (Упи), Л. Тихонована (Пикшик), Н. Ефимована тата Н. Андреевана (Красноармейски шкулĕ) вĕрентỹ пайĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Выпускниксемпе ашшĕ-амăшне çитĕнỹсем сунса вĕсен ячĕпе Н. Ефимова (Красноармейски шкулĕ) ăшă сăмахсем каларĕ. Выпускниксен ячĕпе тав сăмахĕ калама вара ку шкултан вĕренсе тухнă районти çамрăксен правительствин председателĕ Александра Яковлева тивĕçрĕ. Бал курма килнисен йышĕ те пысăк пулчĕ. Вĕсем Аксинья Тарасова, Ксения Сергеева, Стас Кириллов (Красноармейски шкулĕ) тата Заволжский клубри “Апрель” вокал ушкăнĕн юррисене, пурте пĕрле ташланине алă çупса йышăнчĕç. Унтан выпускниксем шкулсене саланчĕç. Алла аттестатсем илнĕ хыççăн умра вĕсене пысăк та çутă пуласлăх кĕтет. Такăр çул пултăр! 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика