26 февраля 2013 г.
Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Трак енре те, республикăри ытти ял-хулари евĕрех, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Ушкăнсен членĕсем ял тăрăхĕсенчи инçетри ялсенче пулса, вĕсенче пурăнакансемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев республика Патшалăх Канашне янă “Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар” Çырăва тишкерчĕç, унтан тухса тăракан задачăсене сÿтсе яврĕç.
Ырăлăх тÿперен ÿкмест. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче тĕрĕсех палăртать, “уншăн тăрăшса ĕçлемеллине” калать. Ку шухăшсемпе Карай ял тăрăхне кĕрекен Кÿлхĕрри ялĕнче пурăнакансем те туллин килĕшеççĕ. Вĕсем патĕнче информаци кунĕнче (тĕл пулу райпо лавккинче пулчĕ, сутуçи Н. В. Любимова) РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçипе А. Петровапа пĕрле пултăмăр. Альбина Валерьяновна ЧР Пуçлăхĕн Çырăвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ (уйрăмах ял çыннисене, ватăсене пырса тивекеннисене çутатрĕ), пенси тÿлес çĕрти çĕнĕлĕхсем пирки чарăнчĕ, ыйтусене хуравларĕ.
Е. Н. Потапова ялти Лесная урамри çула юртан тасатманни çинчен каларĕ. Кÿлхĕрринче çамрăксем сахал мар, вĕсем хăйсене пухăнма обществăлла çурт çукки пирки пăшăрханса пĕлтерчĕç. Карайра ача сачĕ кирлине те хускатрĕç.
Унтан граждансен пухăвĕ иртрĕ. Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Ф. Платонов иртнĕ çулхи ĕç-хĕл пирки отчет турĕ.
В. Данилов
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)