Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ спортзалшăн тавах

31 марта 2015 г.

    Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев республика Патшалăх Канашне янă çулленхи Çырăвĕнче массăллă спорта аталанатарсси, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси, çамрăксене патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. “Ку енĕпе эпир пĕрремĕш çул кăна ĕçлеместпĕр ĕнтĕ. Хăватлă инфратытăм туса хунă, чылай объекта Пĕтĕм Раççейри “Пĕрлĕхлĕ Раççей” политика партийĕн социаллă проектне пурнăçланă шайра хута янă. Чăваш Енре пурăнакансем тата хăнасем валли спортăн çывăх вăхăтрах хута каймалли çĕнĕ керменĕсем çĕкленеççĕ”, — палăртрĕ Михаил Васильевич. Акă, пĕлтĕр “Яллă вырăнсенчи пĕтĕмĕшле вĕрентỹ учрежденийĕсенче физкультурăпа спорт занятийĕсем ирттерме условисем туса хурасси” парти проекчĕпе килĕшỹллĕн, 42 спортзал юсанă, ку тĕллевпе 35 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Çав шутра пирĕн районти Карай шкулĕнчи спортзала та йĕркене кĕртнĕ. Пĕтĕмĕшле юсав ĕçĕсене ирттерме 820 пин, спортинвентарь туянма 18884 тенкĕ уйăрса панă. Çакна еплерех хаклаççĕ-ха кунти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕ? В. Иванова, физкультура учителĕ: “Вĕренỹ çулне çĕнелнĕ спортзалта пуçларăмăр. Урай хăмисене, чỹречесемпе алăксене улăштарнă. Занятисем хыççăн çăвăнма душ пỹлĕмĕсем те пур — ку тĕллевпе вырăнти бюджетран 320 пин тенкĕ уйăрнă. Шкул ачисене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентетпĕр. Кĕçĕн классенче пĕлỹ илекенсемпе эрнере 2 хутчен спорт вăййисем йĕркелетпĕр. Хаваслă вăйăсем вылянисĕр пуçне эстафетăсем ирттеретпĕр, тĕрлĕ хусканусем тăватпăр. Вăтам классенче вĕренекенсемпе футболла, баскетболла выляса савăнатпăр, хĕлле йĕлтĕр йĕрĕ çине тăратпăр. Шкулти спорт ăмăртăвĕсене ашшĕ-амăшне те чĕнетпĕр. Вĕсем пире пулăшаççĕ те. Акă, Кỹлхĕрринчи Р. П. Кузьмин спортзала волейбол стойкине вырнаçтарма пулăшу кỹчĕ. Федераллă бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе вара теннис ракеткисем, йĕлтĕрсемпе вĕсен туйисене туянтăмăр. ХФХ пуçлăхĕ В. Н. Платонов ăмăртусене кайма автотранспортпа тивĕçтерет. Виталий Николаевич тỹлевсĕрех самбо секцине ертсе пырать. В. Г. Григорьев предприниматель те укçа-тенкĕпе пулăшать”. Вероника ДАНИЛОВА, 6-мĕш класра вĕренекен: “Спортзалта халĕ çутă та илемлĕ, вылянăçемĕн выляс килет. Ачасен сасси кун каçипех татăлмасть. Тĕрлĕ секцисем ĕçлеççĕ, эпĕ йĕлтĕрçĕсенне çỹретĕп, район шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçетĕп. Лайăх условисем туса панăшăн пуçлăхсене тавах”. Кэтлин ИВАНОВА, 8-мĕш класра вĕренекен: “Спортзал çĕнелни пире савăнтарчĕ. Кунта тĕрлĕ хусканусем тăватпăр. Уроксем хыççăн тĕрлĕ секцисене васкатпăр. Эпĕ йĕлтĕр спортне кăмăллатăп. Анне пулăшнипе 3 çултанпах — йĕлтĕр çинче. “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2015” тупăшура пирĕн вĕренекенсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. “Тантăш” хаçат эстафетинче 2-мĕшсем пултăмăр. Пуçлăхсем пирĕншĕн тăрăшаççĕ пулсан, лайăх кăтартусемпе палăрмаллах”. В. СТЕПАНОВ, ашшĕ: “Çĕнĕ спортзал уçăласса эпир те тем пекех кĕтнĕ. Киввипе танлаштарсан, улшăнусем пысăк. Çавăнпах-тăр ача-пăча татăлмасть кунтан. Пысăк парнешĕн “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партине, Чăваш Ен Пуçлăхне М. В. Игнатьева, район администрацийĕн пуçлăхне А. В. Шестакова, вĕрентỹ пайĕн ĕçченĕсене, шкул администрацийĕпе вĕрентекенсене тата подрядчиксене чун-чĕререн тав сăмахĕсем калатпăр”.

 

 
 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика