17 января 2014 г.
Çырмапуç Карай — Карай ял тăрăхĕнчи ялсенчен пысăккисенчен пĕри. Тен, çавна пула та пуль, кунта татса памалли ыйтăвĕсем те сахал мар.
Пĕрремĕшĕ. Çул тăвасси. Чăннипе ăна туса пĕтересси. Чылай çул каялла яла вак чул хурса çитернĕ. Анчах асфальтне хума мехел çитереймен. Çавăнтанпах тăсăлать ку ыйту.
Иккĕмĕшĕ. Ялти клуб ĕçлеменни. Кирпĕч хитре çуртра вырнаçнă вăл. Анчах шалта ăшă çук пирки миçемĕш çул ĕнтĕ унпа усă кураймаççĕ. Çĕнĕ çул уявне те ял çыннисем тулта лартнă елка патĕнче ирттернĕ. Кăçал, Культура çулталăкĕнче те, ячĕшĕн кăна ларĕ-ши ку çурт?
Виççĕмĕшĕ. Шыв колонкисем ĕçлемеççĕ. Çавна пула шыв ыйтăвне кам мĕнле пĕлнĕ çапла татса парать. Шыва çăлсенчен ăсаççĕ.
— Пирĕн Зеленая урамри тăваттăмĕш çурт патĕнчи çăла хамăрах юсаса тасатса тăратпăр. Ялĕпех юсаса пачĕç, пире юсаса памарĕç, — терĕ Лидия Родионова ватă.
Обществăлла çăл пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшĕнчен те пĕлтерĕшлĕ, хĕл кунĕсенче урамсен хушшине юртан тасатса тăрасси пекех. Инкек-синкекрен турри хăтартăр! Сыхланакана вара турă сыхлать тенĕ ваттисем.
Тăваттăмĕшĕ. Тирпей-илем ыйтăвĕ. Ял, çырма-çатра çÿп-çап айĕнчине пирĕнпе тĕл пулса калаçнă çынсенчен кашниех çирĕплетрĕ. Магазин çывăхĕнчи юпа таврашĕнче кăçалхи Раштав (Сурхури) уявĕччен те, ун хыççăн та полиэтилен михĕсенчи çÿп-çап ларатчĕ.Сапаласа пăрахни те çук мар. Çынсем çакна палăртрĕç: çÿп-çапăн çуррине, михĕсене тултарнине, турттарса тухнă, ытти вара çаплипех юлнă.
Пиллĕкмĕшĕ. Çырмапуçсенчен хăшĕ-пĕрисем пĕлтернĕ тăрăх, харăсах 5 ялăн пулса тăракан масара та тирпей-илем кĕртме вăхăт çитнĕ.
— Почтальонкăн та хăй ĕçне яваплăха ытларах туйса туса пырасчĕ, хаçатсене çынсене килех çитерсе парасчĕ, — тенине те илтрĕмĕр ялта пулнă чух. И. Прокопьев
И. Прокопьев