Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Карай ен” ушкăн — иккĕмĕш

04 декабря 2012 г.

Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чатукасси ял тăрăхĕн вулавăшпа культура аталанăвĕн центрĕнче, хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ чăвашсен паллă композиторĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ Ф. М. Лукин çуралнăранпа 100 çул çывхарнине халалласа, пысăк уяв-тупăшу иртрĕ.

Куракансемпе юрăçсене саламлама сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков, районти историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕн заведующийĕ В. С. Серафимов тата Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. В. Михайлов тухрĕç, пултарулăх çыннисене халăха юрă-ташăпа савăнтарас ĕçре ăнăçусем сунчĕç. Чăваш кĕпе-тумтирне тăхăннă ушкăнсем питĕ илемлĕн курăнаççĕ. Сцена çинче Красноармейскинчи ветерансен хорĕ, кĕçĕншетмĕсемпе чатукассисем, карайсемпе пикшиксем хăйсен пултарулăхне кăтартса тупăшрĕç. 2 сехете яхăн пынă мероприяти Ф. М. Лукинăн “Çамрăксен юррине” пурте пĕрле шăрантарнипе вĕçленчĕ. Пĕрремĕшне Красноармейскинчи ветерансен хорĕ йышăнчĕ. Пирĕн “Карай ен” ушкăн тупăшура иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.

Г. Егорова

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика