27 ноября 2012 г.
Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче пулнă Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ вăхăтĕнче ĕç коллективĕсенче республикăн кăçалхи 9 уйăхри экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе бюджет политикине, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев 2012 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче алă пуснă “ЧР ял халăхне малтанхи медицина-санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен” Указне, республикăра пирус туртнине асăрхаттармалли мерăсене тишкернипе пĕрлех вырăнти ыйтусене те тапратрĕç.
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçипе А. В. Петровапа тата район администрацийĕн опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕпе И. Г. Гурьевапа пĕрле çав кун Карай ял тăрăхне çитрĕмĕр. Вырăнта пирĕн йыша ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Ф. Платонов хутшăнчĕ. Малтанах тулли мар яваплă “Караево” пĕрлешÿн сĕт-çу ферминче пултăмăр. Çак кунсенче çеç-ха иккĕмĕш витене реконструкцилессине вĕçленĕ. Г. Н. Семенова тĕп зоотехник каланă тăрăх, виççĕмĕшне çитес çул тĕпрен юсаса çĕнетме пăхаççĕ. Халĕ кунта 520 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, çав шутра сăвакан ĕнесем 230 пуç. Кашни ĕнерен талăкра вăтамран 9 килограма яхăн сĕт сăваççĕ. Апата пуянлатма ав Сĕнтĕрвăрринчен 10 тонна çурă çу каяшĕ (жмых) кÿрсе илнĕ. Бригада çыннисем ăна кĕртетчĕç. Вĕсемпе калаçрăмăр. А. В. Петрова информаци кунĕн тĕп темисем çинче чарăнчĕ. Альбина Валерьяновна палăртнă тăрăх, районти тĕп больницăна çĕнĕ тĕп врач Л. А. Матвеев (хамăр районти Танăш çынни) килнĕренпе вăхăт чылаях иртмен пулсан та, ырă хăш-пĕр улшăнусем палăрма пуçăннă. Çывăх çулсенче Янмурçинра, Еншик Чуллăра тата Кушарта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем алăкĕсене уçмалла. Райбольницăра çамрăк 7 специалист ĕçлеме пуçланă.
И. Г. Гурьева пĕлтернĕ тăрăх, районта ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасен йышĕ ÿсет. Халĕ 98-ăн вĕсем, çав шутра 24-шĕн ашшĕ-амăшĕ çук, ыттисене е ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнă, е шыравра, е тĕрмере, е сăлтавĕ урăх. Чăн та, тарăн шухăша яракан цифрăсем кусем!
Эпĕ вара ял хĕрарăмĕсене (вĕсем “Ял пурнăçне” çырăннине каларĕç) районти хаçатçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштартăм, хамăр вулакансен сĕнĕвĕсене хапăл туни пирки те пĕлтертĕм.
Карайсемпе сурăмхĕррисем офис ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине пытармарĕç. “Ăна уçнă чухне темĕн те пĕр шантарчĕç, халĕ ав светолечени те çук! Укола е сурана çыхтарнă чухне пĕтĕмпех килтен илсе каймалла. Мăшăр пневмонипе чирлĕ, температури 39, 8-а çитнĕ, анчах ăна райбольницăна хуман, светолечени хыççăн каялла янă. Çул çинче шăнсан, сипленни мĕн усси?” — пĕр-пĕрне пÿлсе тенĕ евĕрех сăмахларĕç вĕсем.
Иккĕмĕш тĕл пулу Карайри ветерансен çуртĕнче иртрĕ. Ватăсем, яланхиллех, ку хутĕнче те пире хапăл турĕç, информаци ушкăнĕн членĕсен сăмахне тимлĕн итлерĕç, ыйтусем те пачĕç. Райхаçат килсе тăнине, ăна юратса вуланине палăртрĕç. Вăрнар районĕнчи Аçăмçырма ял тăрăхĕнчен килнĕ В. Б. Лаврентьев вара малашне “Ял пурнăçĕпе” çыхăну тытма хатĕррине те каларĕ. Ырă та лайăх шухăш Сирĕн, Виктор Борисович! Хыпарсем кĕтетпĕр.
Карайсем район хаçатне вуласшăн пулни кунти çыхăну уйрăмне кĕрсен те уççăн сисĕнчĕ. Çакна уйрăм начальникĕ Л. П. Алексеева та, Р. П. Васильевапа Н. В. Шишкова почтальонсем те çирĕплетрĕç. “Карайсемпе сурăмхĕррисене халĕ “Ял пурнăçне” 40 экземпляр валеçетĕп, çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн та унран сахал пулмĕ”, — шантарчĕ Раиса Петровна.
В. Данилов
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)