02 ноября 2012 г.
Трак енре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — Ял хуçалăх министрĕ С. В. Павлов пулчĕ.
Сергей Владимирович район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. В. Шестаковпа пĕрле тулли мар яваплă “Караево” пĕрлешĕве çитрĕ. Хăнасене хуçалăх ертÿçи Р. А. Никифоров кĕтсе илчĕ.
Министр фермăпа столовăя реконструкцилес ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕ. 400 пуç ĕне вырнаçмалăх сĕт-çу фермине акă пĕлтĕр тĕпрен юсама пуçăннă. 24 ĕне сумалăх зал, сивĕтмĕш вырнаçтарнă, 200 ĕнене кăкармасăр тăратмалли пĕрремĕш витене юсанă, иккĕмĕшне (200 пуç валлиех) кăçалхи 2 кварталта çĕнетме тытăннă, “термолюкс” çемçе урай сарнă (проект хакĕ 179, 317 миллион тенкĕлĕх). Юсав ĕçĕсене хуçалăх мелĕпе пурнăçлаççĕ.
Хуçалăх ертÿçи реконструкци ĕçĕсем хыççăн сĕт туса илесси кунта 2040 тоннăна çитесси çинчен пĕлтерчĕ. Çапла вара проект хакне 10 çул хушшинче саплаштарма май пулĕ. Фермăна кăçалхи декабрьте ĕçе кĕртмелле.
Кивĕ столовăй вырăнне вара Карайра пекарньăпа çĕнĕ кафе уçăлмалла.
М. Евграфова
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)