Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карайсем те пенси ыйтăвĕсемпе интересленеççĕ

18 мая 2012 г.

Карайсем те пенси ыйтăвĕсемпе интересленеççĕ

Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче, ытти çĕрти евĕрех, Трак енре те Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта ачасен çуллахи канăвне йĕркелес, çул çитмен çамрăксен прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлес, политика реформи тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕç.

Информаци кунне ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Н. Дмитриева ертсе пыракан ушкăн хутшăнчĕ. Надежда Викторовна район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. Шестаковпа пĕрле — Красноармейски, ЧР Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцине хирĕç кĕрешекен управленийĕн начальникĕн çумĕ А. Ботин—Кĕçĕн Шетмĕ, ЧР хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата техникăн ытти енĕсен техника шайне тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн начальникĕн çумĕ А. Кузьминов Чатукасси ял тăрăхĕсенче пулчĕç.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. Петрова вара çав кун Карай ял тăрăхĕнчи коллективсенче ĕçлĕ тĕл пулусем йĕркелерĕ.

Альбина Валерьяновна малтанах — ял тăрăхĕнче ĕçлекенсемпе, унтан вырăнти шкулти педагогсен ушкăнĕпе, “Караево” хуçалăхăн путвалĕнче çĕр улми вăрлăхĕ суйлакансемпе, юлашкинчен Карайри ветерансен çуртĕнче пурăнакан ватăсемпе (9 ветеран кунта) курнăçрĕ. Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн темисемпе тухса калаçрĕ, пенси тытăмĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, ыйтусене хуравларĕ. Тĕл пулусенче карайсем пенси ыйтăвĕсемпе интересленни куç кĕрет сисĕнчĕ, ыйту хыççăн ыйту пачĕç вĕсем.

“Караево” хуçалăх агрономĕ В. Семенов пĕлтернĕ тăрăх, çур аки, чăрмавсемсĕр мар пулсан та, малаллах пырать. Çуртрисене 300 гектар акнă, тепĕр 100 гектар юлать. Çĕр улми лартма пуçăннă. 3 трактор — культивацире, тепри пĕр сеялкăллă агрегатпа пĕрчĕллĕ культурăсем тăпрана варăнтарать.

Тĕл пулусене А. В. Петровапа пĕрле ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Ф. Платонов та хутшăнчĕ.

В. Данилов

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика