18 января 2012 г.
Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине пĕвĕпе çÿллех мар, анчах ватлăх çулĕсем еннелле сулăннă кинемей кĕчĕ. Сывлăх сунчĕ. Паллашрăмăр: Карай ял тăрăхне кĕрекен Çырмапуç Карай ялĕнчи Екатерина Лаврентьевна Лаврентьева. Хăйĕн кун-çулне тăван тăрăхĕнче ĕçлесе ирттернĕ вăл, çакна çирĕплетме хăйпе пĕрле хуçалăх производствинче ырми-канми тăрăшнăшăн панă хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсене, ытти наградăсене илсе килнĕ. Хăлхи аванах илтмест пулин те, Кĕтерин аппа сăмах патне аякка каймасть, хăй сакăр теçетке ытла çул пурăнса ирттернĕ кун-çулĕн кашни тапхăрĕ пирки чылайччен каласа пама пултарать.
Екатерина Лаврентьева 1930 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Çырмапуç Карай ялĕнче çуралнă. Паян кун тăван ялĕн “Зеленая” урамра хăй вăй çитерсе çĕкленĕ çуртĕнче ватлăх кунĕсене ирттерет.
— Пирĕншĕн, вăрçă ачисемшĕн, ачалăх çулĕсем калама çук йывăр тапхăрта килчĕç, — сăмахлать манпа Кĕтерин аппа. — Укçа-тенкĕ çитместчĕ, çăкăр, тăхăнмалли çук. Çитменнине тата Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланчĕ. Мĕн пур ĕмĕт-тĕллевсене татрĕ вăл пирĕнне. Çавна пулах Карай шкулĕн çичĕ класне çеç вĕренсе пĕтерме май килчĕ. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă вăрçа паянхи евĕр астăватăп. Ун чухне Красноармейскинче Трак пуххи пуçтарăннăччĕ. Атте манран ултă çул кĕçĕн йăмăкпа, Ульккапа иксĕмĕре, лашапа ярмарккăна илсе кайрĕ. Уяв лапамĕ халăхпа тулнăччĕ. Ялсенчен килнĕ, капăр тумланнă яш-кĕрĕм сăн-питĕнче савăк кулă палăратчĕ. Унччен те пулмарĕ репродуктор сасси янăраса кайрĕ: нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕр-шыв çине тапăнса кĕнĕ иккен. Ярмаркка халăхĕ пăлханса кайрĕ, кĕçех вăл саланчĕ те.
Ялти вăй питти кашни арçынах фронта кайма повестка илнĕ. Мĕн пур йывăрлăх вара хĕрарăмсем, ватă-вĕтĕ çине тиеннĕ. Кĕтеринĕн амăшĕ чирлĕ, йăмăкĕ пĕчĕк. Ашшĕ вăрçă хирне кайман пулин те, тылра та Аслă Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă, ăна лашапа Канашран топливо турттарма шаннă. Çамрăклах хуçалăх ĕçне кÿлĕнме тивнĕ хĕрачан та. Алăран çурла кайма пĕлмен. Ачасем ир пуçласа сĕм çĕрлечченех аслисемпе танах хирте тар юхтарнă. Çав çулсенче çурлапа сулахай аллине кастарнăран ун чухнехи çĕвĕ паян кун та çав тапхăра аса илтерет. Çаппуççипе авăн çапнине тата епле манăн. Вăрçă хирĕнчен аманса таврăннă Ехрем мучи кĕлте лавĕ, улăм ури, капан тума вĕрентнине те манаймасть Кĕтерин аппа.
Вăрçă пĕрлешÿллĕ хуçалăха та чылай хавшатса хăварнă. Ялсенчи мĕн пур вăй питти лашасене фронта ăсатнă. “Çамрăк тихасене турта хушшине тăма вĕрентеттĕмĕр, — каласа парать ĕç ветеранĕ. — Каярахри çулсенче хуçалăхран 30-шар лав çĕр улмие Ункăçумĕнчи крахмал заводне леçеттĕмĕр. Каçхине каялла таврăннă та ир валли каллех лава тиесе лартнă”.
Пĕррехинче хуçалăх зоотехникĕ Лаврентьевсем патне пынă, ялти пушмак пăрусен ферминче ĕçлеме çын кирлĕ пулнă май унта пыма ыйтнă. Килĕшнĕ вăл, вĕсем Мария Матвеевапа пушмак пăрусене ĕне çулне çитĕнтерсе парас ĕçе кÿлĕннĕ. Пĕрремĕш пăру тунă ĕнесене алăпа сунă, малтанхи вăхăтра çамрăк выльăхсенчен çулталăкне икĕ пин килограма яхăн çеç продукци илнĕ. “Каярах сăвăм ÿсрĕ, кăтарту виçĕ пинрен те иртрĕ, — тет Е. Лаврентьева. — Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Манăн сăн ÿкерчĕк пĕр хушă колхозри Хисеп хăми çинче вырăн тупрĕ, ял çыннисем Карай ял совет депутатне те суйларĕç”.
Ял çыннинех качча тухнă пулнă Е. Лаврентьева. Анчах çемьеллĕ пурнăç ăнман унăн, упăшки тепĕр хĕрарăм патĕнче “телейне” тупнă. 1960 çулта çуралнă Надя хĕрне пĕчченех пурнăç çулĕ çине кăларма тивнĕ ăна. Хăй пекех ĕçчен те тăрăшуллă çитĕннĕ вăл. Шкул хыççăн ытти хĕр-тантăшĕсем евĕр аякка кайма шутламан, тÿрех фермăна çул тытнă, кунта амăшне улăштарнă. Екатерина Лаврентьевна вара Шупашкарти “Нива” комбинат урлă пĕчĕк пусăмлă (0, 7 атмосфера таран) кăмакасен операторне вĕренсе тухса фермăра çак профессипе ĕçлеме пуçланă.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та ферма ĕçне пăрахмасть Çĕнял Карай хĕрарăмĕ. Ольга Ильинапа пилĕк çул хушши вĕсем вăкăрсен ферминче каçхи скотникра тăрăшаççĕ. Шăпах 1985 çулта ăна “Ĕç ветеранĕ” медальпе наградăлаççĕ. Паян кун та ытти наградăсемпе пĕрле типтерлĕн упрать ăна Е. Лаврентьева.
Вăхăт майĕпен шунă. Хĕр çулĕ çитсен Екатерина Лаврентьевна пĕртен пĕр хĕрне ялти Николай Григорьева качча парать. Кĕрÿшĕ те фермăрах тимлет. Çÿпçипе хупăлчи тейĕн. Кĕçех мăнукĕсем — Ильяпа Володя — кун çути кураççĕ. Савăнса çеç пурăнмалла пек. Çук çав. Турри апла çырман пулас.
2010 çулхи июнь уйăхĕнче Григорьевсем пÿрте хутса ăшăтма икĕ автомашина вутă туянаççĕ. Урама пушатса хăварнăскере татса кил хушшине йăтма пикенеççĕ. Анчах çак самантра вутă йăтса пыракан Надя ăнсăртран ÿкет, аманать, хăйне йывăр туйма пуçлать. Ăна “Васкавлă пулăшу” машинипе малтан сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденине леçеççĕ, каярах тĕп хулана ăсатаççĕ. Анчах темĕн чухлĕ тăрăшсан та шурă халатлисем Çырмапуç Карай хĕрарăмне çăлса хăвараймаççĕ. Тем самантра амăшĕ хĕрĕсĕр, упăшки мăшăрсăр, ачисем амăшĕсĕр тăрса юлаççĕ.
Хура-шурне сахал мар курнă, сакăр теçетке урлă каçнă Кĕтерин аппа çине пăхсан ăна хăй çулне памастăн. Чуна пусарма хăй тахçантанпах çырăнса илекен районти “Ял пурнăçĕ” хаçата алла тытать, çĕнĕ хыпарсемпе паллашать, ялти Николай кĕрÿшĕ, мăнукĕсем — Ильяпа Владимир — патне кайса килет вăл, килти хуçалăхри ĕçсене тума пулăшать. Ара, тăванпа икĕ-виçĕ сăмах хускатни те мĕн пахи-çке. Арçынсем те аякра юлмаççĕ, ватăна анкартинчи, кулленхи ытти йывăр ĕçсене пурнăçлама вăхăт уйăраççĕ. Е. Лаврентьева хăйĕн çулĕсене пăхмасăр паян та ĕне, пăру, сурăхсем тытать. Çавăн пек çын вăл Çырмапуç Карайри Кĕтерин аппа.
Ю. Борисов