06 октября 2011 г.
Утă уйăхĕн вĕçĕнче Сурăмхĕрри Карай ял çыннисем ентешне - XVII ĕмĕрти хресчен ирĕклĕхĕшĕн пуçланнă кĕрешĕвĕн ертÿçине Пайтул Искеев çар пуçне чыслăн сума сурĕç. Уява Трак тăрăхĕнчи мĕн пур ял тăрăхĕнчен пуçтарăннă хăнасемпе пĕрле Шупашкартан Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши ертсе килнĕ йышлă делегаци те хутшăнчĕ.
Пайтул паттăра хисеп тунă хыççăн ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Вĕсене урамсен тасалăхĕ питĕ тĕлĕнтерчĕ. Ытти енĕпе те ырă пулăм сахал маррине асăрхарĕç хăнасем. Çакă пĕтĕмпех ял старостин Надежда Пименовăн /сăн ÿкерчĕкре/ хастарлăхĕпе пуçарулăхĕнчен килет. Халăхпа яланах пĕр чĕлхе тупать вăл, хăйĕн шухăшне кашнин патне ăнланмалла çитерме пултарать. Çавăнпа хирĕçлекен çук ăна, яланах кар тытăнса ĕçе пуçăнаççĕ.
Надежда Андреевна - ялти мĕн пур ырă ĕçĕн пуçаруçи. Тирпей-илем кĕртнипе çеç çырлахмаççĕ Сурăмхĕрри Карайсем, тасалăха куллен тытса тăма тăрăшаççĕ. Çуркуннесерен шыв юххисене сăнаса тăраççĕ. Сахал-и ялта тĕрлĕ ыйту? Йывăрлăх сиксе тухсанах ял çыннисем тÿрех Надежда Андреевна патне васкаççĕ: вăл пулăшатех.
Упи тăрăхĕнчен качча килнĕ вăл ку яла. Хастар кин нимĕнле ĕçрен те пăрăнман. Кĕçех ăна бригадира çирĕплетнĕ. Надежда Андреевна пушшех канăçне çухатнă: пĕтĕм бригадăшăн яваплă-çке. Халăх шанăçне тÿрре кăларас тесе вăй-халне шеллемен. Вăл ертсе пынипе Сурăмхĕрри Карайсен производство кăтартăвĕсем çулран-çул ÿссе пынă. Н.Пименова «Уй-хир ăсти» ята тивĕçнĕ. Хисеп грамотипе Диплом темĕн чухлех унăн. Хаклă парнесен шучĕ те çук.
Тивĕçлĕ канура пулин те алă усса лармасть Надежда Андреевна. Кĕрĕк арки йăвалакансене те кăмăлламасть. Ял старостин тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех вырăнти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Канашне ертсе пырать. Ватă çынсен кунне халалланă тĕл пулу та ăш пиллĕ иртрĕ.
Источник: "Хыпар"