04 октября 2011 г.
Утă уйăхĕн вĕçĕнче ку ял çыннисем хăйсен ентешне — ХVII ĕмĕрти хресченсен ирĕклĕхшĕн кĕрешĕвне ертсе пынă çар пуçне Пайтул Искеев полковника чыслама пуçтарăнчĕç. Уява ентешсемпе районти мĕн пур ял тăрăхĕсенчен пуçтарăннă хăнасемсĕр пуçне Шупашкартан Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши ертсе пыракан сумлă делегаци те килсе çитрĕ.
Пурте илемлĕ çак тăрăхпа савăнса киленчĕç, ял çыннисем урамсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ырми-канми вăй хунинчен тĕлĕнчĕç. Пайтул паттăра ырă хисеп тунă хыççăн Сурăмхĕрри Карай ялĕн маттурĕсем хăнасене тутлă шÿрпепе тата ăшă кукăльпе хăналарĕç. Уява хатĕрленсе ирттерес ĕçе кунта пурăнакансене ял старости Н. А. Пименова пурне те явăçтарма тăрăшрĕ.
Çапла, Надежда Андреевна — ялта пулса иртекен мĕнпур ырă ĕçсен пуçаруçи. Тирпей-илем кÿнипе çеç çырлахмаççĕ сурăмхĕррикарайсем, тасалăха куллен тытса тăма тимлеççĕ. Çуркуннесерен вара шыв юххисене пăхса тăраççĕ. Сахал-и тата ялта урăх ыйту? Н. А. Пименова çине тăнипе вĕсене пĕр пулса татса параççĕ. Кирлĕрех пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсанах ял çыннисем Надежда Андреевна патне васкаççĕ, чи малтанах унран пулăшу ыйтаççĕ, мĕншĕн тесен аван пĕлеççĕ: вăл пулăшатех.
Упи тăрăхĕнчен качча килнĕ вăл ку яла. Хуçалăхри маттур электрикпе — Мишăпа çемье чăмăртанă. Хастар кин ĕçрен хăраса-туса тăман пĕртте. Ял çыннисемпе те кĕçех пĕр сăмах тупма пултарнă. Вĕсем ăна ытларах та ытларах шанма пуçланă. Кĕçех бригадира та çирĕплетнĕ. Ку чухне Надежда Андреевна пушшех те канăçăва çухатнă. Уй-хирти ĕçсемшĕн те явап тытма тивнĕ-çке. Çапах та вăл ертсе пынипе сурăмхĕррикарайсем кăтартусене пысăклатсах пынă. Н. А. Пименова хăй те çавна май канашлу-пухусенче ырă ята пĕр хут кăна мар тивĕçнĕ. Калăпăр, 2009 çулта вăл районта “Уй-хир ăсти-чемпион” пулса тăнă. Хисеп грамотисемпе дипломсем темĕн чухлех унăн, хаклă парнесен шучĕ те çук.
Мăшăрĕпе виçĕ ача ÿстернĕ вĕсем. Валентинăпа Ольга Красноармейскинчи газ уçлакан Заволжски станцире вăй хураççĕ. Кĕçĕнни — Саша — Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Пурте — çемьеллĕ. 6 мăнукĕ пуррипе тем пекех хĕпĕртеççĕ Пименов-аслисем, ывăл-хĕрĕсене вĕсене пăхса та пулăшаççĕ.
Тивĕçлĕ канура пулсан та, алă усса ларма хăнăхман Надежда Андреевна. Ял старостин тивĕçĕсене пурнăçласа пынипе пĕрлех вырăнти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне те ертсе пырать. Ватă çынсен кунне халалланă тĕл пулу та ав ăшă кăмăллă лару-тăрура иртрĕ.
Д. Викторов
|
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)