Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пайтула çапла чысларĕç Сурăмхĕрринче

09 августа 2011 г.

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 89-90-мĕш номерсенче)

Палăк-юпа патĕнче

Шăпах палăртнă вăхăтра — ирхине 10 сехетре Сурăмхĕрринчи магазин çывăхĕнчи çеремлĕ пушă лаптăкра — Пайтул паттăр палăкĕ лартмалли вырăнта митинг пулчĕ. Ăна кĕске сăмах каласа Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов уçса ертсе пычĕ. Уявăн йĕркелÿ комитечĕн ертÿçи, районти музей директорĕ В. Серафимов тата чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши ăсчах Пайтул кун-çулĕн историйĕпе паллаштарчĕç. Çак кунсенче палăк вырăнне лартнă илемлетнĕ юман юпа çинчи шурă çивиттине хуллен уçса пуç тайрĕç.

Тĕп лапамра

Митинг хыççăн уява пухăннă мĕн пур халăх (300 çын та пулĕ) юрă-такмак юрласа хут купăссен кĕввипе анаталла — аялти урама илсе çитерекен Кушлав юхан шывĕн кĕперĕ урлă каçса тĕп лапама утса çитрĕ. Кунта çĕнĕ хăмасем сарса хитре сцена вырнаçтарнă. Йĕри-тавра пĕчĕк ялавсем, эрешлĕ хăюсем. Кунтах Раççей, Чăваш Республикин, Красноармейски районĕн тата Карай ял тăрăхĕн ялавĕсене çĕкленĕ, Карай ял тăрăхĕн тата Сурăмхĕрри ялĕн гербĕсене вырнаçтарнă. Савăнăçлă чăваш юррисем татти-сыпписĕр янăраççĕ. Пурте чăваш гимнĕ “Алран кайми” юрлаççĕ.

Саламланисем

Сцена çине район тата Карай ял тăрăхĕн администрацийĕсен пуçлăхĕсене В. Александровпа Д. Платонова, Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕхрен — В. Григорьева тата ытти хаклă хăнасене чĕнеççĕ. Вĕсем пĕрин хыççăн тепри кунта пухăннисене Пайтул уявĕ ячĕпе ăшшăн саламласа ыр сунаççĕ. Саламсем хыççăн сăвă-юрăсем черетленеççĕ. Хăйсен пултарулăхне кăтартма килнĕ ушкăнсем те илемлĕ чăваш тумĕсемпе тухаççĕ.

Çумăр та чăрмав мар

Ку тăруçăн уяр та шăрăх çанталăк тăнипе ял çыннисем нÿрĕкшĕн тунсăхласах çитнĕччĕ. Вĕсен кăмăлне тивĕçтерсе-ши — Элĕк енчен хура çумăр пĕлĕчĕсем вăраххăн шуса килчĕç те кăштах çиллĕрех пулин те — çур сехете яхăн çĕре самаях шÿтерсе хăварчĕç. Унта-кунта хÿтлĕх тупнă халăх пур пĕр саланмарĕ. Чылайранпа çуман çумăр — ырă çын парни, теççĕ. Çаплах пулĕ. Тен ăна Пайтул леш тĕнчерен илсе килчĕ? Ун пек калакансем те тупăнчĕç. Каллех хĕвел ялтрайса кайрĕ. Уяв малалла тăсăлчĕ. Юрă-кĕвĕ тăтăш илтĕнсе тăчĕ.

Пайтул “таврăнни”

Кĕтнĕ самант çитрĕ. Тăкăрлăкран хура-хăмăр тĕслĕ маттур урхамахпа йĕнер çинче ĕлĕкхи тум тăхăннă хайхи Пайтул паттăр килни курăнса кайрĕ. Ăна унăн савнийĕ Минисса тата Пайтула пулăшаканĕ çавăтса пыраççĕ. Пайтул сăнарне Çырмапуç Карай çынни, Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул учителĕ В. Михайлов калăпларĕ. Вăл ентешĕсене уяв ячĕпе саламласа пуç тайрĕ, хăй пурнăçĕ пирки сăвăлласа каларĕ, сывлăх сунса сывпуллашрĕ. Çапла вара темиçе çĕр çултан эпир Пайтулпа чăннипех тĕл пулнă пек туйрăмăр хамăра.

Чыславсем, парнесем

Искей Пайтулĕ çинчен чăваш поэчĕсем те сăвă-поэма çырнă: Юхма Мишши, Юрий Сементер, Валем Ахун, Николай Ершов тата ыттисем. Уява пынисем — Юхма Мишшипе Николай Ершов сцена çине тухса пурне те ырă сунчĕç, Пайтул ятне çĕклес енĕпе ку таранччен мĕн-мĕн туни çинчен пĕлтерчĕç. Н. Ершов хăйĕн “Чăваш халăх паттăрĕ — Пайтул” сăввине вуларĕ. Çав самантпа усă курсах, Чăвашсен обществăпа культура пĕрлĕхĕ туса хунă премине 2011 çулта пултарулăхпа çутлăх ĕçĕсенче тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн тата çамрăк ăрăва чăвашлăхшăн, чăваш литературипе культуришĕн, искусствишĕн ĕçлесе ырми-канми хавхалантарса пынăшăн — Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен аслă поэчĕ тата çар пуçĕ Пайтул Искеев ячĕллĕ литература премийĕн дипломне тата медальне Чăваш Республикинчи Писательсен Союзĕн членне, районти Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн хисеплĕ председательне Н. Ершова парса чысларĕ. Ку таранччен çак чыса 5 çын тивĕçнĕ, вăл — улттăмĕш. Сцена çине уява килнĕ Пайтул премийĕн лауреачĕсене хисеп туса чĕнчĕç. Вĕсем: В. Енцова, Н. Кондрашкин, Ю. Дадюков тата Н. Ершов. Ăшă сăмах каласа, вĕсем те парнесем кÿчĕç. Хăй шутĕнчен Н. Ершов уяв умĕн çынсене Пайтул кĕнекине 30 экземпляр валеçсе панине те асăнмалла.

Юрă-ташăсем

Каларăмăр ĕнтĕ: уяв юрă-кĕвĕрен пуян пулчĕ тесе. Чăннипех çапла. Карайри вăтам шкулта вĕренекенсем Пайтул сăввисене вуларĕç, юрăсем юрларĕç, ташларĕç, ĕлĕкхи çамрăксен вăййине кăтартрĕç. Карайри кану центрĕ çумĕнчи А. Алексеев ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ чылай юрăсем парнелерĕ, чăваш ташши лартрĕ. Карайсен гимнне — “Пилĕк Карай — пĕр тăван” юрра кăларчĕç.

Карайсене хавхалантарма районти халăх пултарулăх çурчĕн “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ, “Кăмăл” ушкăн юрăçисем килнĕ. Вĕсем авалхи халăх юррисемпе пĕрлех, çĕнĕ юрă-кĕвĕ те шăрантарчĕç. Акă, Ю. Данилов юрăç чăвашсен гимнне — “Алран кайми аки-сухи” тата Сурăмхĕррисене халалласа — “Сурăм вăрманĕ” юрăсене çĕкленÿллĕн юрларĕ. Илемлĕх ертÿçи Н. Никоноров çамрăк композитор Н. Ершов сăввисемпе çырнă “Чăваш халăх паттăрĕ — Пайтул” юрă тата “Сурăмхĕррисен юрри” пĕрремĕш хут янăрарĕç. Район центрĕнчи хут купăсçăсен “Хавал” ансамблĕ чăваш кĕввисене ытарайми вылярĕ. Уйрăм юрăçсенчен Шупашкарти хамăр ентеш-юрăçсем В. Егоров, Н. Степанова тата Н. Данилова юрларĕç.

Тав тунисем

Пĕр пĕтĕмĕшле илсен, уяв халăх активлăхне, хастарлăхне çÿллĕ шая çĕклеме пулăшрĕ. Пĕрне ырласа, тепĕрне хурлама та çук. Çапах та çак уява хатĕрленсе ирттерме чунтан тăрăшнисене хавхалантарни пушшех те вырăнлă. Çапла турĕ те Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов. Чи малтанах хаклă хăнасене Карай çĕрĕ çине килсе сăваплă ĕç туса кăмăл çĕкленĕвĕ илнĕ ятпа ятарласа пичетленĕ Хисеп хучĕпе чысларĕ. Уява кăтартуллă ирттерессишĕн чунтан-вартан вĕткеленнĕ çынсене Тав хучĕ пачĕ. Çырмапуç Карай çыннине — Валерий Германович Григорьева уйрăмах пысăк тав. Вăл уявра çынсене Пайтул кĕнекине 150 экземпляр парнелерĕ — 15 пин тенкĕлĕх.

Юлашки йĕркесем

Уява Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Ильин сценарийĕ тăрăх Чăваш радио дикторĕ — Карай ялĕнчен тухнă В. Прохоровпа Карайри кану центрĕн директорĕ Л. Алексеева пултаруллăн йĕркелесе пычĕç. Уяв ăнăçлăхĕ вĕсенчен нумай килчĕ. Вĕсемех уяв вĕçленни çинчен пĕлтерсе, мĕнпур халăха тутлă шÿрпе тата шашлăк çиме йыхравларĕç.

Н. Янгер

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика