Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марина Степанова — “Ăс пике” номинаци çĕнтерÿçи

29 апреля 2011 г.

Марина Степанова — “Ăс пике” номинаци çĕнтерÿçи

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарти “Mega Galaxy” центрта, Чăваш чĕлхи кунне халалласа республикăри “Чăваш пики-2011” V конкурс иртнĕ.

Ăна регионсем хушшинчи “Чăваш наци конгресĕ” тата республикăри çамрăксен “Хастар” обществăлла организацисем Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрествипе тулли мар яваплă “Cиec” пĕрлешÿ пулăшу панипе йĕркеленĕ.

Чăваш пикине палăртас тĕллевпе ирттернĕ конкурса республикăри районсенчи 12 хĕр хутшăннă. Вĕсем “Визит карточки”, “Ăс-хакăл конкурсĕ”, “Пултарулăх конкурсĕ”, “Чăваш наци апат-çимĕçĕ” тата “Чăваш стилĕ” блоксенче тупăшнă.

Пирĕн район чысне ку конкурсра Кÿлхĕрри ялĕнче çуралнă, халĕ Санкт-Петербургри патшалăх университетĕнчи 1-мĕш курсра вĕренекен Марина Степанова ăнăçлă хÿтĕленĕ. Вăл “Ăс пике” ята тивĕçнĕ. Маринăна çавна май ăшшăн саламлатпăр, ăнăçусем сунатпăр.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика