Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтава тивĕç хĕрарăм

15 декабря 2010 г.

Халĕ М. Н. Матвеева тивĕçлĕ канура. Апла пулин те алă усса лармасть. Яланах канăçсăр. Кил-çуртра та вăр-вар. Ял-йышра ватти-вĕттипех паллаççĕ ăна. Вашават хĕрарăм.

Мария Николаевна Хĕрлĕ Чутай районĕнче 1941 çулта июлĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. 4 класс вĕренсе пĕтернĕ. Амăшĕнчен 10 çултах тăлăха юлнă. Ашшĕ, Зайцев Николай Ермолаевич, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнаймасть. Машукăн пурнăçĕ çăмăл килмен. 13 çултах вăл хуçалăх ĕçне кÿлĕнет, лашасем пăхать. Каярахпа (16 çулта) Волгоград облаçĕнче дояркăра ĕçлеме пуçлать. Çакăнта çамрăк каччăпа, Владимир Афанасьевич Матвеевпа, паллашса çемье çавăрать. 1967 çулта упăшкин тăван ялне, Çырмапуçне, таврăнать. Килсенех ял хуçалăхĕнче дояркăра ĕçлеме пуçлать. Часах ăна ялта ырăпа асăнма тытăнаççĕ. Малта пыракансен пĕр-пĕр канашлăвне çын ямалла — ун ятне асăнаççĕ, депутат суйламалла — каллех ун ячĕ илтĕнет.

Сирĕн шутпа, Мария Николаевна, мĕнрен килет çакă?

— Чыс-хисеп малтан çемьере, ху пурăнакан урамра пултăр. Кайран вара… Чăнах, чи малтан тăван урамра ырă ята тивĕçмелле, кÿршĕсен ырă сăмахне илтмелле пуль. Эпĕ пĕлессе, шăпах çавнашкал çынсем палăраççĕ те. Кÿршĕрен ытларах сана кам пĕлтĕр-ха ĕнтĕ, — терĕ.

Чăнах пурнăçра тăван урам сана çĕклет те, асăрхамасăр та хăварма пултарать.

Ун çинчен эпĕ самаях пĕлетĕп. Пĕр урамра пурăнатпăр. Ăна колхоза ертсе пыракансем лайăх енчен сăнласа паратчĕç. Вăл яланах чи малта пыракан дояркăсенчен пĕри. Мария Николаевна район совечĕн депутачĕ те пулнă, наградăсем те нумай унăн. Çавăнпа манăн Машук аппа ĕçченлĕхĕпе ÿсĕмĕсене, кунпа пĕрлех пурнăçĕпе кун-çулне сăнласа кăтартас килет. М. Н. Матвеевана ял хуçлăхĕнче малтисен ретĕнче пулнăшăн Мускава ВДНХна тÿлевсĕрех экскурсине илсе кайнă. Фермăра тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме пуçлать. Ĕçленĕ хушăрах мăшăрĕпе ачасем ÿстереççĕ. Çамрăк çемье хăйне валли çурт та лартма ĕлкĕрет.

Сăмах майăн Мария Николаевна акă мĕн каларĕ: дояркăн хăш ушкăнĕнчи кашни ĕнене мĕнле пăхмаллине, хăш кун мĕнле апат усăллăраххине те шăпах хăйĕн курса тăмалла. Зоотехник вăл пĕтĕм ферма валли рацион туса парать. Кашни ĕнене уйрăмăн шута илеймест. Ĕнесене те вăхăтра чуптарса хăвармалла. Чирлесрен асăрхаса тăмалла. Ун ушкăнĕнчи ĕнесем хăй вăхăтĕнче каярах юлса пăрулани е хĕсĕр юлни пулман. Дояркăн кашни ĕне хăйне мĕнле тыткаланине куллен-кун сăнаса тăмалла. Çакă ăна тĕрĕс пăхма-тăрантарма май парĕ.

Ачасем çуратсан та фермăра татăлмасăрах ĕçленĕ Мария Николаевна.

— 20—30 ĕне алпа сăваттăмăр, хальхи пек сĕт пăрăх тăрăх ăсанман, витресемпе алпа йăтаттăмăр. Каярахпа Кÿлхĕрри сĕт-çу ферминче ĕçленĕ чух 67-шер ĕне сăваттăмăр, сменăпа вăй хураттăмăр, ун чухне пирĕн ĕç самай çăмăлланчĕ.

Хуйхине те нумай тÿснĕ Мария Николаевна. Чире пула икĕ ачи вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Темиçе çул каялла пушар тухса хуçалăхне сиен кăтартрĕ. Çапах та пуçĕсене усмарĕç Матвеевсем.

Ял хуçалăхĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн правительствăн наградисене илме тивĕç пулнă. Октябрьти Революци тата Хисеп Палли орденсем илемлетеççĕ сăнне-кăмăлне. Кăçал çеç ĕçлеме пăрахрĕ вăл ял хуçалăхĕнче. Паян килте мăшăрĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. 3 ача пăхса çитĕнтернĕ. Асли, Игорь, Шупашкарта агрегат заводĕнче водитель пулса ĕçлет. Вăталăххи, Надя, "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕн делопроизводителĕ. Кĕçĕнни, Елена, Шупашкарта милици сотрудникĕнче вăй хурать. 5 мăнук пурри малалла пурăнма хистет.

Карай ял тăрăхĕнче çакăн пек çынсем пурришĕн тивĕçлипе мухтанатпăр.

М. Романова

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика