Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунпа суйласа илнĕ ĕç

09 декабря 2010 г.

Сурăмхĕрри Карайĕнче пурăнать Елена Захаровна. Вăл хăйĕн кун-çулĕн пысăк пайне техник-осеменаторта ĕçлесе ирттернĕ.

Елена 55 çул каялла Çырмапуç ялĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Тантăшĕсемпе Карайри шкула вĕренме çÿренĕ. Вĕреннĕ вăхăтра çулсем сисĕнмесĕрех иртсе пыраççĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн вăл пĕр хушă Сурăмхĕрри лавккинче сутуçăра халăх ырлăхĕшĕн ĕçлет. Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн темиçе хутчен хисеп грамотисене тивĕçет. Сутуçăра ĕçленĕ хушăра Сурăмхĕрри каччипе, Николай Егорович Егоровпа, çемье çавăрать. Вĕсем икĕ хĕрне тата пĕр ывăлне тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратнă, пурне те аслă пĕлÿ панă. Аслă хĕрĕ — Галина — Шупашкарта пĕр шкулта ачасене вăрентет, ывăлĕ — Александр — строитель, Мускав хулине командировкăна çÿрет, кĕçĕнни — Дина — районта нотариус кантурĕн ĕç хучĕсен (делопроизводство) специалисчĕ. Пурте çемье çавăрнă. Мăнукĕсемпе ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ. Егоровсем ĕçчен те тăрăшуллă çемье, Сурăмхĕрринче пÿрт-çурт тата хуралтăсем çĕкленĕ. Карта тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Мăшăрĕпе тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те паянхи кунчченех ял хуçалăхĕнче ĕçлеççĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе юратнăран Елена Захаровна профессине улăштарать. Вăл 31 çул ĕнтĕ "Караево" пĕрлешÿн Кÿлхĕрринчи сĕт-çу ферминче техник-осеменаторта тăрăшать. Паянхи кунчченех хуçалăха, çынсене пулăшас туртăм ăна çак ĕçре тытса тăрать.

Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине ÿстерессишĕн пыракан кĕрешÿре выльăхсен ăрат пахалăхне лайăхлатас ыйту питĕ пысăк вырăн йышăнать. Искусственнăй майпа пĕтĕлентерни çак тĕллеве тивĕçлипе татса пама, продукци нумай паракан çĕнĕ ăратсем çитĕнтерме пулăшать. Ерекен чирсенчен сыхлать. Çак ĕçре ĕнтĕ Елена Захаровнăн тÿпи иксĕлми. Вăл ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли технологине пăхăнса ĕçлет. Ахальтен мар пулĕ Елена Захаровна район шайĕнче техник-осеменаторсен хушшинче иртнĕ конкурссенче мала тухать, парнене тивĕç пулать. Кăçал вара ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен ветеран техник-осеменаторсен республикăри конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тата хаклă парнене тивĕçрĕ. Елена Захаровна çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать, хăйĕн ĕçĕнче пуян опыт пухнă. Ун çинчен "Караево" пĕрлешÿри Г. Н. Семенова зоотехник, ферма заведующийĕ Г. Н. Васильева ырă сăмахсем çеç калаççĕ. Тăрăшуллă та ĕçчен, сăпайлăхĕ те, пултарулăхĕ те куç умĕнчех, çынсемпе вашават, ырă чунлă. Хăй ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынишĕн хисеплеççĕ Елена Захаровнана коллективра.

М. Романова

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика