Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăх умĕнче пуç усмаççĕ

03 декабря 2010 г.

Çуллахи типĕ çанталăк ял хуçалăх отрасльне йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлесси те ытти çулхипе танлаштарсан чылай чакрĕ. Çавăнпа та пуль хуçалăхсемпе уйрăм çынсем ытлашши пуçа сутма тытăнчĕç. Лару-тăрупа паллашас тĕллевпе Кÿлхĕрри сĕт-çу фермине çитрĕм. Г. В. Спиридонов ертсе пыракан "Караево" пĕрлешÿ ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăм.

Г. В. Спиридонов ертÿçĕ, Г. Н. Семенова зоотехник тата ферма заведующийĕ Г. Н. Васильева пикенсех канашлаççĕ, малашлăх çинчен сÿтсе яваççĕ.

Çак хуçалăха Геннадий Васильевич кăçал çеç ертсе пыма тытăннă. Унпа калаçнă хыççăн вăл тăван хуçалăхшăн чунтан кулянни сисĕнчĕ. Апат сахалли те пăшăрхантарать ăна. "Кăçалхи çул хуçалăха выльăх апачĕпе тивĕçтерме йывăртарах", — терĕ вăл. Апла пулин те ертÿçĕ Киров облаçĕнчен 150 тонна утă илсе килме калаçса татăлнă. Çак уйăхра турттарма пуçлаççĕ, вырăнта тепĕр 170 тонна хатĕрлесе хунă.

"Караево" пĕрлешÿ ĕçченĕсем ĕлĕкренех йăрă пулнă, уй-хирте тырă çитĕнтереççĕ, утă-улăм хатĕрлеççĕ, фермăра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ.

"Тыр-пул тухăçĕ пĕчĕк, мĕн пур шанчăк выльăхра, — терĕ Галина Николаевна зоотехник. — Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çынсене ĕç тупма, шалу илме пулăшать. Анчах та апат сахаллипе Çырмапуç ферминчи вăкăрсене пĕтертĕмĕр. Унта выльăх пăхнисене Кÿлхĕрри фермине ĕçлеме вырнаçтарнă.

Хальхи вăхăтра Кÿлхĕрри ферминче 387 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Çав шутра сăвакан ĕнесем — 230. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ. Тутлăхлă апатсăр сăвăма ÿстересси иккĕлентерет.

Кулленхи сăвăм халĕ ĕне пуçне 7, 5 килогрампа танлашать. Рацион тăрăх пусыпка — 4шар, утă — 6-шар килограмм тивет, çĕр улми те параççĕ. Декабрь, январь уйăхĕсенче ĕнесем йышлăн пăрулама тытăнаççĕ. Çавăнпа та сăвăм ÿсессе шанаççĕ.

Кашни выльăх пуçне вăтамран 12, 5 центнер апат единици çеç янтăланă. Йĕркеллĕ хĕл каçма 24 центнертан кая мар кирлĕ. Анчах апат сахалли витесене пушатса хăвармаллине пĕлтермест.

Сĕт блокĕнче сĕте тасатса сивĕтмелли установка вырнаçтарнă, унта сехетрен 4 градуса çити сивĕнет. Пахалăхлă продукцине Шупашкарти тата Çĕмĕрлери сĕт-çу завочĕсене ăсатаççĕ. Мĕн пур оборудованисене оператор пăхса ĕçлеттерсе тăрать.

— Выльăх апачĕ ытти çулхинчен сахалрах хатĕрлерĕмĕр, — пăшăрханать ферма заведующийĕ Галина Николаевна. — Шăрăх аптратман тăрăхран илсе килессе шантараççĕ... Çуллахи вăхăтра скотниксем ĕнесене уя илсе тухрĕç, ешĕл курăкпа тăрантарчĕç. Халĕ витере тăракан ĕнесене сенаж, утă-улăм, çăнăх тата çĕр улми çитереççĕ. Анчах та апат çителĕксĕрри куç кĕретех. Кăçал мĕнле те пулин упраса хăварасшăн кĕтĕве.

Выльăха сутма çăмăл. Кĕтĕве ÿстерме темиçе çул кирлĕ. Картишĕнчи выльăх çемьене пĕтĕçтерет, ĕçпе тивĕçтерет. Ĕçлекен çын хăйне те йĕркеллĕ тытать. Сăмах май, кăçалхи çул хресченшĕн "тупăшлăрах" та иккен: 1 килограмм сĕте 15 тенкĕпе пухаççĕ. Пĕлтĕр ку тапхăрта çак таварăн хакĕ 4—5 тенкĕрен ытла пулман. Тепĕр енчен куншăн савăнмаллиех çук, тăкакĕсем те виçесĕр ÿссе пыраççĕ: электроэнерги, шалу тÿлемелли, налук тата ытти те.

— Ферма ĕçченĕсем пирки лайăххине çеç калас килет, — тет Галина Николаевна. — Дояркăсем сменăпа тăрăшаççĕ. Ф. Г. Степанова, С. М. Хлебнова, Л. Г. Степанова, Г. Л. Федорова, О. Н. Алексеева, Г. В. Шишкова ĕне сăвакансем ăмăртмалла тăрăшаççĕ. Вĕсене ĕçре Е. З. Егорова техник-осеменатор пулăшса пырать.

В. М. Федоров, С. В. Леонтьев, В. В. Волков, С. Л. Спиридонова, Галинăпа Валерий Фоминсем, А. Порфирьева скотниксем выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра тăрантарассишĕн чунне параççĕ. Н. Фоминапа А. Семенова çичĕ уйăха çитеймен пăрусене пăхаççĕ. П. С. Сергеев ир-ирех çитсе тислĕк кăларать, витесенче яланах тирпейлĕ.

— Малашне те выльăх-чĕрлĕх отрасльне тĕпе хурса ĕçлемелле. Йывăрлăх умĕнче пуç усмастпăр, — теççĕ карайсем.

М. Романова

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика