23 апреля 2010 г.
Апрелĕн 21-мĕшĕнче Трак енре “Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ май 2010 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне халалланă мероприятисем хатĕрленсе ирттересси çинчен. Вырăнти хăй тытăмлăх тата территорири обществăлла хăй тытăмлăх органĕсен экологи субботникĕсем, Йывăç кунĕн çуркуннехи тапхăрне, ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçсене йĕркелесе ирттерес енĕпе тăракан задачăсем” темăпа Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта Раççей Федерацийĕн юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Н. В. Прокопьева ертсе пыракан информаци ушкăнĕ хутшăнчĕ.
Надежда Викторовна район пуçлăхĕпе С. А. Николаевпа пĕрле Карай ял тăрăхĕнче (пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Л. П. Андрианова) пулчĕ, “Караево” пĕрлешÿ ертÿçисемпе курнăçрĕ, çĕр улми суйлакансемпе (29-ăн) информаци кунĕн темисем тăрăх калаçрĕ.
Çакна палăртма кăмăллă. Карай тăрăхĕнче уй-хирти çурхи ĕçсем вăй илсех пыраççĕ. В. И. Семенов агроном пĕлтернĕ тăрăх, 2—4—5-мĕш бригадăсенче çак кун тĕлне Г. Фомин тракторист 96 гектар нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантарнă. 2 агрегатпа (вĕсене Геннадийпе Константин Фоминсем, Э. Ивановпа Н. Федотов ĕçлеттереççĕ) 260 гектар лаптăкра нÿрĕк тытнă. Хуçалăхра “иккĕмĕш çăкăр” лаптăкне ÿстерме пăхаççĕ. А. П. Капитонов гендиректор каланă тăрăх, лартса хăварма 200 тонна элита вăрлăх кÿрсе килеççĕ, ку эрнерех ĕç укçи енĕпе те унччен пухăннă парăма татма палăртаççĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)