Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карайра- ял тарехен куне

05 марта 2010 г.

Ялсенче граждансен пухăвĕсем вĕçленсе пынă май, ял тăрăхĕсенче конференцисем иртме пуçларĕç. Района йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалласа, кăçал вĕсем “Ял тăрăхĕн кунĕ” ятпа пыраççĕ. Ку евĕр пĕрремĕш мероприяти нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Карайра пулчĕ.

Малтанах унта вырăнти хуçалăх шăпипе тата пуласлăхĕпе çыхăннă ыйтăва пăхса тухрĕç. Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе унта тулашри управляющи çирĕплетнипе хускалчĕ вăл. Икĕ сехете яхăн калаçрĕç конференцире ун тавра, хăшĕ-пĕрисем хĕрсе кайсах тавлашрĕç пулсан та, нумайăшĕ “Караево” пĕрлешÿ ертÿçин тилхепине “Çĕр улмине — мухтав” агрофирма директорне А. П. Капитонова шанса парассишĕн сасăларĕ. Александр Петрович хăйĕн сăмахĕнче ку хуçалăха йывăрлăхран кăлармашкăн сумлă тÿпе хывма, малтанах ĕç укçи парăмĕпе (500 пин тенкĕ) татăлма хатĕррине палăртрĕ. Хуçалăхăн пĕтĕмĕшле парăмĕ вара 20 миллион тенкĕ патнеллех çывхарать.

Унтан конференцире ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. В. Спиридонов пĕлтĕрхи ĕç-хĕл тата кăçалхи тĕллевсем пирки отчет туса пачĕ. Геннадий Васильевич уйрăмах бюджет укçи-тенкине мĕнле расхутлани çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. “Нумай çитменлĕх хамăртанах килет”, айăпа йышăнчĕ вăл. Ав, шыв пăрăхĕсем кивелсе çитни хăшкăлтарать. 2 эрне хушшинче Карайра кăна вĕсем 4 хутчен шăтнă. Шывпа усă курнăшăн халăхран 147 пин тенкĕ пухнă-ха. Шел, ку укçа пăрăхсене çĕнетме мар, тăкаксене саплаштарма та çитсех пымасть. Кил вырăнĕпе дача евĕр усă куракансенчен те шывшăн укçа пухмаллине каларĕ пуçлăх. Культура учрежденийĕсене йĕркене кĕртессипе те нумай вăй хумалла-ха. Карайри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчи физиотерапи пÿлĕмĕ, тивĕçлĕ оборудовани пур пулсан та, ĕçлеменни те, урамсенче тасамарлăх хуçаланни те канăçсăрлантарать ял çыннисене.

Конференцине район пуçлăхĕ С. А. Николаев, йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ В. Ю. Иванов, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л. А. Киселев тата РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. В. Петрова хутшăнчĕç, С. А. Николаев, Л. А. Киселев, А. В. Петрова сăмах каларĕç. Станислав Андреевич ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ пулнине палăртнă май, халăх хускатакан ыйтусене татса пама майсем тупмаллине палăртрĕ.

Вăл ял хуçалăх производствинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн М. П. Петров механизатора район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ, “Ĕç ветеранĕ” удостоверени пачĕ, А. В. Васильев вăрçă ветеранне тата тылра вăй хунă 15 ĕçчене “Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул” юбилей медалĕсемпе наградăларĕ (ку чыса вара ял тăрăхĕнчи 71 ветеран тивĕçнĕ). Альбина Валерьяновна пенси ыйтăвĕпе 6 çынна йышăнчĕ.

Конференци, пĕр сăмахпа, хĕрÿ иртрĕ. Унта 156-ăн хутшăнчĕç. Ал ĕçĕсен выставкинче вара Л. Петрован, Л. Платонован, Л. Алексееван тата шкул ачисен ĕçĕсемпе, Платоновсемпе Сергеевсен çемье альбомĕсемпе паллашма, çавăн пекех вырăнти юрă-ташă ăстисен концертне пăхма пулчĕ. Юлашкинчен ял тăрăхĕпе район администрацийĕн волейбол командисем шкул спортзалĕнче юлташла тĕл пулса вылярĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика