19 мая 2009 г.
“Çурхи кун çулталăк тăрантарать” текен каларăш хÿтлĕх учрежденийĕнче тăван кил ăшшине тупнă кинемейсемпе мучисемшĕн те ют мар. Халĕ вĕсем вăй çитнĕ таран пахчара тăрмашаççĕ, тĕрлĕ çимĕçе вăхăтра акса-лартса хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Кунта пурăнакан 12 çынран чылайăшĕ çичĕ теçеткене вакланă, пурнăç тути-масине самаях ас тивнĕ. Çавна май тепĕр чух сăмах вылятмалли те тупăнать. Пĕри, авă, ку эрне мăшăрлă тесе сухана çитессинче тин лартма сĕнет. Тепри ăна хирĕçлеме пăхать: “Туррăн кунĕ пĕрех, вăхăтра лартса хăварсан, лайăх пăхса тăрсан пур çимĕç те ăнса пулать. Эрне мăшăрлипе-мăшăрсăррипе сăлтавласа кахала персе ларсан, чăн та, пулăхлă çĕр çинче нимех те çитĕнес çук”. 46 сотăй лаптăкра сухан, кăшман, купăста, çĕр улми тата ытти культура çитĕнтереççĕ ватăсем. Хăйсен вăйĕпе кăна тени тĕрĕсех мар пулĕччĕ. Социаллă ĕçченсем хавхалантарса, пулăшса пыраççĕ вĕсене. Ветерансен çуртĕнче 10-15 çул пурăнса та шухăшĕпе тăван килеллех туртăнакан ватăсем хăйсен çывăх çыннисемшĕн ытлашши пулса тăнине чунпа туяççĕ. Çавăнпа та Людмила Сергеева, Антонина Петрова, Раиса Федорова тата социаллă учреждени ертÿçи Владислав Малинин халсăрскерсемшĕн - çывăхран та çывăх тăван, шанчăклă хÿтĕлевçĕсем. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем вĕсем, ватлăх кунĕнче кунта ырлăх шыраса килнĕскерсем. Чи асли сакăр вуннă урлă каçнă, кĕçĕнни аллă пиллĕкрен иртнĕ. Тĕрлĕ ялтан, кашнин - хăйĕн шăпи, хăр тăлăххисем те, ача-пăча пăхса ÿстернисем те пур вĕсен хушшинче. Ывăл-хĕрли çамрăк ăрупа пĕр чĕлхе тупайманнипе кунта килнĕ.
Ветерансен çуртĕнче канлĕ вĕсене, пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ, хăйсене хÿтте илнĕ çынсене чĕререн тав тăваççĕ. Людмила Николаевнăна пуринчен те ытларах кăмăллаççĕ. Ырă кăмăлĕшĕн, çепĕçлĕхĕшĕн, аслă ăру çыннисемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнăшăн хисеплеççĕ. Çамрăк хĕрарăмпа чуна уçса калаçма май пурри тыткăнлать ватăсене, Людмила Николаевна хăй те вĕсен канашне ăша хывать. Аслă ăру çыннисемпе хутшăнса, вĕсен шăпине çăмăллатма тăрăшса чун канăçлăхне тупать социаллă ĕçчен. Иккĕмĕш çул кăна вăй хурать вăл ветерансен çуртĕнче, кĕске тапхăртах ят-сум çĕнсе илнĕ. Пĕлтĕр “Районти социаллă ĕçченсенчен чи лайăххи” ята тивĕçнĕ. Тĕрĕссипе, яланах çынсен ырлăхĕшĕн тăрăшнă Л.Сергеева. Вăтам шкул хыççăн суту-илÿ училищинче ăс пухнă хыççăн тĕрлĕ тытăмра - вулавăшра, лавккара, столовăйра - вăй хунă. Кĕçĕн хĕрне çуратсан ялта садик хупăннă. Кристинăна район центрĕнчи ача-пăча учрежденине куллен илсе çÿреме çăмăлах пулман. Шăп çав вăхăтра килсе вырнаçнă Людмила Николаевна ваттисен çуртне. Малтанласа вăхăтлăха тесе шухăшланă. Каярахпа çак ĕçе чунпах кÿлĕннĕ. Тиевĕ, тĕрĕссипе, çăмăл мар ĕнтĕ: ватăсене тăрантармалла, çуса-тасатса тăмалла, вĕсен тĕрлĕ ыйтăвне татса пама хутшăнмалла. Мунча хутса кĕртесси те социаллă ĕçченĕн тивĕçĕ шутланать. Ку çеç-и? Мучисене сухал хырса яни те пĕрре кăна мар пулнă.
Кану усăллă иртет патшалăх çуртĕнче. Телевизор умĕнчен тĕрлĕ сериал пынă чухне халăх татăлмасть, хаçат-журналăн çĕнĕ номерĕсене те тĕплĕн шĕкĕлчесе тухаççĕ пенсионерсем. “Хыпарпа” унăн кăларăмĕсене уйрăмах кăмăллаççĕ вĕсем, районти “Ял пурнăçне” те юратса вулаççĕ. Кинемейсем ал ĕçĕпе чуна кантараççĕ, тĕрлеççĕ, арлаççĕ - кам мĕне пултарать. Хăйсене валли кăна мар тата, ялти çынсем валли те ăсталаççĕ. Ара, паянхи ĕçлĕ çамрăксен алсиш-нуски çыхса ларма ерçÿ çукрах çав...
Çемье тĕрекĕ
Элĕк районĕнчи Анаткасра çуралса ÿснĕ Людмила çемье телейне Красноармейски тăрăхĕнче тупнă, Карайри Юрий Сергеевпа мăшăрланса кунтах тымар янă. “Тĕп килтен уйрăлса тухса хамăр хуçалăх çавăртăмăр. Николай Карай сăвăçăн çуртне туяннă эпир, ăна тĕпренех çĕнетнĕ”, - тет кил хуçи хĕрарăмĕ. Мăшăрĕ те хăй пекех тăрăшуллăскер, “Караево” ял хуçалăх предприятийĕнче чылайранпа водительте тăрăшать.
Хуçалăхĕ пысăк Сергеевсен, картиш тулли ĕне-выльăх, пахча-сад тулли тĕрлĕ çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ, ялти ятлă-сумлă çемье шутланаççĕ. Пилĕк чун тĕпренчĕкĕ - ытарайми хĕрĕсем - ашшĕпе амăшĕн чи хаклă пуянлăхĕ. Татьяна ЧППУн ют чĕлхе факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Германире стажировкăра пулнă. Халĕ тăван университетра вăй хурать. Оксана та унтах, художествăпа графика факультетĕнче ăсталăха туптать. Алена планпа экономика колледжĕнче вĕренет, Светлана Карайри вăтам шкулăн 11-мĕш класне пĕтерет. Кристина хальлĕхе тăватă çул кăна тултарнă-ха.
Сергеевсем пĕлтĕр районта “Çулталăк çемйи” конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнса республикăри тупăшăва хутшăнма путевка çĕнсе илчĕç, унтан хаклă парнене тивĕçрĕç. “Пысăк чыса тивĕç пулнăшăн чăннипех савăнтăмăр, Шупашкартан тулли кăмăлпа таврăнтăмăр. Ачасем уйрăмах пуçаруллă пулчĕç. Экзамен тапхăрĕ пулнине пăхмасăр, тĕплĕн хатĕрленчĕç”, - тет амăшĕ. Хăйĕн ĕçĕпе те кăмăллă вăл. Аслă ăру çыннисене пăхса пурăнни ăна чунпа тĕрекленме, çынсен, уйрăмах тăвансен хушшинчи хутшăнусене хаклама вĕрентет.
Источник: "Хыпар"