Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Карайсем — ĕçе юратакан çынсем”

13 марта 2009 г.

Сăлтавĕ те çук мар çав. Акă пĕлтĕр кунта 322917 пин тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ (районти иккĕмĕш кăтарту), таса тупăш вара 2451 пин тенкĕпе танлашнă. Станислав Андреевич карайсем умĕнче район шайĕнчи тата темиçе цифрăна илсе кăтартрĕ. Районĕпе иртнĕ çул 186 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ илнĕ (2007 çулта — 155 миллионлăх), тупăш ял хуçалăхĕн 21 предприятийĕпе (“Восток” çеç çулталăка тăкакпа вĕçленĕ) 23502 пин тенкĕ пулнă (виçĕм çул — 16 миллион), патшалăхран хуçалăхсем пурĕ 18614 пин тенкĕ пулăшу илнĕ (2007 çулта — 9 миллион). Кунсăр пуçне хуçалăхсене пĕтĕмпе 50 миллион тенкĕлĕх кредитпа тивĕçтернĕ. Районĕпе ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçи 2008 çулта 4806 тенкĕ пулнă пулсан, “Караевăра” вăл пысăкрах — 5247 тенкĕ.

“Çапах эсир лайăхрах та ĕçлеме пултарнă, пултаратăр та.Калăпăр, районĕпе илсен, кăçал эпир пĕлтĕрхинчен 120 гектар çĕр улми ытларах лартса хăварасшăн. Сирĕн ку хушăрах ”иккĕмĕш çăкăр” лаптăкĕсем пĕчĕкленчĕç. Йăнăша тÿрлетмеллех, çĕр улми çитĕнтермелли çĕнĕ технологие алла илме те вăхăт”, — терĕ район пуçлăхĕ.

Уй-хирти иртнĕ çулхи ĕçсен мĕн пур комплексне чăрмавсем тупăнкаласах тăнă пулсан та вăхăтра ирттерни, выльăх-чĕрлех отраслĕнче ырă улшăнусем туни çинче хăйĕн отчетĕнче В. Платонов председатель те чарăнса тăчĕ. Вăл М. Петров, Г. Фомин, Н. Петров комбайнерсене, С. Степанов, Э. Иванов, Е. Александров, Н. Федотов, О. Иванов, В. Пименов, П. Сергеев, Р. Кузьмин, Ю. Сергеев механизаторсене, Н. Кириллов тимĕрçе, В.Иванов сварщика, пур ĕçре те алă ларакан Н. Егорова, Г. Спиридонов тĕп инженера ырăпа палăртрĕ. В. Александров вара (халĕ вăл çар ретĕнче тăрать) улăм пресланă çĕрте маттур пулнă. Виталий Николаевича çав хушăрах хăшĕ-пĕрисем ĕç дисциплинине пăхăнманни, силос хывнă чухне пахалăха тĕпе хуманни, гусеницăллă тракторсем кивелсе çитни, тырăсене темиçе çул ĕнтĕ хĕреслĕ майпа акса хăварманни, çĕре 3—4 çул хушши аммиак шывĕ паманни, сĕт хăйхаклăхĕ пысăкки, лашасен йышне пĕчĕклетни (27 пуç çеç халĕ), витаминлă апатсемпе ытларах усă курмалли тата ытти ыйтусем канăç памаççĕ.

Р. Ильина, яланхиллех, сăнав канашĕн акчĕпе туллин те тĕплĕн паллаштарчĕ, нумай-нумай цифрăпа факт илсе кăтартрĕ, сĕнÿсем пачĕ. Сăмах май карайсен ырă тата тепĕр йăла та пур. Хуçалăх пухăвĕ умĕн бригадăсенче те пухусем иртеççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Пухура кооператив ĕç-хĕлне лайăхлатас ыйтусем тавра Г. Спиридонов тĕп инженерпа Г. Семенова тĕп зоотехник, А. Порфирьев ĕç ветеранĕ, Н. Пименова бригадир, Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Семенов тата ыттисем калаçрĕç. Пуху правлени ĕçне “вăтам” тесе хакларĕ, сăнав канашĕн актне çирĕплетрĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика