Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн Шетмĕре Юн кун пуххи кĕрлерĕ

11 июня 2008 г.

Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мăн Шетмĕре йăлана кĕнĕ çуллахи ярмарка — Юн кун пуххи кĕрлесе иртрĕ. Ку хутĕнче ăна Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкне халалларĕç.

Ярмаркăна ял тăрăхĕн пуç-лăхĕ А. Федоров уçрĕ. Унтан Ю. Максимова почтальонка, У. Герасимова медсестра тата тулли мар яваплă “Шатьма” пĕрлешÿ механизаторĕ Г. Васильев Раççей, Чăваш Республикин тата Красноармейски районĕн Ялавĕсене çĕклерĕç.

Малалла ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ П. Николаева ку енри ялсен çыннисемпе хăнасене Мăн Шетмĕ çĕрĕн Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕнчи ÿсĕмĕсемпе паллаштарчĕ. Полина Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, халĕ ял тăрăхĕн территорийĕнчи ачаллă 169 çемьере 265 ача ÿсет, çав шутра виçĕ ачаллисем —13, тăваттăллисем — 12 тата пиллĕклисем — 3 çемье. 4 ачана усрава илнĕ. Кушкăри Васильевсен çемйи, ав, районти конкурса хутшăнса, “Пултаруллă çемье” номинацире çĕнтернĕ. “Бриллиант”, “ылтăн” туйсене паллă тăвакан мăшăрсем те пур. Полина Ивановна хăйĕн сăмахĕнче пур енĕпе те маттур та сатур 9 çемьене ятранах асăнса хăварчĕ, ыттисен вĕсенчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕ. Кăçал Мăн Шетмĕ енре çĕнĕ 5 çемье чăмăртанни, 6 пепке çĕр çине килни те савăнтарать.

“Ачалăхшăн, ача ячĕпе” ыр кăмăллăх фончĕн пухмачне ял тăрăхĕнче ĕçлекенсемпе культработниксем — 2204, Совет Союзĕн Геройĕ В. В. Васильев ячĕллĕ вырăнти вăтам шкул — 8276, “Хĕвелĕм” ача сачĕн коллективĕ — 3500, врач офисĕнче тимлекенсем 1100 тенкĕ хывнине те каларĕ ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ. Тирпей-илем кĕртмелли ик уйăхлăх та вăй илет. Санитари кунĕсене 150 ытла çын хутшăннă, 400 тăваткал метр чухлĕ чечек клумбисем тунă, 1061 тĕм-йывăç лартса хăварнă. Четрикре Р. Прокопьева тăрăшнипе çăл чавнă. Мăн Шетмĕри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне юсанă, çакна валли ял тăрăхĕн администрацийĕ — 3 пин, “Мичуринец” хуçалăх — 2 пин, “Шатьма” — 1 пин, “Мечта” пĕрлешÿ 500 тенкĕ панă. Ял çыннисем пурĕ 15400 тенкĕ пухнă. В. Иванов предприниматель сăрăсем туяннă. 12 çын Мăн Шетмĕри тĕслĕх библиотекăна кĕнеке-журналсем парнеленĕ. Тăтăшах тĕрлĕ выставкăсемпе конкурссем йĕркелесе ирттереççĕ.

Юн кун пуххине пуçтарăннисене (унта 500 çын ытла пырса курчĕ) малалла ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Федоров (Александр Иванович Пăрăнтăк ял старостине М. Исакова, Четрикри Р. Прокопьевана, Тăватпÿртри Ю. Степанована, М. Герасимова почтальонкăна, Кушкăри М. Иванова сутуçăна, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председательне И. Ильина, Пăрăнтăкри Н. Осипована тата Г. Тихонована, У. Герасимова медсестрана, ял тăрăхĕн кассирне М. Васильевана, И. Петрована, Кушкăри ĕçпе вăрçă ветеранне П. Ефимова, Мăн Шетмĕри кану центрĕн ертÿçине Л. Митрофанована парнесем парса хавхалантарчĕ), район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ В. Иванов, “Мичуринецпа” “Шатьма” хуçалăхсен ертÿçисем В. Петровпа Г. Васильев (Герман Геннадьевич малта пыракансен пĕр ушкăнне укçан премисем пачĕ), райпо канашĕн председателĕ А. Дмитриева (Альбина Ильинична райпо тытăмĕнче нумай вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă С. Григорьевапа А. Николаевана парнесемпе чысларĕ), Çĕрпÿ районĕнчи Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Тимофеев саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç (сăмах май, çĕрпÿсен делегацийĕ шкулта, культура учрежденийĕнче, врач офисĕнче пулса курчĕ).

Пысăк концерта вара вырăнти юрăç-ташăçăсем (илемлĕх ертÿçи — ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И. Степанов), Çĕрпÿ районĕнчи Ямашри культура çурчĕн пултарулăх коллективĕ (илемлĕх ертÿçи — ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Григорьева), Шупашкартан килнĕ артистсем — Сергей Павлов, Петр Романов тата ыттисем (çав шутра Натальяпа (вăл — пăрăнтăксем) Наиль Мингазовсем — Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн ташăçисем, музыка училищинче вĕренекен Артур Васильев (Кушкăран), унăн юлташĕ С. Семенов (Яманакран) хутшăнчĕç, ял çыннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Уяв программине Мăн Шетмĕри тĕслĕх библиотекин заведующийĕ Р. Герасимова маттур йĕркелесе пычĕ.

Ярмарка кунпа çеç вĕçленмерĕ-ха. Ачасем валли кунĕпех карусель ĕçлерĕ. Çынсем килĕштернĕ вăл е ку тавара вунна яхăн суту-илÿ точкинче туянма пултарчĕç. Темиçе çĕрте шÿрпепе шашлăк пĕçерчĕç. Шăчă тăррине улăхассипе, алă вăйне виçессипе тупăшрĕç. Стадионта вара мăншетмĕсем пикшиксемпе туслăн тĕл пулса футболла вылярĕç. Волейболистсен тупăшăвĕ те иртрĕ. Юн кун пуххипе кăмăллă юлни пирки çав кун темиçе çынран та илтрĕм.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика