Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăншетмĕсене мĕн хумхантарать?

01 апреля 2008 г.

Юлашки çулсенче манăн “Мичуринец” ял хуçалăх предприятийĕн отчетлă суйлав пухăвĕсенче пĕрре кăна мар пулма тÿр килнĕ. Анчах кăçалхи евĕр шавлă, ĕçлĕ лару-тăрура иртнине астумастăп. Пуху пуçланиччен “Мичуринец” ЯХПКан правлени ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ С. Николаев хутшăнчĕ.

Юлашки икĕ çул хушшинче мăншетмĕсем, районти чылай хуçалăх евĕр, уйрăм пĕчĕк хуçалăхсемпе ĕçлеме тытăнчĕç. Кунта “Волит”, “Шатьма” хуçалăхсем йĕркеленчĕç. Мăн Шетмĕри кану центрĕнче иртекен пухăва “Мичуринец” ЯХПКан иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе унăн ертÿçи В. Петров тухса калаçрĕ. Пĕртте çăмăл килмен мăншетмĕсене иртсе кайнă çул. Апла пулин те 78 гектар кĕрхи, 278 гектар çурхи культурăсем акса хăварма пултарнă. Кашни гектартан 16, 1 центнер ыраш, 14, 1 центнер урпапа тулă пухса кĕртнĕ. Çапла майпа пĕлтĕр 1259 пин тенкĕлĕх ял хуçалăх продукчĕсем сутнă.

— Кăçалхи çур аки валли 50 тонна ытла тĕрлĕ вăрлăх пур, ăна алланă хыççăн таса вăрлăх 40 тонна пулмалла, вăл 150 гектар çине акса хăварма çитмелле, — терĕ Валерий Иванович. — Çынсем ĕçе тухма пăрахрĕç. Çавăнпа уй-хир производствине аякран килнĕ çынсене явăçтарма тивет. Ĕç укçи парăмĕ пирĕн çук. Анчах вăл пысăкрах пулма хистет. Кашни çын хăйĕн ĕçĕнче чунне парса ĕçлесен ырă улшăнусем пулмаллах.

Мăншетмĕсен уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама техника çителĕклех. Ăна кукăр алăллисем куç хывасран уйрăм механизаторсене çирĕплетсе панă.

— Пире никам та килсе туса парас çук, пĕтĕмпех хамăртан килет, — терĕ В. Петров.

Хуçалăхри сăнав комиссийĕн председателĕн Н. Герасимовăн отчетĕнчен çакă паллă пулчĕ. Иртнĕ çул хуçалăх кассине 5010 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Унăн чылай пайăпе ĕç укçи, тĕрлĕрен налуксем, кредит укçи тÿленĕ.

Паянхи куна хуçалăхра 244 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Иртнĕ çул пĕтĕмпе 407 центнер е усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 12, 5 центнер аш-какай туса илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукцине 3560 пин тенкĕлĕх сутнă. Паян хуçалăх балансĕ çинче 19 тракторпа 8 автомашина шутланса тăрать. Пĕлтĕр 119584 тенкĕлĕх юсав пайĕсем туяннă, “хурçă утсене” юсама 114089 тенкĕ тăкакланă, 71 пин тенкĕлĕх электроэнерги çунтарнă.

— Йывăрлăхĕсем чылай, — терĕ хуçалăхăн тĕп экономисчĕ А. Иванова. — Малтанхи çулсенчи тăкаксемпе парăмсене пула çулталăка 3500 пин тенкĕ тăкакпа вĕçлерĕмĕр. Вĕсем пулман пулсан 60 пин тенкĕ тупăш илме пулатчĕ. Пухура хуçалăхра ветврачра ĕçленĕ В. Иванов, ĕç ветеранĕ М. Исаков, В. Митрофанов, А. Тихонов, ыттисем тухса калаçрĕç, хăйсене хумхантаракан ыйтусене çĕклерĕç.

Иртнĕ çулхи çулла никама пăхăнман экспертсем хуçалăхăн пурлăх пайне тĕрĕслесе хак панă. Пухура çавна пăхса тухрĕç. Çакă шав çуратрĕ те. Икĕ-виçĕ арçын, киккириккисене хĕретнĕскерсем, çине-çинех вырăнтан кăшкăрчĕç. Хальхи хуçалăх икĕ хутлă кантурне Мăн Шетмĕ ял тăрăхне парас ыйту та шăв-шав çĕклерĕ.

Пухура “Шатьма” хуçалăх ертÿçи Г. Васильев сăмах илчĕ. Вĕсем иртнĕ çул 230 гектар кĕрхи çĕртме тунă, кăçал 300 гектар ирхи культурăсем, 100 гектар люцерна акма пăхаççĕ.

Пухура çĕр ыйтăвĕпе çыхăннă заявленисене пăхса тухрĕç. Кушкăри Михайловсем, Анаткасри Михайловсем, Юдинсем, Кушарти 38 çынтан тăракан ушкăн хресченпе фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме пăхаççĕ. Мĕнех, вĕсене ăнăçу сунмалли çеç юлать.

Пуху хуçалăхăн отчетлă тапхăрти ĕçне вăтам хак пачĕ, сăнав комиссийĕн отчетне çирĕплетрĕ. Унăн ĕçне райадминистраци специалисчĕсем Я. Григорьевпа Ф. Григорьев, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Федоров хут-шăнчĕç.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика