Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пур кăмăлтан савăнчĕç

21 марта 2008 г.

Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен ялсенче те Çăварни уявĕ иртрĕ.

Вăл кун Мăн Шетмĕ салинче ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрать, аякранах тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем вĕлкĕшни курăнать. 11 сехетре Л. Митрофановапа Р. Герасимова çăварни уявне пуçларĕç. Пухăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Федоров, хуçалăхри ветерансен канашĕн председателĕ И. Ильин, хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Г. Никитина уяв ячĕпе саламларĕç. Серафима Григорьева ватă çамрăк чухне çăварни эрнине ирттерни çинчен каласа пачĕ.

Концерт программине вара культура ĕçченĕсем уçрĕç. Уявра анаткассем, кушкăсем, ветерансем, Совет Союзĕн Геройĕ В. Васильев ячĕллĕ Мăн Шетмĕри вăтам шкул коллективĕ юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Вĕсене И. Степанов баянист хавхалантарса тăчĕ.

Физкультурăпа спорта юратакансем йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче тупăшрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Федоров парнесемпе чысларĕ.

* * *

Урам тăршшĕпех купăс сасси янăрать. Капăрлатнă лав çинчи (хуçи В. Максимов лесник) пикесем илемлĕ чăваш юррисем шăрантараççĕ. Пăрăнтăксем çăварни уявне ирттерме ял хапхи патне пуçтарăнчĕç. Малтанах çăварни уявĕпе Н. Петрова вĕрентекенпе Р. Герасимова библиотекарь паллаштарчĕç. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ Ю. Максимова хĕрарăмсене çурхи пĕрремĕш уяв ячĕпе саламларĕ, çăварнине лайăх ирттерме сунчĕ. Г. Тихонова “Çăварни килет çич кунлăх, ма килмест-ши çĕр кунлăх” юрра парнелерĕ.

Унтан “Çуркуннепе” “Хĕлле” командăсем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусем иртрĕç. Хĕрсемпе каччăсем эстафетăллă вăйăсенче тупăшрĕç, канат туртрĕç, юр кĕлеткисем турĕç. Кунта “Çуркунне” çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Уяв малалла мăн ту çинче тăсăлчĕ. Тăвайккинчен чун килениччен ярăнчĕç. Чи çамрăкки — 3, 5 çулхи Наташа Васильева, чи асли — 71 çулхи Е. Ильина. Çамрăксем футболла вылярĕç. Б. Аленцев, П. Иванов купăсçăсем пухăннисене юрăсем юрлаттарчĕç, ташлаттарчĕç.

Тĕрлĕ вăйă-конкурссем хыççăн пулă шÿрпи питĕ техĕмлĕ пулчĕ. Ăна Е. Петрова пенсионеркăпа Л. Петрова пĕçерсе хатĕрленĕ. Уява пухăннисем çăварни икерчипе кукăльне тутанчĕç.

Çăварни уявне Мускавран килнĕ медицина наукисен кандидачĕ В. П. Иванов ывăлĕсемпе хутшăнчĕ, видеокамерăпа ÿкерчĕ.

Çак пысăк мероприятие 100 çын ытла хутшăнчĕ. Уява йĕркелесе ирттерме ял старости М. Исаков, ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем Ю. Максимовапа Р. Герасимова, Ингăпа Юрий Петровсем, Г. Тихонова, Н. Герасимов пысăк пулăшу кÿчĕç.

Çĕнтерÿçĕсем парнеллĕ пулчĕç.

* * *

Кушкăсем те çăварни уявĕнче савăнчĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, ăмăртусенче тупăшрĕç, улăмран тунă катемпине çунтарса ячĕç. Пĕр-пĕрне çăварни икерчипе сăйларĕç, куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Уява Кушкăри кану çурчĕн администраторĕ Г. Михайлова тата С. Спиридонова йĕркелерĕç.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика