Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аллă çул — паллă çул

06 июня 2007 г.

Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕн кăçал 2 юбилей: пĕрремĕш кăларăм тухнăранпа çур ĕмĕр çитет тата 50-мĕш кăларăм вĕренсе тухать. 1954 çулхи кĕркунне йĕри-таврари çичĕ çул вĕренмелли шкулсенчен 60 ытла ача икĕ 8-мĕш класра вĕренме тытăнаççĕ. Ытти аслă классем пулман. 1956—57-мĕш вĕренÿ çулĕнче вара тулли вăтам шкул пулса тăрать.

Шкулăн пĕрремĕш директорĕ Никонор Григорьевич Григорьев пулнă. Вăл математика учителĕ пулнă. Ун мăшăрĕ, Валентина Кузьминична, нимĕç чĕлхине вĕрентетчĕ. Сăмах май каласан, тата 2 мăшăр пурччĕ шкулта — Сергеевсем, Дмитриевсем. Вĕрентÿ енĕпе паллă поэт хĕрĕ Лия Никифоровна Ваçанкка тăрăшатчĕ. Арçын ачасене çирĕп салтак пулма вăрçă ветеранĕ Я. Яковлев хатĕрлетчĕ. Пурăнать-ха хисеплĕ ветеран; сывлăх сире, Яков Яковлевич! Вĕренекенсене вăй-халлă, сывлăхлă тăвасси Д. Ильинран килетчĕ, вăл пире пĕр минут та ахаль тăратман.

Пирĕн класс ертÿçи Анатолий Игнатьевич Комаров хăйĕн ĕç биографине çак шкултан пуçларĕ, математикăна вĕрентетчĕ. Ачасемпе яланах лăпкă, сассине хăпартмасăр калаçатчĕ, кăткăс материала ансатлатса кашни ача патне çитерме тăрăшатчĕ. Камăн малалла вĕренме шанчăк пур, çавсене хăюлланма, пуçаруллă пулма класри тата шкулти тĕрлĕ ĕçсене явăçтарма тăрăшатчĕ. Ун çинчен темĕн чухлĕ ыр сăмах çырма пулать. Шел, йывăр чире пула вăл пурнăçран иртерех уйрăлчĕ. Эпир романтикăллă вăхăтра вĕреннĕ. Çĕр-шывра ударлă пысăк комсомол стройкисем пыраççĕ, гидроэлектростанцисем, чукун çулсем, шахтăсем тăваççĕ. 1956 çулта ĕмĕрхи çеремсене сухаласа акма тытăнчĕç. Çамрăксене ял хуçалăхĕ те кĕтет. Класпа ăçта та пулин пĕрле каяс шухăш пурччĕ, ниçта та тухса курманскерсен хăюлăх çитмерĕ пулас. Шура Яковлева “Печорстроя” кайнă текен хыпар тухнăччĕ. 3 çул хушши эпир шкулта аслă классем пулса пытăмăр. Ку пирĕн яваплăха татах ÿстеретчĕ. Пирĕнтен комсомол организацийĕ пуçланса кайрĕ. Вĕренÿре те япăх пулман, питĕ тăрăшаттăмăр. Кружоксем ĕçлетчĕç. Ачасем пысăк хаваспа ташă тата хор кружокĕсене çÿретчĕç. Ташă кружокне вырăс чĕлхине вĕрентекен Евгения Николаевна ертсе пыратчĕ. Вĕсем тĕрлĕ халăх ташшисене сцена çине кăларатчĕç, çи-пуçне те хăйсемех хатĕрлетчĕç. Хор кружокне А. Комаров ертсе пыратчĕ. Вăл ăста купăсçă тата юрăçă пулнă. Çак 2 кружока çÿрекенсем хăйсен пултарулăхне çывăхри клубсенче кăтартатчĕç, халăхран тав сăмахĕ илтетчĕç. Ачасен тавракурăмне аталантарма литература, поэзи, тематикăлла ытти мероприятисем пулăшатчĕç. Н. А. Некрасов творчествине халалланă каçа паянхи кун та астăватăп. Физика учителĕ С. Т. Тимофеев пире этемлĕх часах тĕнче уçлăхне вĕçесси çинчен каласа паратчĕ.

Шкулта çамрăк учительсем чылайччĕ: Анатолий Игнатьевич, Александр Иванович, Изосим Филиппович, Лидия Сергеевна, Гера Иустиновна тата вĕсем хыççăн килнисем те пулнă ĕнтĕ. Çавсем пирĕншĕн пурнăçри, çамрăк çыннăн тĕслĕхĕ пулса тăнă. Нумай шыв-шур юхрĕ, çил вĕрчĕ, пурнăç тĕпрен улшăнчĕ унтанпа. Мана шкул хăйĕн вăтам шкул статусне упраса хăварни питĕ савăнтарать. Мĕнле аталанчĕ-ши вăл 50 çул хушшинче, мĕнле пурăнать паянхи кун, ăçта вăй хураççĕ унта вĕренсе тухнисем? Çакна район е “Хыпар” хаçатсенче çырса кăларсан пит лайăх пулмалла.

Вĕçен кайăксем пек пăрр! салантăмăр та пĕрре те тĕл пулаймарăмăр. Ăçта-ши Варвара Александрова, Люба Анатольева, Мария Архипова, Юлия Гурьева, Лена Иванова, Надежда Иванова, Фаина Крылова, Элеонора Николаева, Алла Никитина, Надежда Осипова, Валя Степанова, Шура Яковлева. Кама та пулин мантăм пулсан, каçарăр. Ăçта-ши пирĕн вăтанчăк каччăсем? Ман çывăх тусăн Лена Дмитриеван тăпри çăмăл пултăр. Лидия Филипповапа пĕр районта пурăнатпăр халĕ.

Эпĕ хам Ямайкассинчен. Элĕк район каччипе çемье çавăртăмăр, икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтертĕмĕр. Тулли çемьепе пурăнатпăр, мăнуксем те пур. Сывă пурнăç йĕркине тытма тăрăшрăмăр: эрех-сăрапа ашкăнман, ямăта хапсăнман, совеçе, чыса çухатман. Сад-пахча, выльăх-чĕрлĕх тытатпăр (картиш тулли мар, хамăра йÿнеçме кăна). Вырăнти шкулта 29 çул нимĕç чĕлхи вĕрентрĕм. Пурнăç ялан пĕр пек пымасть, йывăрлăхсем те, çухатусем те, инкек-синкексем те пулаççĕ, вĕсене чăтса ирттерсе хăвна упраса хăварма пĕлмелле. Чи пахи — çумра ырă çынсем пурри, вĕсем сахалăн пулмарĕç.

Ачалăхри, çамрăклăхри юлташсем! Сирĕнтен çырусем кĕтетĕп. Пĕр-пĕрне тупатпăр тесе шанатăп.

Манăн адрес: 429245, Чăваш Республики, Элĕк районĕ, Сурăмварри (Сормвары) ялĕ. Зоя Дмитриевна ИСАЕВА.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика