Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Европа Кубокĕнчен — медальсемпе

06 июня 2007 г.

Майăн 20-мĕшĕнче Лемингтонра (Англи) хăвăрт утас енĕпе Европа Кубокĕ иртнĕ. Çав ăмăртура Раççей чысне Кĕçĕн Шетмĕре çуралса ÿснĕ Эдикт Хайбуллинпа Людмила Архипова(Дубовка), вĕсем иккĕшĕ те Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕреннĕ, пĕрремĕш тренерĕ — В. П. Петров, хÿтĕленĕ. Э. Хайбуллин юниорсен ушкăнĕнче 10 километра утнă, дистанцие 9-мĕш вĕçленĕ. Раççейĕн арçынсен команди, Европа Кубокĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнса, ылтăн медале тивĕçнĕ.

Л. Архипова хĕрарăмсем хушшинче 20 километра утнă, 21-мĕш вырăн йышăннă, Раççейри хĕрарăмсен команди иккĕмĕш пулнă, кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Европа шайĕнчи ăмăртура çĕр-шыв чысне пĕр шкулта вĕреннĕ икĕ спортсмен харăс хÿтĕлени тата çавăн пек пысăк наградăсем çĕнсе илни район историйĕнче халиччен пулманччĕ-ха. Çак ятпа Эдикт Хайбуллинпа Людмила Архипована, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе çывăх çыннисене, хурăнташĕсене, Кĕçĕн Шетмĕ шкул коллективне тата асăннă спортсменсен пĕрремĕш тренерне Василий Петрович Петрова ăшшăн саламлатпăр, çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика