05 апреля 2019 г.
Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче ялсене тасатас, тирпей-илем кĕртсе симĕслентерес тĕлĕшпе йĕркелекен икĕ уйăхлăх пуçланчĕ. Ăна çак тапхăрта кашни урама, кил-çурта, çырма-çатрана тасатса илем кĕртес тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Икĕ уйăхлăх шучĕпе Мăн Шетмĕ ялĕнчи масара тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе санитарипе экологи субботникĕ иртрĕ. Унта Пăрăнтăк, Дворик, Четрик, Кăлава, Упа çырма, Кушар тата Мăн Шетмĕ ялĕн çыннисем — 30-ăн ытла хутшăнчĕç. Çак ĕçрен культура ĕçченĕсем те тăрса юлмарĕç. Вĕсем масар çинчи хăрнă йывăçсене, тĕмсене касрĕç, çỹп-çапа тасатрĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)