22 марта 2019 г.
Юнкун пирĕн тăрăхра та пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Информаци ушкăнĕн представителĕсем район администрацийĕпе тата вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсемпе, организаци-предприятисен ертỹçисемпе ял тăрăхĕсенче тăватă ыйту пăхса тухрĕç. Вĕсен шутĕнче —Раççей Президенчĕ В. Путин РФ Федераци Пухăвне тухнă Çырăвĕ, Чăваш Енте цифрăлла эфирлă телевидени çине куçасси, çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси тата çур акине хатĕрленесси. Чи малтан информаци ушкăнĕсем район администрацийĕнче пухăнчĕç. Кунта ушкăн ертỹçи, ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ С. Кудряшов Раççей Президенчĕ В. Путин Раççей Федераци Пухăвне тухнă Çырăвĕ пирки сăмах илчĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, Владимир Путин лартнă тĕллевсем пурте Раççейре пурăнакан çынсен пурнăçне çăмăллатма тата лайăхлатма тесе палăртнине каларĕ. Чи малтан пĕчĕк ял тăрăхĕсенче хулари пек условисем туса памалли тĕп вырăнта пулнине пĕлтерчĕ: сывлăха сыхлас енĕпе ФАПсем уçма, вырăнсенчи культура çурчĕсене юсама е çĕнĕрен хăпартса лартма, ялсене хăвăрт интернет кĕртме тата вырăнти ин-фра тытăма аталантарма. Министр кăçал социаллă сферăна аталантарма пысăк пулăшу кỹме палăртни пирки пĕлтерчĕ. Тĕслĕхрен, вĕрентỹ отрасльне кăçалхи пек укçа уйăрса пани пулманнине палăртрĕ. Çак сăмаха ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов та ырларĕ. Хамăр районпа илсессĕн кăçал вĕретнỹ енĕ-пе пысăк тĕллевсем лартнă пирки пĕлтерчĕ. Чи малтан ача-пăча сачĕсенче кантăксем улăштармаллине каларĕ. Çавăн пекех Трак шкулĕн тăррине юсама укçа уйăрса хăварнине, çитес çул юсав ĕçĕсем Красноармейски шкулĕнче пулмаллине пĕлтерчĕ. Информаци кунĕнче Трак тăрăхĕнче çавăн пекех ЧР муниципаллă йĕркелỹсен ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев, “Чувашрессовпроф” профсоюз организацийĕсен республикăри пĕрлешĕвĕн канашĕн председателĕн çумĕ-социаллă ĕç хутшăнăвĕн пайĕн заведующийĕ В. Ильин, ЧР хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен тата техникăн ытти енĕсен техника шайне тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн начальникĕн çумĕ Е. Еландаев ĕçлерĕç. Эпĕ ЧР муниципаллă йĕркелỹсен ĕç тăвакан директорĕпе С. Николаевпа, район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн ертỹçипе Н. Васильевпа Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе П. Николаевăпа кунти икĕ тĕл пулăва хутшăнтăм: ял тăрăхĕн администрацийĕнче вырăнти активпа тата Кушарти райпо лаввкинче ял çыннисемпе. Информаци кун йĕркипе палăртнă ыйтусене пăхса тухрăмăр. Сăмаха Станислав Николаев пуçларĕ. Владимир Путин чĕнĕвĕ пирки каланă чухне малтанхи пурнăçа аса илчĕ. Иртнĕ çулсенче те пирĕн çĕр-шывра темиçе çуллăх тĕллевсем лартса па- лăртнă вăхăталла пурнăçласа çитерме тăрăшнă. Халĕ те патшалăх çавнашкалах хăйĕн тата вырăнти влаç умĕнче вырăнсенче йĕрке кĕртме, çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевсем лартать. Вĕсене наци проекчĕсенче çырса хăварнă. Вĕсем — çĕр-шыв аталанăвĕн проекчĕсем пулнине палăртрĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама кăçал республика бюджетне 7 млрд 450 пин тенкĕ килмеллине каларĕ, çитес вăхăтра пурнăçа кĕртме палăртнă тĕллевсемпе ял çыннисене паллаштарчĕ. Цифрăлла эфирлă телевидени çине куçасси пирки тĕплĕн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Полина Николаева пĕлтерчĕ. Красноармейски районĕнче палăртнă сигнал илмен вырăнсен шутне ку тăрăхри ултă ял лекнĕ: Мăн Шетмĕ, Кăлава, Дворик, Кушар, Анатри Типçырма, Упа-Çырма. Çав майпа кунта асăннă ыйтупа ял çыннисемпе тĕл пулусем тăтăшах иртеççĕ. Полина Ивановна пухăннисене çĕнĕ приставкăсем илнĕ укçан пайне тавăрса паракан условисемпе паллаштарчĕ. Унтан çур аки пирки кĕскен чарăнса тăчĕ. Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче “Волит” тулли мар яваплă пĕрлешỹ ĕçленине каларĕ. Хуçалăх çĕр ĕçĕсене вăхăтра туса пынине, тăрăшса пурнăçлание ырларĕ, кăçал та тухăçлă ĕçлесе пырасса шанса каларĕ. Николай Васильев пушар хăрушлăхĕн правилисем çинче чарăнса тăчĕ. Пирĕн тăрăхра кăçал виçĕ пушар пулнине каларĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ — мунча çунни, виççĕмĕшĕ — ятарлă чĕртсе яни. Икĕ хутĕнче те сăлтавĕ юсавсăр оборудовани пулнине палăртрĕ. Тимлĕрех пулма, электроприборсемпе асăрханса усă курма, кивĕ электричество пăралукĕсене вăхăтра улăштарса тăма сĕнчĕ. Чи çивĕч ыйту Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче — хытă каяшсене турттарнишĕн тỹлев укçи. Ял çыннисем палăртнă хаксемпе килĕшесшĕнех мар. Килте пухăнса каякан ăпăр-тапăра çунтарма хăнăхнипе çỹп-çапĕ те сахал тухни пирки пĕлтернĕ. Апат юлашкисем выльăх-чĕрлĕх патне, ытти çĕрекен тислĕк купи çине кайнине палăртнă. Ытларах çак ыйтусемпе ял тăрăхĕн администрацийĕ çине тапăнни пăшăрхантарчĕ. Хытă каяшсене пуçтарасси çĕнĕ проекта вырăнсенче мар, Раççей шайĕнче çирĕплетнĕ. Ăна урамсемпе саласене, пысăк хуласене çỹп-çапран тасатма, çак ыйтупа тивĕçлĕ йĕрке туса пĕтерме йышăннă. Çĕнĕлĕхсем самантрах пурнăçланмаççĕ çав, ыйтăвĕсем тухсах тăраççĕ. Вĕсене шута илеççех пулĕ. Акă, нумаях пулмасть ялсенче пурăнакансемшĕн çак енĕпе тарифсене пĕчĕклетрĕç. Ял çыннисем те пурте пĕр пек тирпейлĕхе пăхăнса пурăнмаççĕ çав, килтен тухнă тĕрлĕ ăпăр-тапăра çумри çырма-çатрана йăтаççĕ. Халĕ палăртнă тỹлеве çирĕплетнĕ хыççăн çỹп-çапа ятарласа уйăрнă вырăна çитерме хăнăхасса шанас килет. Район администрацийĕ А. Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, тăван енте çỹп-çап лапамĕсем йĕркелеме материалсем илме кăçал ра-йон администрацийĕ ял тăрăхĕсене 3 млн тенкĕ уйăр-ма палăртнă. Пĕтĕмпе 140 лапам йĕркелемелле. Ял çыннисемпе калаçса вĕсен нумай ыйту çуралнине куртăм: хытă каяшсене турттарман уйăхсемшĕн квитанци килсе пани, вĕсенче хакĕ пĕр çыншăн улшăнманни, тỹленĕ чухне комисси илни. Çак ыйтусем çине тĕплĕн регион операторĕн пирĕн районта ĕçлекен специалисчĕ Алексей Гаврилович Данилов 8(937)013-58-69 телефонпа хуравлама пултарать. Кашни кĕçнерникун 9 сехетрен пуçласа 12 сехетчен Красноармейски салинчи Ленин урамĕнчи 26Ỹ1 çуртра (МУП ЖКХ-ра вырнаçнă) çынсене йышăнать. М. Евграфова.