21 августа 2015 г.
Юнкун Трак енре те черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ (унăн темисене эпир район хаçачĕн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ). Информаци кунне хутшăнма района Шупашкартан Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. В. Кудряшов ертсе пыракан ушкăн килсе çитрĕ. Сергей Владимирович район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. В. Шестаковпа тата вĕрентỹ пайĕн начальникĕн çумĕпе С. А. Григорьевапа пĕрле Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе П. И. Николаевапа курнăçса калаçнă хыççăн вĕсем Совет Союзĕн Геройĕ В. В. Васильев ячĕллĕ шкулта педагогсемпе тата ял çыннисемпе тĕл пулчĕç. Унта малтанах С. Кудряшов сăмах илчĕ. Сергей Владимирович республикăра 1608 вĕрентỹ организацийĕ пуррине, хальлĕхе вĕсен 98,3 процентне комиссисем йышăннине, вĕрентỹ организацийĕсене çĕнетсе модернизацилемелли программăпа килĕшỹллĕн, района юлашки 3 çулта кăна 27 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнине, Шупашкар хулинчи шкулсене çỹрекенсен 5,2 проценчĕ икĕ сменăпа вĕреннине, Вĕрентỹ министерстви августра шкулсемпе ача сачĕсенче вăй хуракансене пĕр вăхăтлăх тỹлевпе тивĕçтернине, республикăра кăçал çеç 7 ача сачĕ хута каймаллине, выпускниксем хушшинче ялхуçалăх специальноçне суйласа илекенсем сахалтараххине, çав хушăрах рабочи кадрĕсем республикăна та, района питех те кирлине, ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса пымаллине каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков пĕлтернĕ тăрăх, районти вĕрентỹ организацийĕсене йĕркене кĕртме республика бюджетĕнчен кăçал 4 млн ытла, районтинчен вара 2200 пин тенкĕ уйăрнă. Упи ял тăрăхĕнчи "Парус" ача садне тĕпрен юсаççĕ, ку тĕллевпе 756 пин тенкĕ панă. Мăн Шетмĕпе Пикшик шкулĕсенчи спортзалсене те тĕпрен çĕнетмелле, кашнине 1 млн ытларах тенкĕ тивет. Красноармейскинчи ДЮСШри ăшă тытăмне çĕнетес, шывпа тивĕçтерес, Пикшик, Шывпуç, Чатукасси тата Алманч шкулĕсенчи чỹречесене пластиклисемпе улăштарас ыйтусемпе те ĕçлеççĕ. Кĕçĕн Шетмĕри шкула вырăнти ача сачĕпе пĕрлештерме пăхаççĕ. Пикшикре çутçанталăк газĕпе ĕçлекен кăмака вырнаçтармалла. Андрей Владимирович кунпа пĕрлех уй-хирти ĕçсем мĕнле пынипе те паллаштарчĕ. Тĕлпулура 26-ăн пулчĕç. Вĕсем Интернет ялсенче япăхрах ĕçленине, шкулти чỹречесене пластиклисемпе улăштармаллине, автомашинăсем хăвăрт çỹрекен вырăнсенче “выртакан полицейски” кирлине палăртрĕç. Информаци ушкăнĕн членĕсем унтан Анаткас ялĕ çывăхĕнчи “Çĕпĕр тракчĕ” этнокартишпе, кунти экспонатсемпе паллашрĕç. Иккĕмĕш тĕлпулу вара ку ялти кану çуртĕнче иртрĕ. Информаци кунĕн темисемпе тухса каланисене итленĕ хыççăн ял çыннисем ыйтусем те хускатрĕç. Вĕсен йышĕнче — ачасене шкулсенче теорине вĕрентнипе çеç çырлахмалла марри, практика та пулмалли, ялти тĕп урамри çула тăвасси. Виççĕмĕш тĕлпулу Кушкăри кану центрĕнче пулчĕ. Сăмах май, вăл кăçал нумай çĕнелсе улшăннă. Тултан та, шалтан та илемлĕн курăнать. Пластик чỹречесем лартнă, алăксене, ăшă тытăмне улăштарнă. Çурта тултан та, шалтан та сăрланă, урай та çуталса кăна тăрать. Кушкăсем умĕнче информаци кунĕн темисем тавра тухса каланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков ялта кĕçех çул тума тытăнассине пĕлтерчĕ. “Ырă ĕçсем чарăнса лармалла мар, вĕсем малашне те пулсах пымалла”, — терĕ Андрей Владимирович.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)