26 февраля 2013 г.
1933 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕнче Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи Четрик ялĕнчи Михайловсен — Григорий Михайловичпа Анастасия Ивановнан — туслă çемйинче ывăл — Алексей — çут тĕнчене килнĕ.
Мăн Шетмĕри шкулта ăс пухнă хыççăн вăл Шупашкарти ÿнер училищине вĕренме кĕнĕ, унтан Вăрмар районĕнчи Кавалти вăтам шкулта учительте ĕçленĕ. Питĕрти художество академине вĕренсе пĕтерсен, ăна 1960 çулта Шупашкарти педагогика институтĕнче художествăпа графика факультетне уçса йĕркелесе пыма чĕнсе илнĕ. 1991 çулта республикăн тĕп хулинчи вĕрентÿ институтĕнче тăван ен культурин кафедрине ертсе пынă, институт профессорĕ пулса ĕçре пуçарулăх кăтартнă.
Алексей Григорьевич пирĕншĕн, районта çуралса ÿснĕ кашни çыншăн, 1990 çулхи декабрьте тĕп хулара йĕркеленнĕ ентешлĕх ертÿçи пулнипе те паллă. Общество ĕçне ăна чăвашсен паллă композиторĕ Филипп Миронович Лукин сĕннипе шаннă. А. Г. Григорьев пуçарнипе вунă çул хушшинче Шупашкарта, районта, Раççей шайĕнче нумай ĕçсем ирттернĕ. Алексей Григорьевич искусство ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса чăвашсен пултаруллă çамрăкĕ сене ÿнер тĕнчине çул уçса панă, вĕсен пултарулăхне тишкерсе чылай кĕнеке çырнă, чăваш ÿнерçисен куравĕсене йĕркелессипе пуçарулăх кăтартнă, выставка каталогĕсене хатĕрленĕ.
Кĕçĕн Шетмĕри Э. М. Юрьев ячĕллĕ музей-картинăсен галерейинче Алексей Григорьевич Григорьева халалласа кĕтес йĕркеленĕ. Унăн авторĕ — паллă ентешĕн хĕрĕ — Татьяна. Вăл та ашшĕ çулнех суйланă, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тата ачасен искусство шкулĕнче вĕрентет.
Нарăсăн 18-мĕшĕнче Э. М. Юрьев ячĕллĕ музей-картинăсен галерейинче Кĕçĕн Шетмĕри “Çăл куç” ача садне çÿрекенсем, вырăнти шкулти 2—4-мĕш классенче вĕренекенсем экскурсире пулчĕç. Районти историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕн ертÿçи В. С. Серафимов вĕсене Алексей Григорьевич Григорьев ентешĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)