Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленетпĕр?

12 сентября 2014 г.

Хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленетпĕр?

Район администрацийĕн пуçлăхĕн кăçалхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 238-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата социаллă сфера объекчĕсене 2014—2015 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлес тĕлĕшпе тумалли ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Асăннă йышăнăва тĕпе хурса, МУП ЖКХ тата “Коммунальщик” УК” ООО та 2014—2015 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрленес енĕпе мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Социаллă сферăра уйрăммăн 44, централизациленĕ майпа хутса ăшăтмалли объектсем 33 шутланаççĕ. МУП ЖКХан мероприятисен планĕпе килĕшỹл-лĕн, сентябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне14 объекта тĕп сезона хатĕрлес тĕлĕшпе çакăн йышши ĕçсене пурнăçланă: потребительсен ăшă узелĕсенче заглушкăсем вырнаçтарнă; райцентрти Ленин (çỹлти пайĕ), Г. Степанов, Механизаторсен урамĕсенче, Красноармейскинчи тĕп больницăра ăшă трассисенче гидравлика тĕрĕслевĕ ирттернĕ; халĕ çак ĕçсене Ленин (аял пайĕ) тата Васильев урамĕсенче (хальччен тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерсе) пурнăçлаççĕ; ЦТП-1, ЦТП-2, финн поселокĕнчи котельнăйсене çуса тасатнă; çывăх вăхăтра тĕп котельнăйăн икĕ хуранне çуса тасатма пăхаççĕ; ĕлĕкхи юсавпа техника предприятийĕн котельнăйĕнче ДКВР-4Ỹ13 хурана юсаса çĕнетес ĕçсем пыраççĕ; котельнăйсенче циркуляци насусĕсене тĕплĕн пăхса тухнă, вĕсенче тĕтĕм çулĕсене тĕрĕслесе тасатнă. Çак тапхăрччен ăшă трассин 150 (планпа 200 м), шыв пăрăхĕн 100 метрне (планпа 100 м) улăштарнă. Котельнăйсенче электроустановкăсене тĕрĕслесе пăхнă. Авариллĕ лару-тăру сиксе тухас пулсан, райцентрти тĕп котельнăйсенчен пĕрне электричествăпа тивĕçтерме 1№-лĕ Дачнăй тăкăрлăкра хушма (резервлă) çăл куç (80 Квт дизель генераторĕ) пур. Ку енĕпе МУП ЖКХра та пурлăхпа техника рессурсĕсем япăхах мар. Сентябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне МУП ЖКХан усă курнă “сенкер çулăмшăн” 148027,53, электроэнергишĕн 5785025,02 тенкĕ, пĕтĕмĕшле парăм вара 5933052,55 тенкĕпе (августăн 20-мĕшĕ тĕлне 6701900 тенкĕ пулнă) танлашать. “Коммунальщик” УК” ООО планпа пăхнă ĕçсене вĕçленĕ. Нумай хваттерлĕ 58 çурта хĕллехи условисенче пăхса тăма хатĕр. Райхаçатăн 63-мĕш номерĕнче Васильев урамĕнчи 8 тата 17-мĕш çуртсене уйрăммăн хутса ăшăтмалли ĕçсем вăрах пыни çинчен çырнăччĕ. Подрядлă организаци ĕçсене хăвăртлатрĕ, 17 çурта сентябрĕн 5-мĕшĕнче, 8-мĕш çурта çак кунсенче газпа тата ăшăпа тивĕçтернĕ. Ленин урамĕнчи ăшă пăрăхĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Васильев урамĕнче çак ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Райадминистрацин вĕрентỹ пайĕ хыпарланă тăрăх, асăннă тытăма кĕрекен учрежденисенче хутса ăшăтмалли тапхăр валли ĕçсен планĕ пур. Ăшă трассисене пусăм вăйĕпе тĕрĕслемелли графика МУП ЖКХан администрацийĕпе пăхса тухса çирĕплетнĕ. Çак ĕçе сентябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме пăхаççĕ. Газпа электроэнерги счетчикĕсене, перекетлемелли ытти приборсене тĕрĕсленĕ. Кăçал Шывпуç шкулне электроэнергипе хутса ăшăтмалла тăвасшăн. Подряд ĕçĕсем 230999,33 тенкĕпе танлашаççĕ. Ĕçсене вĕçленĕ. Ăшă парса пăхнă. Культура тытăмне кĕрекен 20 учрежденине (8-не тĕп котельнăйĕнчен, 12-не автономлă майпа) “сенкер çулăмпа”, 3-не çĕр кăмрăкпа е вутăпа, 3-не электроэнергипе ăшăтма пăхнă. Вăхăт кĕр енне сулăнчĕ. Ирпе каç самаях сивĕ. Апла пулсан яваплă организацисен палăрнă мĕн пур ĕçсе-не вăхăтра вĕçлеме тăрăшмалла. Сивĕсем çитиччен пурне те туса ĕлкĕресчĕ.

 

— Питех те кăмăллă паян, — тет Васильев урамĕнчи 8-мĕш çуртăн иккĕмĕш хваттерĕнче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ И. Харитонов. — Сивĕ çанталăк çитиччен “Газовая технология” ООО ĕçченĕсем ĕçсене хăвăртлатрĕç, “сенкер çулăм” пачĕç. Халĕ хваттере уйрăммăн хутса ăшăтма пуçларăмăр. Мĕн пур ĕçсене пурнăçлама 85 пин тенкĕ тухса кайрĕ. Маларах пирĕн çуртра тĕп юсав ĕçĕсем ирттерчĕç, ун чухне ăшă системине улăштарчĕç. Çакă та пире укçа-тенкĕне кăшт перекетлеме май пачĕ. Тавах подрядчике.

С. Григорьев

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика