25 декабря 2012 г.
Уяв кĕрекисене мăншетмĕсем ыттисенчен аванрах хатĕрлеççĕ, теççĕ. Тавлашмăпăр: çаплах-тăр. Вĕсен çакăнти пултарулăхне ял ĕçченĕсен районти праçникĕнче тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр… кĕреке сĕтелĕ чаплă та пуянах çав. “Ылтăн кĕркунне” конкурсăн пĕр номинацийĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăни те çакнах çирĕплетет.
Иккĕленместпĕр, мăншетмĕсем Çĕнĕ çул кĕрекине те кĕркуннехинчен каях мар хатĕрлеççех!
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)