Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăрăнтăкри почтальонка

25 декабря 2012 г.

Кăçалхи раштавăн иккĕмĕш вунă кунлăхĕ самаях сивĕ килчĕ. Ирсерен сывлăш температури тĕллĕн-тĕллĕн çирĕм пилĕк градусран та иртрĕ. Апла пулин те нимĕнле çанталăка пăхмасăр эрнере пилĕк кун сакăр сехет иртсен Пăрăнтăк ялĕнчи тăван килĕнчен тухать те аслă çулпа ĕç вырăнне васкать Юлия Александровна Максимова. Çапла 30 çула яхăн...

(Тĕрленчĕк)

Почтальонка вăл. Юлия Александровнапа сăмахлатăн та вăл хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн телейне тупнине аванах туйса илетĕн. "Паян мана вун-вун ĕç сĕнсе пăхăр, анчах почтальон ĕçĕнчен лайăххине урăх курмастăп, — тет вăл. — Кунсерен хама çирĕплетсе панă Йĕпремпе Пăрăнтăк ялĕсенчи клиентсемпе курнăçатăн та чунăмра темĕнле лайăх пулса каять. Кашнин хуйхи-суйхине пĕлетĕн, хăшĕнне вара чĕре çывăхне илетĕн. Çынсене ырă тунишĕн тата епле савăнмăн. Вĕсем манран ирсерен çĕнĕ хыпар-хăнар, хаçат-журнал, кашни уйăхăн пуçламăшĕнче пенси укçи кĕтеççĕ. Пĕччен пурăнакан кинемисемпе мучисем вара почта çыхăну уйрăмĕ сĕнекен тĕрлĕрен таварсене ыйтаççĕ. Килĕсене çитерсе парсан вара вĕсенчен кашнинчех тав сăмахĕсем илтетĕн".

Ю. Максимова 1957 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Пăрăнтăк ялĕнчи йышлă çемьере çуралнă. Пилĕк хĕртен иккĕмĕш пулнă вăл. Мăн Шетмĕри вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пĕр тапхăр Вăрнарти совхоз-техникумра вĕреннĕ. Каярах çул Шупашкара выртать. Пăрăнтăк хĕрĕ тĕп хулари В. И. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче тăрăшать. “Ун чухнех хулапа ял пурнăçне танлаштараттăм та çуралнă вырăнсенчен лайăххине урăх курмастăмччĕ”, — тет халĕ Юлия Александровна.

1979 çулта вĕсем ял каччипе Владимир Максимовпа çемье тĕвĕлеççĕ те Юля яланлăхах тăван ене куçса килет. Пăрăнтăк ялĕн чылай çыннисем хăйсен кун-çулне вăрман лартса çитĕнтерес ĕçе панă. Мăшăрĕ те Сурăм вăрман лесничествине ĕçе вырнаçать. Вăтăр çул ытла туслă та ĕçчен коллективра тăрăшать.

Çемьере ăш пиллĕх хуçалансан ĕç те ăнса пырать. Вăтăр виçĕ çул пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ Максимовсем. Тăватă хĕр çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă вĕсем. Натальăпа Алина, ав, çемье тĕвĕлеме ĕлкĕрнĕ. Регинăпа Елена та тăван килтен тухса кайнă ĕнтĕ, çапах та ашшĕ-амăшĕн килне тăтăшах килсе çÿреççĕ, кулленхи пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ.

Халĕ килте иккĕшех Максимовсем. Иртнĕ тапхăрта хăтлă пÿрт-çурт çĕкленĕ, хуралтăсем туса лартнă. Çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Паянхи кун сăвакан икĕ ĕне, хĕл каçакан вăкăр, икĕ чĕчĕ пăрушĕ тытаççĕ. Иртнĕ çулччен хуçалăхра лаша та усранă. Çулла вара кил картинчен кайăк-кĕшĕк татăлмасть. Çу кунĕсенче килти ытлашши сĕте, вăкăр ашне патшалăха сутаççĕ. Ку çемье бюджетне ÿстерме самаях пулăшать. Çакăн чухлĕ выльăха тытма апачĕ сахал мар кирлĕ-çке. Максимовсен хăйсен пĕр гектара яхăн çĕр пур, унсăр пуçне вăрманта вăй хунă май çавăн чухлех çĕр арендăна илнĕ. “Çу кунĕсенче хамăр йышпа çителĕклех хĕл каçма апат хатĕрлетпĕр”, — тет кил хуçи хĕрарăмĕ.

Çапах та тĕп ĕçне манаймасть Пăрăнтăк хĕрарăмĕ. Мăн Шетмĕ почта çыхăну уйрăмĕ районта чи пысăккисенчен пĕри шутланать. Тăватă почтальонка ку тăрăхри халăха хаçат-журналпа, пенси укçипе, таварпа тивĕçтерет. Пĕри тепринчен хастар тейĕн. Ю. Максимовасăр пуçне кунта М. Герасимова, Г. Никитина, А. Дмитриева тăрăшаççĕ. Кашниех почтальон ĕçĕнче чылай хушă. Çакăн пек çынсем тăрăшуллă пулнăран ĕнтĕ коллектив çитĕнĕвĕ килет. Ăна чылай çул ĕнтĕ Ю. Максимован тăван йăмăкĕ — Е. Аленцева ертсе пырать. Юлашки çулсенче мăншетмĕсем районти “Ял пурнăçĕ” хаçата илсе тăмашкăн çырăнтарма çитернĕ заданисене тăтăшах тултарса пыраççĕ, ырă ята тивĕçеççĕ. Ю. Максимова вара иртнĕ çул иккĕмĕш çур çул валли район хыпарçине 62 экземпляр е 100 кил пуçне 59, 6 экземпляр çырăнтарчĕ, районти почтальонкăсем хушшинче çĕнтерчĕ. Ăна “Почтальон-2011” хĕрлĕ хăю çыхса ячĕç, дипломпа хаклă парне пачĕç. Юлия Александровна кăçалхи кăтартусемпе те мала тухрĕ, çак ята тепĕр хут тивĕçрĕ. Чыслă ĕçшĕн панă ытти наградăсем те чылай унăн.

Халĕ ĕçлеме те условисем лайăхланчĕç. Ĕлĕк почта çыхăну уйрăмĕ “Мичуринец” ЯХПКан администраци çурчĕн пĕр пÿлĕмĕнче вырнаçнăччĕ, шăнкăрч йăвине аса илтеретчĕ вăл. Иртнĕ çулхи кĕркунне куçнă çĕнĕ ĕç пÿлĕмĕсенче çутă, ăшă, таса. Клиентсене те йышăнма меллĕ кунта.

Ял-йышра та пысăк хисепре Максимовсем. Пăрăнтăксем пултаруллă хĕрарăма иккĕмĕш созыв ĕнтĕ Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйларĕç. Çакна вара тивĕçех Юлия Александровна. “Яланах ял-йышпа пĕрле эпĕ, —тет вăл. — Календарь çинчи уявсене ентешсемпе пĕрле паллă тăватпăр. Çывхаракан Çĕнĕ çула та хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ эпир. Ватти те, вĕтти те унпа кăмăллă юлтăр тетпĕр”.

Çавăн пек çын вăл Пăрăнтăкри Юлия Максимова, ял халăх шанăçне тÿрре кăларакан почтальонка. Паян шăпах вăл юбилейне паллă тăвать, тивĕçлĕ канăва каять. Хаклă çыннăмăра хам ятран тата мĕн пур редакци коллективĕ ячĕпе ăшшăн саламласа çапла калатăп:

Чунупа пул ĕмĕр çамрăк

Телейпе çÿре пĕрле.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика