Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял старостин ĕçĕ йывăр, çапах хисеплĕ

11 сентября 2012 г.

Ял старостисем — халăхра шанăç çĕнсе илнĕ çынсем. Ялсенче пурăнакансем вĕсем урлă ял тăрăхĕн администрацийĕпе çыхăну тытаççĕ. Старостăсем тÿлевсĕр, тĕрĕссипе, “тав тапуç” сăмахшăн кăна ĕçлеççĕ, анчах та вĕсемсĕр халăха пĕр çĕре пĕтĕçтерме, вырăнти кирлĕ чылай ыйтăва татса пама çук.

Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ П. Николаева та çаплах шутлать. Полина Ивановна каланă тăрăх, ялсен старостисем унăн ĕçĕнче тĕп тĕрек пулса тăраççĕ. Кăçал, ав, ял тăрăхне кĕрекен 13 ялтан кашнинче тенĕ пекех вĕсен пуçарăвĕпе ырă вăл е ку ĕç тунă. Пуçлăх маттур ял старостисен йышĕнче Тури Типçырмари В. Алексеева та палăртрĕ.

Владислав Юрьевич — муниципалитетсем хушшинчи “Цивильский” пайăн Красноармейскинчи полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ. Службăри ĕçĕсем чылай пулин те, тăван ял çинчен те манмасть. Кунта халĕ пурĕ те 22 кил çеç, çав шутра 13-шĕнче кăна çынсем ялан пурăнаççĕ. Тĕпрен илсен, пенсионерсем. Ял çывăхĕнчен республика пĕлтерĕшлĕ “Шупашкар — Сурски” автоçул иртет, Тури Типçырмана та асфальт сарнă çулпа çитетĕн, çуртсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ.

Анчах пĕчĕк ялсен те ыйтăвĕсем пысăк-çке. Кунта ав шыв пăрăхĕ хывман, ял тăрăхĕн центрĕнчен — Мăн Шетмĕрен — 8 çухрăмра вырнаçнă пулин те, йăлапа социаллă обăектсем çук. В. Алексеев старостăн та тĕрлĕ ыйтусем татса пама тивет: çăл юсамалла, урамсемпе карта-хурана типтерлĕ тытса тăмалла, ватăсене медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелемелле тата ытти те. Владислав Юрьевич тăван ял нуши-терчĕсенчен пĕртте аякра тăмасть, вĕсенчен хăтăлма майсем шырать. Ял-йышпа пĕрле, сăмахран, ял хапхипе картине çĕнетрĕç. Кивви вырăнне çĕнĕ çăл чаврĕç, çак кунсенче ун çывăхне тирпей-илем кĕртессине вĕçлерĕç.

“Кам ĕçлесшĕн, çавă укçа-тенкĕ шырать, камăн ĕçлес килмест, çавă тĕрлĕ сăлтавсем шырать”, теççĕ халăхра. Тури Типçырмара апла мар. Çăл валли ункăсем (кольцосем) туянма акă ял тăрăхĕн администрацийĕ укçа-тенкĕ уйăрнă, çăл чавса ункăсем вырнаçтарма ял çыннисем хăйсем те тÿпе хывнă. Ку ялта яланах таса та типтерлĕ, ахальтен мар ĕнтĕ урамсенчен пĕрне “Зеленая” ят панă.

Владислав Юрьевич — лайăх кил хуçи те. Мăшăрĕпе — Иринăпа — 2 ача ÿстереççĕ. Нумаях пулмасть пĕрлешнĕренпе 15 çул çитнине паллă турĕç. Ял старости чăн-чăн арçынах çав: вăл йывăç лартнă, ывăлсене ÿстерет, çурт çĕкленĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика