30 августа 2012 г.
Валентина Никитина — кăлавасем. Мăн Шетмĕри вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпах — 32 çул — “Мичуринец” совхозра ĕçленĕ, ятлă-сумлă доярка пулнă. Ĕçри хастарлăхшăн ăна 2 хутчен — 1971 тата 1986 çулсенче — “Хисеп палли” орденпа наградăланă. Валентина Яковлевнана çĕр-шыври профсоюзсен 18-мĕш сăездне кайма делегата та суйланă.
70 çул тултарнă пулин те, вăл халăхран аякра тăмасть, тăван ял пурнăçĕпе киленсе пурăнать. Ыттисемпе пĕрле кăçалхи ял уявне те хутшăнчĕ маттур ял çынни.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)