28 августа 2012 г.
Шăрçа пек тумламсем йăрăлтатса анаççĕ
Уява Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн ертÿçи Полина Ивановна Николаева уçрĕ. Ялăн кун-çулĕ, паллă çыннисем çинче чарăнса тăчĕ. Тватпÿрт ял уявĕ ячĕпе пухăннисене чĕререн саламларĕ: “Ял татах та вăй илсе, аталанса, тĕрекленсе пытăр. Ял илемĕ, пуласлăхĕ, тĕрекĕ — хамăр алăра. Пĕрлĕхре — вăй. Пурте пĕр чĕлхеллĕ пулса кар! тăрса ĕçлесен — ырри пулатех. Ваттисем мĕн ĕлĕкрен: “Пĕччен сурсан — типсе пырать, халăх сурсан — кÿлĕ пулать”, — тесе ахальтен каламан-тăр ĕнтĕ. Çакна пирĕн яланах асра тытмалла”.
Трак вăтам шкулĕн вĕренекенĕсене тарăн пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парас тĕлĕшпе палăрнă Л. Белова та ял халăхне уяв ячĕпе ăшшăн саламласа малашне те туслăн пурăнмашкăн, пĕр-пĕрне пулăшу кÿмешкĕн вăй-хăват сунчĕ. Хăйĕн шухăшĕсене Людмила Михайловна çапла вĕçлерĕ: “Ĕç — пурнăç шăнăрĕ, çынна йĕркере тытать, çирĕплĕх ыйтать. Тватпÿртсем ĕмĕрех ĕçчен пулнă, халĕ те маттур, малашне те çаплах пулччăр”.
Çакна çирĕплетнĕ пекех Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Николаева ялти сумлă çынсене Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Вĕсене 80 çултан иртнĕ Нина Егорова, Валентина Ефимова, Валентина Никитина хуçалăхĕсене çирĕп тытса пынăшăн, ялти ĕçсене активлă хутшăннăшăн, Алина Федотова ял старостин тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн, Юлия Серафимова ял-йыша вăхăтра шывпа тивĕçтернĕшĕн, Юрий Игнатьев, Леонид Игнатьев патшалăха сĕтпе тивĕçтерес ĕçре ырăпа палăрнăшăн, Валентина Тихонова Кушкă, Тватпÿрт, Анатри Типçырма ялĕсенчи хĕрсемпе хĕрарăмсене ал ĕç тăвас çĕре явăçтарнăшăн, ал ĕç куравĕсене активлă хутшăннăшăн, Вениамин Тихонов ял ĕçĕсене хастар йĕркелесе пынăшăн тивĕçрĕç.
Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, пултаруллă поэтесса Алина Романова сăмах илчĕ. “Çуралнă ялăмра кашни çемье хамăн тăван пек туйăнать. Пирĕнтен уйрăлса кайнисем пулăшса пыччăр. Инкек-синкек аякра тăтăр, ачасем ытларах çуралччăр, йыш пысăкланса пытăр. Ялта хаваслă юрă-ташă ялан кĕрлетĕр, савăнăç ан иксĕлтĕр. А. Романован “Савнă Тватпÿрт” сăввине ял-йыш хапăлласах йышăнчĕ.
Уяв ячĕпе тватпÿртсене Нестер Янкас преми лауреачĕсем И. Степанов композиторпа Галина Яковлева —Çуткÿл хăйсем хайланă “Тăванăм” юрра парнелерĕç. Кушкăри кану çурчĕн ĕçченĕсем Г. Алексеева, Т. Тимофеева чылай юрă шăрантарчĕç. Тватпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ Н. Филимонов композитор кĕвĕленĕ юрăсем те янăрарĕç. Çак ялтах кун çути курнă, 85 çула пуснă Р. Романова та хастар пулчĕ, ĕлĕкхи юрăсене шăрантарчĕ, тивĕçлĕ канăва тухнă В. Тихонова, Н. Егорова, Н. Маркова, З. Константинова унран юлмарĕç, халăх юррисене уççăн янăратрĕç. Ун хыççăн вара В. Тихонова йĕркелесе пынипе пухăннисем тутлă апат-çимĕçпе сăйланчĕç, юрларĕç, ташларĕç, савăнчĕç, чун каничченех калаçрĕç. Лайăхах çав. Туслăн пурăннине мĕн çиттĕр? Туслăхра — савăнăç, телей. Чăвашпа вырăс халăхĕсем килĕшÿре пурăннă евĕрех уявра та юрăсем икĕ чĕлхепе шăранчĕç. Ытларах тăванлăх, туслăх, çĕр-шыв, тăван тăрăх çинчен хывнă юрăсене уявçăсем уйрăмах килĕштерни сисĕнчĕ. Хурăнсем хушшинчен илтĕнекен савăк сасăсем чылайччен ял тăрăххăн саланчĕç. Тахçанах кĕтнĕ кун-çке-ха. Уяв ăнăçлă та савăнăçлă иртнинче И. Степанов композитор тÿпи те пысăк, вăл баянпа ăста выляни татах та тулли кăмăлпа хаваслăх кÿчĕç. Савăнăç, туслăх ырă ĕçсем тума хавхалантараççĕ, малашлăх çинчен шухăшлаттараççĕ.
Пирĕн хыççăнхи ăрушăн,
Унăн сывлăхĕ, хăватшăн
Пирĕнех тăрăшмалла,
Ăспала пурăнмалла.
Çут çанталăкпа туслă, пĕр шухăшлă, килĕшÿре пурăнмалла тесе тватпÿртсем ял уявне çулсерен пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илме тĕв турĕç, йĕркене малашне те тытса пырас пирки, ĕçсене пĕрле сÿтсе явса пурнăçласси çинчен калаçса татăлчĕç. Уява çакăн пек шухăшпа вĕçлерĕç: “Мĕн пуррине упрамалла, пуянлатма ăнтăлмалла. Малашлăхшăн эпир яваплă”.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)