28 августа 2012 г.
Е. З. Арсентьев Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Кушар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Паянхи кун ентеш республикăн тĕп хулинче пурăнать, “Проектный институт “Отделфинстройпроект” ОООна ертсе пырать. Евгений Зиновьевич кашни канмалли кунах çемйипе тăван ялне килсе çÿрет. Кунти Луговая урамра вăл хăтлă çурт-йĕр çĕкленĕ.
Ялăн Луговая урамне тĕп урамран çырма уйăрса тăрать. Çавна май кунта йĕпе-сапаллă çанталăкра çурран та, автотранспортпа та пырса кĕме çав тери йывăр. Е. Арсентьев пылчăклă çанталăкра ентешĕсен нушине хăй куçĕпе курса ĕненнĕ, лару-тăрăва лайăхлатма, çула юсама шутланă. Кунта пурăнакансем асăннă сĕнĕве хапăлласа йышăннă. Е. Арсентьев мĕн пур тăкакĕсене хăй çине илнĕ: икĕ КамАЗ вак чул, виçĕ автомашина асфальт ванчăкне турттарса килнĕ.
Иртнĕ канмалли кунсенче Луговаяра пурăнакансем — ватти те, вĕтти те урама йĕркене кĕртме тухрĕç, пысăк ĕç турĕç.
Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ Луговая урамра пурăнакансене тата Е. Арсентьева тăван урампа яла тирпей-илем кĕртме пулăшнăшăн тав сăмахĕ калать.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)