19 июня 2012 г.
Шавлать, кĕрлет, сĕрлет...
Сумлă чăваш кĕпи-тумтирĕ тăхăннă ушкăнра хĕрĕхе яхăн çын, вĕсем çав йыша Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен 13 ялтан та кĕнĕ. Вĕсем тĕп уяв пуçланиччен Совет Союзĕн Геройĕ В. Васильев палăкĕ умĕнче чăвашсен ырă йăлипе юррисене юрларĕç, вăййисене кăтартрĕç. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И. Степанов композитор баянпа чăваш кĕввисене ăнăçуллă вылярĕ.
Палăртнă вăхăт çитрĕ. Тăван çĕр-шывăн Гимнĕ янăранă май, Раççейĕн, Чăваш Енĕн, Трак енĕн, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн ялавĕсене çĕклерĕç. Мăнаçлăн “Асран кайми аки-сухи” юрă янăрать. Юн кун пуххине Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Николаева уçрĕ, уява килнисене чун-чĕре ăшшипе саламларĕ, малашнехи пурнăçра ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Полина Ивановна çавăн пекех ялсенчи пултаруллă та активлă, çав шутра ялсенче çирĕп йĕрке тăвассишĕн, тирпей-илем кĕртессишĕн çине тăракан старостăсене тав çырăвĕсемпе, хисеп хучĕсемпе чысларĕ, укçа-тенкĕ парса хавхалантарчĕ.
Юн кун пуххинче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ И. Степанов тухса калаçрĕ, ку тăрăхри çĕр ĕçченĕсене, мĕн пур çынсене кăçалхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа тав туса малашне те ăнăçусем сунчĕ.
Уява Красноармейскинче çĕнĕрен çĕкленекен кирпĕч завочĕн директорĕн çумĕ А. Матвеев, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен председателĕ Г. Ефимов, вырăнти вăтам шкул директорĕ А. Васильев тухса калаçрĕç. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ И. Ильин хăйĕн сăмахĕнче Юн кун пуххин историйĕпе паллаштарчĕ.
Ятарлă сцена çинчен Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи юрăпа ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Программăна вара Чатукассинчи, ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕнчи артистсем пуянлатрĕç.
Юн кун пуххинче суту-илÿ точкисем, ача-пăча площадкисем, сăн ÿкерчĕксен выставкисем ĕçлерĕç, вырăнти чечек ăстисем курав йĕркелерĕç. Унта шашка-шахматла вылякансем, çăмăл атлетсем, шăчă тăрăх улăхакансем тупăшрĕç, çĕнтерÿçĕсем хисеп хучĕсем, хаклă парнесем, укçан премие тивĕçрĕç. Акă, шашка-шахмат вăййине кăна вуннăн ытла хутшăнчĕç, шахматла выляса Çирĕклĕри А. Лаврентьев, шашкăлла Пăрăнтăкри Б. Иванов пĕрремĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Мăн Шетмĕ пуххине хапăл туса килнисем тутлă шÿрпе, шашлăк астиврĕç, кăмăл пуррисем юрă-кĕвĕ шăратрĕç, ташша та тухрĕç. Уява районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç, пĕрлĕхре вăй тенешкел, малашне те пĕрле ĕçлеме, савăнма-канма калаçса татăлчĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)